- Чăвашла верси
- Русская версия
ВИÇЕРЕХ ТЫТАСЧĔ-ХА
Юн пусăмĕ ÿснипе /гипертони/ аптракансен тухтăр çырса панă эмелсене ĕçсех тăмалла. Унпа пĕрлех халăх мелĕсемпе те усă курсан лайăх.
Папка шĕвекĕ. 50 грамм хыр папкине çур литр вĕри шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 20 минут вĕретмелле, илсен хупă савăтпа темиçе сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Апат умĕн пĕчĕк сыпкăмсемпе икĕ талăкра ĕçсе ямалла.
Папка сиропĕ. Хыр папкин шĕвекне 2 апат кашăкĕ илсе çур килограмм сахăрпа хутăштармалла, сироп пĕçермелле. Урăхларах мел те пур. 2 стакан сăрăхтарнă папка шĕвекне 50 грамм пыл хушса пăтратмалла. Кунне 5-6 апат кашăкĕ ĕçмелле.
Лăсăпа папка настойки. Стакана е тăм чÿлмеке чĕрĕ лăсăпа папка тултармалла, хĕрринченех шурă эрех хушмалла. Ăшă вырăнта 10 кун лартмалла. Унтан сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен ăшă шыва 10-20 тумлам настойка ярса ĕçмелле.
Кĕтмел /брусника/. 3-4 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ çулçине 2 стакан шыва ярса 15 минут пĕçермелле, сăрăхтармалла. Пĕчĕк виçесемпе 2-3 кунра ĕçсе ямалла. Тепĕр рецепт: 1 апат кашăкĕ типĕтнĕ кĕтмел çырлине 1 стакан вĕри шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле. Кунне 3-4 хут çуршар стакан ĕçмелле.
Хура пилеш. Чĕрĕ çырлине çимелле е сĕткенне ĕçмелле. Кĕркунне татнă çырлине сулхăн вырăнта 2 уйăх таран упрама юрать. Сĕткене кунне 3-4 хут çуршар стакан ĕçмелле.
Çĕр улми хуппи. Лайăх çунă 4-5 çĕр улмине çур литр шыва ямалла, 15 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кашни кун 1-2-шер стакан ĕçмелле.
Катăркас /боярышник/. Вăл чĕре ĕçне лайăхлатать, юн пусăмне чакарать, вĕтĕ юн тымарĕсене сарăлма витĕм кÿрет. 1 апат кашăкĕ çырлине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10-15 минут вĕретмелле. Кунне 3 хут апатчен стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле. Тепĕр рецепт: кĕленче савăтри 7 стакан шыва тÿпелесе тултарнă 7 апат кашăкĕ катăркас çырли ямалла, хупăлчапа витмелле, савăта чĕркесе пĕр талăка ăшă вырăна лартмалла, сăрăхтармалла. Сивĕтмĕшре упрамалла. Кунне 1-2 стакан ĕçмелле.
Комментари хушас