Вулавăшра - семинар

3 Утă, 2014

Культура çулталăкĕнче Патăрьел районĕнчи вулавăш ĕçченĕсем умри тĕллевсене сисĕнмеллех пысăклатнă: вулавçăсен йышне ÿстерессипе пĕрлех пурнăçа кĕртмелли ĕçсен шутне йышлатнă, библиотекарьсен ăсталăх, пултарулăх шайне ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ.

Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăра семинар-канашлу иртнĕ. Методика пайĕн ертÿçи Ирина Гаврилова «ăс-хакăл лаççисен» ĕç-хĕлĕпе çыхăннă кăтартусем пирки çеç мар, республика конкурсĕсене хутшăнмалли çĕнĕ положенисем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă. Сăмахран, вулавăш ĕçченĕсем Культура çулталăкĕнче ирттерекен конкурссене - «Эпĕ кăмăллакан чăвашла кĕнеке. Çамрăк талантсем», «Манăн пĕчĕк тăван çĕр-шыв - Тĕнче уçлăхĕн центрĕ» - хутшăнма тĕв тунă.

Вулавăшăн комплектовани пайĕн ертÿçи Галина Тукмакова çĕнĕ кĕнекесене библиографи тĕлĕшĕнчен шута илес енĕпе ăсталăх класĕ ирттернĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.