Виçĕ çул кĕтнине эрне кĕтеççех

ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов килессе кĕтсе паян Шупашкарти Афанасьев урамĕнчи 14 çуртăн иккĕмĕш позицийĕ умне пая кĕрсе туяннă çĕнĕ хваттерсене паян-ыран куçма хатĕрленекенсем йышлăн пухăннă.

Владимир Юрьевича çынсем çăмăл автомашинăран тухнă-тухман сырса илчĕç. Кашнин хăйĕн нуши, татăлман ыйтăвĕ. «Синяя птица» микрорайонта çуртсем çĕклекен «Ютон» тулли мар общество директорĕ Юрий Ватлин та кунтах.

Афанасьев урамĕ вĕçĕнче, Атăлпа юнашарах, çĕнĕ микрорайон тăвассине 2013 çулхи чÿк уйăхĕнчех палăртнă. Икĕ уйăхран 14 çуртăн иккĕмĕш корпус никĕсне яма тытăннă. 11 хутлă çурта виçĕ çул иртсен тин тăрланă. Вăхăт нумая кайнăран пая кĕнисем хăйсене улталасран шикленме тытăннă.

«Ютон» ООО çул урлă çак çуртпа тĕлме-тĕлех тепре хăпартать. Ăна кăçалах çĕнĕ çул умĕн хута ярасшăн. Малтанхинче вак-тĕвек ĕçсем кăна юлнă тесе пĕтĕм вăя иккĕмĕшне куçарнă. Анчах ЧР Строительство министерствин патшалăх надзорĕ тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн 22 пунктпа предписани хатĕрленĕ. "Хушусене хăçан пурнăçлатăр?" - çирĕппĕн ыйтрĕ министр. "Çак уйăх вĕçлениччен", - терĕ застройщик. Виçĕ çул кĕтнине эрне кĕтме пулатех.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Комментари хушас