Вĕсен ĕçĕ – чи ырри...

9 Çурла, 2018

Тимĕр-бетон конструкцийĕсен заводĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла вăй хурса Майя Владимировна Хисеп хучĕсемпе Тавсене пĕрре кăна мар тивĕçнĕ: хула администрацийĕннинчен пуçласа строительство министерствинни таранах. Строитель кунне халалласа ирттернĕ уявра сумлани уншăн — чи хакли, чи пĕлтерĕшли.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне пухăннă йышлă халăх умĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЖБК-9 предприятин ОТК мастерне Майя Моисеевăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнине çирĕплетекен паллăпа чысларĕ. Иккĕмĕĕш тăван çĕршывĕ пулса тăнă хутлăх ертÿлĕхĕ унăн ĕçне пысăка хурса хакланишĕн чăннипех савăнать вырăс хĕрарăмĕ.

Владимир облаçĕнчи Воровский ячĕллĕ поселокра çуралса ÿснĕскер шкул хыççăн техникумра строительство маçтăрне вĕренсе тухнă. Çамрăк специалиста Шупашкарти ЖБК—9 ĕçлеме янă. Чăваш хутлăхĕнчех тымар янă вăл, Тăвай ен каччипе çемье çавăрнă.

«Ĕçĕм те килĕшет, Чăваш çĕршывĕ те. Коллективра ырă сунса кĕтсе илчĕç, пĕлменнине вĕрентрĕç, ăнкарманнине ăнлантарчĕç. Ăста та опытлă çынсемпе пĕрле вăй хума пултарнипе чăннипех мăнаçланатăп. Паянхи чыславра Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тавне тата сехете тата икĕ ĕçтеш тивĕçрĕ. Эпир пурте пĕр ĕç тăватпăр — республикăри стройкăсене пахалăхлă конструкцисемпе тивĕçтерессишĕн тăрăшатпăр, — тет Майя Владимировна. — Эпĕ, тĕслĕхрен, рабочисем туса кăларнă продукци пахалăхне тĕрĕслеме хутшăнатăп. Çĕнĕ конструкци — хулара çĕкленекен 25 хутлă 4 çурт стенисене тул енчен илемлетмелли ятарлă плитасем кăларма тытăнтăмăр».

Шупашкар капăрланса пынине уйрăммăн палăртать вăл, уçăлса çÿренĕ май ĕçтешĕсен ылтăн аллисем ăсталанă конструкцисемлĕ çуртсем умĕпе иртнĕ чухне мăнаçланнине пытармасть. Хула кăна-и, ялсем те илемленеççĕ. Мăшăрĕн тăван ялĕнче те çакна асăрхамасăр тăма пултараймасть: Тăвай тăрăхĕнче те капмар çуртсем йышлансах пынине çирĕплетет.

Çынсене хăтлă та илемлĕ хваттерсемпе тивĕçтерессишĕн тăрăшать те ĕнтĕ республикăри строительсен 23 пин çынран тăракан туслă йышĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, строительство республика экономикин тĕрекĕ шутланать. Паян республикăра çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, киввисене юсаççĕ, реконструкцилеççĕ, ача сачĕсем, шкулсем хута каяççĕ. Вĕсенчи ĕçсене пурнăçлакансем — строительсем

Раççей Президенчĕн малашлăх тĕллевлĕ задачисемпе килĕшÿллĕн çĕршывра çуллен 120 миллион тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла тăк, пирĕн республиикăра 2024 çулта ку кăтартăва 1 миллион тăваткал метра çитермелле.

«Чăваш строителĕсен професси ăсталăхĕ çак тĕллеве çĕнсе илме май парасса шанатăп, Сахал тупăшлă граждансем валли бюджет шучĕпе çĕклекен çуртсене палăртнă вăхăтра хута ярасси иккĕлентермест», — терĕ регион Пуçлăхĕ Чăваш хутлăхĕн строительство комплексĕн хастарĕсене професси кунĕ ячĕпе саламланă тата производствăра ят-сум çĕнсе илнисене наградăсемпе чысланă май.

Пухăннисене уяв ячĕпе çавăн пекех ЧР строительство министрĕ Владимир Михайлов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев тата ыттисем саламларĕç.

 

Теги: 

Комментари хушас