Влаçа текех сехĕрлентермĕç
Чăваш Республикин вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне сăнаса тăракан ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн хальхи ларăвĕнче тăваттăмĕш кварталта влаç тытăмĕсенче федерацин Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Енри ÇÇХПИ управленийĕ, РФ финанспа бюджет надзорĕн республикăри территори управленийĕ, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ, федерацин патшалăх çул-йĕр надзорĕн транспорт сферинчи надзорĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ, Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕ ирттернĕ тĕрĕслевсене пĕтĕмлетрĕç.
Çак комиссие Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2013 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе йĕркеленĕ. Михаил Игнатьев ертсе пынă ларăвăн кун йĕркинче тăватă ыйту пулчĕ.
Пĕрремĕш ыйтупа сăмах илнĕ Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев палăртнă тăрăх - кăçалхипе иртнĕ çулсенчи тĕрĕслевсенче, маларахри тапхăрсемпе танлаштарсан, ырри ытларах пулни палăрать. Унчченхисенче айăпа кĕнĕшĕн явап тыттарас туртăм пысăкрах пулнă-тăк, халĕ - тунă йăнăшăн сăлтавне тишкерме, малашне унран хăтăлма пулăшасси тĕпре. Çакă икĕ тытăм хушшинчи хутшăнăва чылай лайăхлатма пулăшнă. Сăмахран, акă, 2012 çулта тĕрĕслев органĕсем влаçа 515 хут тĕрĕсленĕ, 232 штраф санкцийĕ йышăннă, пĕлтĕр вĕсен шучĕ те, калăпăшĕ те самаях пĕчĕкленнĕ: 270 тĕрĕслевпе 44 штраф. Кăçалхи тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕпе - 1068, çав шутра должноçри - 1059, юридици сăпачĕллĕ 3 çынна, явап тыттарнă. Ытларахăшĕ - дисциплина йышĕнчи, икĕ тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă. Штраф калăпăшĕ те пĕчĕкех мар: должноçрисен - 462 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсен - 30 пин ытларах.
Патшалăх органĕсем ĕçре пĕр-пĕрне чăрмантарни çинчен те сăмах пулчĕ ларура. Хăшпĕр документа е пĕр-пĕр цифрăна вырăнти хăйтытăмлăх органĕн сайтĕнче те тупма май пур çĕртех вăл е ку ведомство малтан асăннă тытăм патне запрос çитерет, ăна çийĕнчех пурнăçлама хушать. Çакăн пек «хушусене» пурнăçласа специалистсен хăйсен ĕçĕнчен пăрăнма, вăхăтне çухатма тивет. Кăçал ун пек 120 тĕслĕх пулнă.
Пирĕн республикăра муниципалитет ертÿçисем тĕрĕслевпе надзор органĕсемпе пĕрле килĕштерсе, пĕр-пĕрне чăрмав кÿмесĕр ĕçлесси çинчен икĕ енлĕ килĕшÿ тăваççĕ. Халиччен ун пек 14 килĕшĕве алă пуснă. Вĕсем мĕнле пурнăçланнине Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕ çирĕп тĕрĕслесе тăрать. Çакăн уссине вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем çийĕнчех туйса илнĕ, хутшăнусем, тĕрĕслевсем уçăмланнине, çивĕчленнĕ ыйтусен шучĕ чакнине палăртаççĕ. Сăмахран, Раççей Федерацийĕн МЧСĕн республикăри тĕп управленийĕ кăçал малтан палăртса тĕрĕслевсем ирттерме йышăнман. Вырăнтисем сĕннипе кăна муниципалитетсене çитнĕ, ыйтусене пĕрле татма тăрăшнă. Ку - ырă пулăм. Тĕрĕслев органĕсем çирĕп ыйтасси те муниципалитетăн финанс лару-тăрăвне, укçа-тенкĕ майĕсене тата кадрсен ăсталăхне шута илсе пыма тытăннă. Тепĕр ырă ен те пур: тĕрĕслев органĕсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем ирттерекен семинарсене, ытти мероприятие хутшăнса ăнлантару ĕçне тăтăш тăваççĕ, тĕрлĕ ыйтупа консультаци ирттереççĕ. Ку ял тăрăхĕсен, район администрацийĕсен пуçлăхĕсене хăйсен ĕçне тĕрĕс, саккунсемпе килĕшÿллĕн /мĕн пытармалли: пуçлăхсенчен чылайăшĕн аслă юридици пĕлĕвĕ çук, саккунсене те тăтăш хушăмсемпе улшăнусем кĕртеççĕ - йăнăшасси пулчĕ те/ пурнăçлама пулăшать.
Хула округĕсенчи тата муниципалитетсенчи прокуратура ĕçченĕсем те влаç тытăмне вĕсен пулăшăвĕ питĕ кирлине ăнланса илнĕ. Халĕ вĕсем правăпа норма акчĕсене тĕрĕс, саккун хушнă пек йĕркелеме хастар хутшăнаççĕ. Тепĕр чухне прокурорсем хăйсем ку е вăл саккун пуçаруçи вырăнĕнчех пулаççĕ.
Çав вăхăтрах ăнланулăх çукки ура хурать. Федерацин республикăри территори управленийĕсенчен хăшĕ-пĕри /налук служби, монополипе кĕрешекен служба, çыхăну, информаци технологийĕсен тата массăллă коммуникацисен сферинчи надзор служби/ айăплисенчен, тен, ытлашшипех çирĕп ыйтать, анчах тунă йăнăша тÿрлетме, вăл текех ан пултăр тесе пулăшма акт çырнă хыççăн питех «хапăл мар». Ларура çавăнпа мобильлĕ ушкăн вырăнта пулса тĕрĕслесе пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн тин йышăну тума сĕнчĕç.
Ларăвăн иккĕмĕш пайĕнче РФ Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Енри ÇÇХПИ управленийĕн начальникĕ Владимир Романов полковник, РФ финанспа бюджет надзорĕн республикăри территори управленийĕн ертÿçи Нина Константинова, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева, Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Раиса Павлова кăçалхи тăваттăмĕш кварталти тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем тухса каланинче район администрацийĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем валли вĕсем ырă сĕнÿ нумай пулчĕ.
Лару вĕçĕнче ведомствăсен хушшинчи комиссин 2015 çулхи ĕç планне пур енлĕн тишкерсе çирĕплетрĕç.
Юрий ЛИСТОПАД
Комментари хушас