Виçĕ ачапа икĕ хĕрарăма çăлнă

28 Пуш, 2018

«Ман вырăнта пулнă тăк кашниех çынсене çăлма васкатчĕ ахăртнех», – тет сăпайлăн Комсомольскинче пурăнакан 37-ри Александр Жирнов. Вăл иртнĕ эрнере икĕ хĕрарăма тата виçĕ ачана вут-çулăм алхасакан хваттертен илсе тухнă, çапла майпа вĕсен пурнăçне çăлса хăварнă.

Вырăнти электроподстанцире тăрăшакан арçын пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче дежурствăра пулнă май ирхи 3 сехет иртсен ĕçтешĕпе пĕрле территорие пăхса çаврăннă. Инçех мар вырнаçнă 1 хутлă, 2 хваттерлĕ çуртран тĕтĕм йăсăрланнине курсан ĕçтешĕ пушарнăйсене шăнкăравлама васканă, Александр вара çурт патне чупнă. «Унта ачасем пуррине пĕлетĕп, çавăнпа алăкне шаккама пуçларăм. Никам та уçманран чÿречи патне пытăм, кун пек чухне кашни çеккунт хаклине шута илсе ăна çĕмĕртĕм. Тĕтĕм-сĕрĕм явăнакан хваттерте сывлама та çук, кукленсе тенĕ пек хуçисене шырама тытăнтăм. Мачча, «натяжной» текенскер, тумлама пуçларĕ. Кил хуçи арăмне Валентинăна вăратрăм. Унран ачасем ăçтине ыйтрăм. Вăл хăвăртрах кинне вăратрĕ. Сывлăш кĕнĕрен çулăм пушшех вăй илчĕ, çавăнпа хĕрарăмсене чÿречерен тухма сĕнтĕм. Эпĕ ачасене йăтса урама васкарăм, хĕрарăмсене тухма пулăшрăм. Унтан ĕçтешсем çитрĕç, вĕсемпе пĕрле кÿршĕ хваттерти çынсене вăратрăмăр, вĕсен те виçĕ ача. Манăн ĕçтешĕм Николай газ баллонне йăтса тухса ĕлкĕрчĕ», — каласа кăтартрĕ Александр. Кĕçех пушарнăйсем çитнĕ, çулăма сÿнтернĕ.
Çапла вара Александр Жирнов çухалса кайманран 2 хĕрарăм тата 5 уйăхри, 3 çулти арçын ачасем, 7-ри хĕрача чĕрĕ юлнă. Арçын хăйне паттăр тесе шутламасть. «Йăлтах питĕ хăвăрт пулса иртрĕ. Хамăн пурнăç хăрушлăха лекесси пирки шухăшлама вăхăт та пулмарĕ», — терĕ икĕ ача ашшĕ. Электроподстанцире ĕçлекенскер хăйсене ытти чухне те брандмейстерсем пушар пулнă вырăна электричество сÿнтерме чĕнсе илнине пĕлтерчĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Жирнов вут-çулăм мĕн тери пысăк инкек кÿме пултарнине аван пĕлет.
Сăмах май, çакă унăн паттăрла пĕрремĕш ĕçĕ мар. Александр хăй 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне юлташĕсемпе пĕрле шывра путма пуçланă ачана çăлнине каласа кăтартрĕ. «Вăл ишме пĕлменнине шыва сиксен ăнлантăм. Туртса кăлартăм вара. Унăн ашшĕ-амăшĕ пире шăккалатпа сăйларĕ», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ Комсомольски арçынĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.