Волков – халăх академикĕ

31 Юпа, 2017

Хуначи ята тивĕçнĕ ăсчах кантăкран пăхса тăрать-тăрать те пăшăлтатма пуçлать: «Чăвашсем шумерсенчен пулса кайнă теççĕ. Шумерĕсем хăйсем чăвашсенчен пулман-ши?» — терĕ Геннадий Никандрович. Атăл леш енче канма юратаканскер тарăн шухăша путать: «Аякранах çав тери илемлĕн курăнать Атăл урлă хывнă кĕпер — ГЭС. Маншăн пулсан Линевая кÿлли çывăхрах».

«Чĕлхе» сăмаха вăйлатма тăрăшаканскер Ухсай Яккăвĕн сăввине тăтăшах аса илетчĕ... «Калаçасса калаçăп эпĕ Нептун çинче те чăвашла». Хисеплĕ доктор Парижра, Прагăра, Берлинта, Элистара, Астанара, Кавказра, Балтика тăрăхĕнче тăван чĕлхепе калаçнине кĕнекисем тăрăх пĕлетпĕр. Космос паттăрĕпе Андриян Николаевпа пĕрле кĕнеке çырни те паллă. Нептун патне шу-хăшĕпе кăна çывхарнă пулĕ. Хĕвелтен чи инçетри планетăна этнопедагог хисепленĕ.

«Юманпа Хĕвел» кĕнекери проза поэзи мар-ши? Тăван чĕлхемĕрçĕм... Асаттесен пилĕ, асаннесен тупи, кукамайсен пехилĕ, кукаçисен тилмĕрĕвĕ, анне юрри, атте ÿкĕчĕ, аппа такмакĕ, пичче вĕрентĕвĕ, шăллăм тавĕ, йăмăкăн ачашлăхĕ, хурăнташсен, кÿршĕсен ырă кăмăлĕ... Ытарайми чĕлхе парнеленĕ пире профессор.

Геннадий Волков икĕ çĕршывра наука докторĕн ятне тивĕçнĕ. Пур-ши Чăваш Енре ун пек сумлă ята тивĕçнĕ тепĕр ăсчах? Эрфурт хулинчи педагогика институтĕнче тарăн йĕр хăварнă пирĕн ентеш — нимĕçле пичетлесе кăларнă 12 статья пур.

«Этимология чувашского языка» кĕнеке авторĕ Василий Егоров профессор виçĕ ыйтăва пĕр хурав панă: «Мĕнле чĕлхе чи пуянни? Чи асли? Чи хитри? Хуравĕ çапла кăна: Die Muttersprache /Анне чĕлхи/. Геннадий Никандровича мĕнле хурав тивĕçтерессине Василий Георгиевич чухланă пулĕ. Das Volk хаçат /1981/ Волковран ыйтать: мĕн вăл — чи пысăк çитменлĕх? Хуравĕ: кахал пулни. «Кахала алă-ура пурри те, куç курни те, хăлха илтни те, нимĕн те пулăшаймĕ». Пирĕн чаплă ентеше «Лучшие люди России» энциклопедие /Мускав, 2008/ кĕртнĕ. Вăл — 800 ытла наука ĕçĕн авторĕ. Геннадий Никандрович наукăн 50 яхăн докторне, 250 ытла кандидатне хатĕрленĕ. Унăн «Педагогика любви» кĕнекинче /Мускав, 2002/ — 914 страница. Епле ĕçчен çын пулнă, епле пÿрни чăтнă-ши, епле пуçĕ тÿснĕ-ши? Геннадий Никандрович епле ĕçленине хам куçпа курнă. Германири Регенсбург хулинче академикпа пĕр пÿлĕмре эрне пурăнтăм. Çур çĕр çитет — Волков çырать, çĕр варринче вăранатăп — вăл халĕ те ĕçлет; ирхине вăл манран малтан вăраннă — каллех сĕтел хушшине ларнă.

<...>

Хăйĕн ĕмĕрĕн юлашки çулĕнче питĕ нумай çÿрерĕ — Мускаври, Анăçри-Тухăçри вĕренÿçисемпе, тăван тăрăхĕпе сывпуллашрĕ пулас. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсемпе те тĕлпулусенче тăраниччен калаçрĕ. Ăслă çын пулнипе хăйĕн пурнăçĕ кĕçех татăлассине те пĕлсе тăнă: Иван Яковлевич пурăннă чухлĕ пурăнсан çитет мана тетчĕ яланах. Çапла пулса тухрĕ те.

Мĕн вăл — чăн чăваш чĕлхи? «Нарспи» поэма çеç мар, Волков калашле, унăн кашни йĕрки гениллĕ. Гениллĕ 2077 йĕрке. Вĕсене тĕнче чĕлхине куçарса Геттинген хулинче пичетлесе кăларнă. Тулли верси...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.