Вĕсем «Останкинăра» юрланă

28 Кăрлач, 2015

Çак сăнÿкерчĕке 50 çул каялла Мускавра, СССР телекуравĕн «Останкино» техника центрĕн студийĕнче, тунă. Телеоператорсем Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕн халăх хорĕ «Хĕрĕх чалăш хĕрлĕ ту» халăх юррине шăрантарнă чух ÿкернĕ самант. Хорта - 50 яхăн юрăç, 2 аккомпаниатор тата хорăн пултарулăх ертÿçи Георгий Фандеев /каярахпа республикăри паллă композитор, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ/.

Юрлакансен хушшинче - Михаилпа Ираида Федосеевсем, Фелицата Волкова, Маркспа Зоя Тобоевсем, Ольга Щукина, Римма Лукоянова...

- Пушкăртра тĕрĕ тĕрлекен эртел пурччĕ, - каласа пачĕ «Останкинăра» юрланă Римма Аксакова, халĕ те хорăн хастар членĕ. - Унта тăрăшакан хĕрсем клуба юрлама çÿретчĕç. Эреш ăстисене чысласа вырăсла шăрантартăмăр. Аслă Атăл Пушкăртран инçе мар. Ача чухне унта шыва кĕме сахал мар чупнă. Ăна пĕр юрă халалларăмăр. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.