Владислав НИКОЛАЕВ: Франци-Америка 1:1

Николаев Владислав Дмитриевич Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи Шăмалак ялĕнче 1974 çулти çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕреннĕ. 1991-96 çулсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ.

Тĕрлĕ çулсенче "Хыпар", "Çамрăксен хаçачĕ", "Молодежный курьер", "Хресчен сасси", "Спортивная Чувашия" хаçатсенче ĕçленĕ. 2002-03 çулсенче Чăваш Республикин Физкультура, спорт тата туризм минстерствин пресс-секретарĕ, 2003-11 çулсенче Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн маркетинг ĕçченĕ пулнă. 2011-13 çулсенче "Тантăш" хаçатăн, "Самант", "Тетте" журналсен тĕп редакторĕнче вăй хунă. 2013 çулхи авăн уйăхĕнчен _ ирĕклĕ журналист. Ачасем валли кăларакан "Асамат&Шевле" тата "Панулми" журналсен, "Салам" обществăпа политика хаçачĕн учредителĕ, издателĕ тата тĕп редакторĕ.

Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ (1998). РФ Журналистсен союзĕн пайташĕ (1999). ЧР Профессионал çыравçăсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (2015).

"Пиневерĕн çĕнĕ тусĕсем" (2010), "Хула хĕр ачи" (2016), "Дипломлă тиха" (2017) кĕнекесен авторĕ. "Дипломлă тиха" - Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăлла коммуникацисен министерстви ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çыракансем хушшинче ирттерекен конкурсра аслă классенче вĕренекенсен ÿсĕмĕнче мала тухнă.

Сăввисем, юптарăвĕсем, калавĕсем, пьесисем "Тăван Атăл" журналта, "Асамат&Шевле" тата "Панулми" журналсенче, "Тантăш", "Салам", "Елчĕк ен" хаçатсенче кун çути курнă.

Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче лартнă "Пихампар манăн чунра" мюзикл либреттин авторĕ. Çавăн пекех ку театрта А. Пушкин хайлавĕсемпе лартнă "Дон Жуан - юрату шанчăкне çухатнăскер" спектаклĕн прологне çырнă. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче "Ванюк ĕçе хăнăхать" пьесипе спектакль (вырăсла варианчĕ - "Ванюшкины каникулы") лартнă. Çавăн пекех ку театр валли Уильям Шекспирăн "Лир патша" трагикомедине чăвашла куçарнă.

Франци-Америка 1:1

Иртнĕ эрнере Алюшăн ывăлĕ пиллĕк тултарчĕ. Çак ятпа кăштах хăна-вĕрле пуçтарчĕç Мироновсем, пĕрремĕш çавра çуралнă кун ячĕпе кафенех кайса ларчĕç. Ĕçрĕç, çирĕç, ташларĕç-савăнчĕç — унсăрăн мĕнле ĕнтĕ. "Юбилейĕ" ачин те, ĕçекенĕсем çавах та аслисем. Алюшпа Алена ашшĕ-амăшне кăна мар, тăванĕсене, кумĕсене, юлташĕсене йыхравларĕç, пурĕ вунпилĕк çын пухăнчĕ. Хăйсен ачисемсĕр пуçне тата пиллĕкĕн чупса-алхасса çÿрерĕç.

Кафе хыççăн Алюшăн ашшĕпе амăшĕ хĕрĕпе кĕрÿшĕ, Алюшăн аппăшĕпе йыснăшĕ патне ĕнтĕ, çĕр каçма кайрĕç, Аленăн ашшĕпе амăшĕ вара вĕсем патне килчĕç. Икĕ хăта каферех аванах сыпнăччĕ-ха, вĕсен калаçăвĕнче çине-çинех "хваттер", "туянмалла ĕнтĕ", "пулăшăпăр", "кĕрÿ кутăнлашать", "Алеша итлемест" тенисем илтĕнчĕç. Килне çитсен пуçланчĕ вара...

Çамрăк Мироновсем çемье çавăрни тăххăрмĕш çула кайрĕ ĕнтĕ. Пĕрлешсенех вĕсем "Шупашкар" универмаг хыçĕнчи общежитири пÿлĕмре пурăнма пуçларĕç. Çук, хăйсен мар вăл, çынсене укçа тÿлесе пурăнаççĕ. Малтанласа вăхăтлăх кăна терĕç те, халĕ акă яланлăхах пулса тăрас хăрушлăх та пур: ачи те çуралчĕ, ача пахчине те çÿре пуçларĕ, кĕçех шкула каймалла — вĕсем ниçта та куçаймарĕç-ха çак "18 тăваткал метртан".

Çавăнпа сăмах тивет те Алюша кашнинчех. Пурте ÿпкелеççĕ ăна: юлташĕсем те, хăйĕн тăванĕсем те, арăмĕн те... Ак хальхинче те хуньăшĕ çак ыйтăвах тапратрĕ. Тапратрĕ çеç те мар, сас хăпартсах калаçрĕ. Малтан вĕсем çитсенех тата те икшер, те виçшер черкке ĕçрĕç-ха, ку... леш... хăюлăх валли чамине çитерни пулчĕ-тĕр, унтан вара асли пуçларĕ...

— Кĕрÿ, хăçанччен тата пурăнасшăн эс çак шăтăкра? Çынна чĕнсе хăна тума кĕтесĕр те çук вĕт. Намăс мар-и сана? Сан патна хăнана килнĕ аçу-аннÿ тăван ывăлĕ патне мар, кĕрÿшĕ патне кайса çĕр каçать. Эпир те кайăттăмăр урăх çĕре, хĕрĕмĕр пĕрре çеç. Пĕртен-пĕр ачана сан пек кутăна качча парса нушалантаратпăр. Пĕлнĕ пулсан-и? Качча пама мар, сана никам та хăйĕн хĕрне ан патăр тесе радиопа кашни кун пĕлтерсе тăнă пулăттăм. Кутăнупах пĕтеретĕн эс хăвăн пурнăçна, çемйÿне те ырă тумĕ сан кутăну!

Кун пек калаçусем пĕрре мар пулкаланă-ха, анчах кăштах лăпкăрах, çемçерех темелле-и? Алена та кашнинчех, уйрăмах унăн ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсем сăмах пуçарсан, хута кĕрекенччĕ. "Илĕпĕр-ха" теекенччĕ. Хальхинче арăмĕ нимĕн те чĕнмерĕ, пурин валли те вырăн сарчĕ те ывăлне ыталаса кĕрсе выртрĕ. Çывăрмасть-ха ĕнтĕ вăл, тимлет арçынсен калаçăвне, анчах çывăранçи тăвать, нимĕн те чĕнмест.

Алюш та ним чĕнмерĕ-ха. Унччен вăл кун пек чухне хирĕç çапларах калаканччĕ: "Укçа-тенкĕ пухатпăр, пухса çитеретпĕр те тÿрех туянатпăр". Чăн та, пирвайхи вăхăтра кăна çапла тетчĕ-ха вăл, çак сăмахсем хыççăн ун çине тата хăватлăрах сиксе ÿкетчĕç.

— Ухмах-и эс? Инфляци сан укçуна çисе ярсах пырать, эс кун пек нихăçан та пухса çитерейместĕн.

Банкра ĕçлекен икĕ сыпăкри тетĕшĕ уйрăмах тăн кĕртме тăрăшатчĕ:

— Итле-ха, сан пухнă укçу хваттер хакĕсем мĕн тери вăйлă хăпарса пынипе танлаштарсан тата та хăвăртрах йÿнелсе пырать. Инфляцие парăнтарас тесен сан хальхинчен тăватă-пилĕк хут ытларах ĕçлесе илмелле, ун чухне тин хăв вăйупа хваттер туянайăн. Сана мĕншĕн ипотека килĕшмест? Хуть халь эс çынна тÿлесе пурăнатăн, кредит илсен çав укçанах банка парăн — уйрăмлăхĕ те çавăнта çеç.

— Каларăн та эс, Вова, эпир халь ултă пин тÿлетпĕр, кредит сахалтан та вунултă пин пулать. Уйрăмлăхĕ тата çавăнта та, ан ман.

— Эс шутла, кайран çав хваттер сан хăвăн пулĕ, ку пÿлĕм вара мĕн чухлĕ тÿлесе пурăнсан та сан пулас çук. Тата халь çамрăк çемьесем валли тĕрлĕ программăсем пур, эсир вара черете те тăман-ха...

— Пĕлеп ĕнтĕ эп вăл программăсене, пирĕн пек ахаль çынсене лекмеççĕ çăмăллатнă кредитсем... Асту, параç тет урамран пыракансене...

— Эс тăрса та пăхман-ха, памасса пĕлетĕн. Эп, ак, илтĕм вĕт-ха. Сан юлташу Коля та илмерĕ-и-ха, ма пит аякка каяс, чĕрĕ тĕслĕхсем темиçе те...

— Коля ахаль илнĕ тетĕн-и эс? Унăн арăмĕн инкĕшĕ администрацире ĕçлет. Коля хăех каларĕ, вăл 70 пин панă çак программăна лекес тесе.

— Эп ак паман никама та, пĕр пус та.

— Эс ку юмаха, ав, урамри юпана каласа пар...

— Ан ĕнен, сана ĕнентерес тесе пĕр чĕптĕм те тăрăшмастăп. Юрать, памалла пултăр. Пар.

— Ăна кама памаллине пĕлмелле-ха, пуринчен те илмĕç-ха вĕсем...

— Коляран ыйт, пĕл, чуп, тăрăш, ларнипе нимĕн те пулмасть, Леха.

— Тата ма памалла тет вĕсене 70 пин тенкĕ таран, а? Хам алăпа ĕçлесе илнĕ укçана çапла çăмăллăн кайса тыттарма çав териех ухмах мар-ха эп.

— Ну пурăн эппин, ăслăскер, ялти чăланăртан та пĕчĕкрех пÿлĕмре.

— Вова, илетĕпех эп, ан кулян, хам вăйпах туянатăп, банксăр-ипотекăсăрах...

— Юрать, Леха, туянăн тейĕпĕр. Анчах хăçан? Ватăлсан-и? Ачу ÿссе çитĕнсен-и? Е тепри çуралсан-и? Вĕсене халь кирлĕ, халь. Мĕнле пăхăн эс кайран ачун куçĕнчен? Итле-ха, тепре ыйтатăп, мĕн хăратать сана, ма кредит илесшĕн мар эс?

— Вăл ĕмĕрлĕх хăмăт пулать-çке. Пурнăç тăршшĕпех тÿлесе пымалла пулать çав кивçене. Ытлă-çитлĕ пурăнаймасăр, çиес тенине çиеймесĕр, ниçта курма-канма каймасăр...

— Эс мĕн, тутлă çиеп тесе кунсерен хĕрлĕ те хура вăлча тĕшĕресшĕн-и? Ак халь сан кредиту та çук, ăçта кайса куртăн-ха? Тен, эп пĕлместĕп çеç, тен, эс Египет та Турцире, Таиланд та Малайзире канан çулсерен?

Тĕпрен илсен, хваттер пирки сăмах тухсан çак йĕркепе "тÿнккеççĕ" Алюша, пĕри ытларах калать, тепри сахалрах, урăх тĕслĕхсемпе тăн кĕртме тăрăшакансем те пур. Хуньăшĕ те ак кредит пиркиех пуçларĕ. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.