"Вĕсем патшалăхăнне хăйсеннинчен уйăраймаççĕ"

18 Раштав, 2015

Юрисконсульт та, адвокат та пулма пултарнă-тăр, анчах Николай Замуткин следователь ĕçне суйласа илнĕ. "Шăпах çак ĕç манăн характера çывăх", - тет. Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн Шупашкарти Ленин районĕнчи пайĕн аслă следовательне паян чи кăткăс уголовлă ĕçсене тĕпчеме шанаççĕ. Пире вара коррупципе çыхăннă преступленисене тĕпчесси интереслентерчĕ.

Калăпăр, ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн çул-йĕрпе патруль батальонĕн инспекторĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç.

- Пирĕн пай тата суд çирĕплетнĕ тăрăх, - уçăмлатрĕ Н.Замуткин, - кăçалхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче çак инспектор хăйĕн ĕçтешĕпе пĕрле полици сотрудникĕ чарăнма сĕннине пурнăçламан водитель ÿсĕррине ăнланса илнĕ. Кун пек чухне административлă правăна пăсни пирки калакан ĕç пуçармалла. Инспектор вара çапла туман, айăпа кĕнĕскерĕн водитель удостоверенине тата транспорт хатĕрĕн регистраци свидетельствине илнĕ. "30 пин тенкĕ тÿлетĕн - тавăрса паратăп!" Анчах услам тăвас ĕмĕчĕ тÿрре тухман - ямăттине хапсăннă инспектора ШĔМĕн хăйĕн хăрушсăрлăхĕн сотрудникĕсем укçа илнĕ чухне алăранах ярса тытнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.