Икĕ михĕ марихуана

21 Кăрлач, 2016

Çĕнĕ çул хыççăнхи канмалли кунсенче Шупашкарта марихуана сутнă çамрăк çынна тытса чарнă. Ăна вăл республикăри пĕр районта хăй акса ÿстернĕ, çавăнтах упранă. Наркотĕрĕслев ĕçченĕсем наркотик хутăшне шăпах çавăнта туртса илнĕ.

Тĕрĕсленĕ хыççăн çамрăк çын 3 килограмм ытла марихуана пытарса упрани тăрă шыв çине тухнă. Вăл ăна хăй те тутаннă, юлташĕсене те сутнă. Çамрăкскере йĕплĕ пралук леш енне 15 çул таранах ăсатма пултарĕç.

Сăмах май, кăçалхи кăрлачăн 1-10-мĕшĕсенче Раççейри наркотĕрĕслев ĕçченĕсем 68 наркопритона тĕп тунă, 67,3 килограмм героин, 8,9 килограмм гашиш, 117 килограмм синтетика хутăшĕ, 7,3 килограмм психотроплă хутăш, 978 килограмм марихуана туртса илнĕ. Вĕсенчен 12 миллион доза хатĕрлеме пултарнă.

Галина КАЛИНИНА.

Рубрика: 
Теги: