"Вулакан ашшĕсем"
Çак ятпа Хĕрлĕ Чутай салинче Культура çулталăкне халалласа автофлешмоб иртнĕ.
ЧР ачасемпе çамрăксен библиотеки йĕркеленĕ мероприяти "Аттепе пĕрле вулатпăр" проектпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Ăна ача-пăчана воспитани парас ĕçе ашшĕсене хутшăнтарас, вĕсен вулав культурине ÿстерес тĕллевпе пуçарнă. Программăра - ашшĕ-амăшĕ валли лекцисемпе занятисем, тренингсемпе семинарсем, шăпăрлансем валли вăйăсемпе уявсем иртеççĕ.
Вулав уявĕн хăнисене - çыравçăсемпе юрăçсене, библиотекарьсене - районти чи вулакан ашшĕсем, вĕсен ачисем, аслашшĕ-асламăшĕ, культура ĕçченĕсем кĕтсе илнĕ. Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем вĕсене хаваслă юрă-ташăпа савăнтарнă, проектпа паллаштарнă. Шупашкарсем те Чутайсене поэзипе кĕвĕ-çемĕ тĕнчине илсе кĕнĕ. Çавăн пекех ачасемпе çитĕннисем тĕрлĕ конкурспа вăйăра хăйсен хастарлăхне тĕрĕсленĕ.
Е.АНДРЕЕВ.
Комментари хушас