Вĕри апат кĕтеççĕ… килсĕррисем

11 Кăрлач, 2018

«Ыйткалакана укçа мар, çăкăр туянса паратăп, — тет пĕлĕшĕм. — Пĕррехинче пĕри: «Мана сан çăкăру кирлĕ мар!» — тесе кăшкăрсан аптăрасах ÿкрĕм. Нушаллă пурăнакан çын çăкăра йышăнатех, тав тăвать. Урамра алă тăсса ларакансене шеллетĕп. Анчах ырă кăмăлпа усă кура-кансен кулли пулас килмест…»

Енчĕке çÿхетмесĕрех килсĕр-çуртсăррисене пулăшма май пур. Шупашкарти çĕнĕ кăнтăр районĕнче вырнаçнă чăн тĕншĕн асапланса вилнĕ çĕнĕ çветтуйсене асăнса лартнă чиркÿре ытларикунпа шăматкунсерен нушана лекнисем валли апат пĕçереççĕ. Унта волонтерсене ялан хапăл. 2018 çулта Раççейре Ырă тăвакансен çулталăкĕ тесе йышăннă. Хĕллехи каникулпа усă курса эпĕ те ырă ĕç турăм.

Кашни кун масара çÿренĕ

Кăрлачăн 6-мĕшĕ. Ирхи 7 сехет. Волонтерсем ĕçе пуçăннă. «Сухан тура, пăрçа çу. Володя пиччене çĕр улми шуратма пулăшсам», — терĕ мана кĕтсе илнĕ Нина. Сарлака савăта 3 витре çĕр улми кĕрет. Шăпах çавăн чухлĕ шуратмалла та. Володя пичче çитмĕл çула çывхарать. Арăмĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупсан арçын пĕчченех тăрса юлнă. 2 çул кашни кун чун варлин вил тăприйĕ патне çитнĕ. Çумăр çăвать-и, тăман алхасать-и… вăл çăва еннелле утнă. Хайхискер чиркÿре килсĕррисене пулăшакан ушкăн пирки илтнĕ. Унтанпа вăл кунта çÿрет. Ĕçе пуçăнсанах Володя пич-че йĕркене кăмăллани палăрчĕ. Ватă çын умĕнче намăс курас марччĕ. Сехетрен хавхалантаракан сăмах илтрĕмех: «Маттур, хăвăрт ĕçлетĕн», — терĕ вăл. Кухньăра йыш хушăнчĕ. Хĕрарăмсемпе танах арçынсем те саппун çыхрĕç. Çамрăксем те пурри хăпартлантарчĕ. Акă Татьяна Григорьева — фотограф. Ăна чылай вăхăт курманнисем савăнса кĕтсе илчĕç. «Больницăра выртма тиврĕ», — ăнлантарчĕ волонтер. Православи ушкăнĕн ĕçне çулталăк каялла явăçнăскер тунсăхланă иккен. «Пĕрремĕш хут хĕр тусăм ертсе килчĕ. Шел те, унпа çыхăну татăлчĕ. Вăхăчĕ çителĕксĕртен-ши, вăл кунта çÿремест. Эпĕ вара юлтăм», — терĕ Татьяна. Таньăн тус-юлташ чылай. Вăл вĕсене православи ушкăнĕ пирки каласа кăтартать. Ырă кăмăллисем айккинче юлмаççĕ. «Эпĕ никама та хистеместĕп. Вăхăт пулсан килсе курма сĕнетĕп çеç», — терĕ хĕр. Кухньăра кашнин валли ĕç тупăнать. Пĕр-пĕрне сахал е пачах палламан çынсем кал-кал ĕçлеççĕ.

8 сехет те 30 минут. Çĕр улмие шуратса пĕтертĕмĕр. Ушкăн ĕçне ертсе пыракан Елена Левина мана парнесем хатĕрлеме йыхравларĕ. Волонтерсем апат-çимĕç хатĕрленипе çырлахмаççĕ. Вĕсем республикăри социаллă реабилитаци центрне, онкологи диспансерĕнче сипленекенсем патне çитеççĕ. Çулсерен Çĕнĕ çулпа, Сурхурипе саламламашкăн парнесем хатĕрлеççĕ. Хутаçсенче çăм нуски, ăшă кĕççе, пулă консервĕ, печени, канфет… Вĕсене йăлтах чиркÿсенче пухнă укçаран туяннă тата уйрăм çынсем панă.

Хăваласа янă

«Пулăшу ыйтса пĕлтерÿсем çакрăмăр. Пылак кучченеçсĕр пуçне кĕрпе-çăнăх, пахча çимĕçпе пулăшакансем тупăнчĕç, организацисем те айккинче юлмарĕç», — каласа пачĕ Елена. Хĕрарăмăн аса илмелли чылай. 2012 çулта тăватă хастар Шупашкарти Христос чĕрĕлсе тăнине асăнса лартнă чиркÿ пачăшкипе тĕл пулнă, пархатарлă шухăша пĕлтернĕ. Елена Елистратова «бомжсене» кăштах та пулин пулăшасшăн çуннă. Пачăшкă шухăша ырланă, вырсарни шкулĕнче килсĕррисем валли апат пĕçерме ирĕк панă. «Хальхи пек тăрăллă вырăнта мар, хулари иккĕмĕш мунча айккинче апатлантараттăмăр. Çÿп-çап контейнерĕсем çине ăçта тата миçере тÿлевсĕр çитерни çинчен пĕлтерÿ çыпăçтараттăмăр. Хирĕç вырнаçнă кафере ĕçлекенсем пире кăмăлсăррăн сăнатчĕç. Эрнере пĕрре бомжсене пуçтарса апатлантарнине сивлерĕç, хăваласа ячĕç. Халĕ эпир «Шупашкар» пасарĕ хыçĕнче, Шумилов урамĕнчи 8-мĕш çурт çывăхĕнче вырнаçрăмăр», — сăмаха малалла тăсрĕ вăл. Елена Елистратова Новосибирска куçса кайсан та пуçарнă ĕçе хастарсем пăрахăçламан. 2013 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа вĕсем Шупашкарти çĕнĕ кăнтăр районĕнче вырнаçнă чăн тĕншĕн асапланса вилнĕ çĕнĕ святойсене асăнса лартнă чиркĕвне куçнă. 2014 çулхи çу уйăхĕнче Мускаври «Помощник и покровитель» фонд волонтерсене автобус уйăрса панă. Хыççăнах нушана лекнисене медицина пулăшăвĕ пама май тупнă. Шăматкунсерен апатлантармалли пункта тухтăр çитет. Вăл пыйтă пĕтермешкĕн сĕнÿсем парать, сурансене çыхать, чирлисене эмел çырса парать. «Сыввисем çукпа пĕрех. Хĕллехи вăхăтра алли-урине шăнтаççĕ, ăшăнас тесе пиçсе каяççĕ. Йывăр чирлисем те нумай», — сăмахне малалла тăсрĕ Елена.

Ытти хулара та бомжсене апатлантармалли службăсем ĕçлеççĕ. Акă Мускаври Ярославль вокзалĕ çумĕнче вĕри апат валеçеççĕ. Анчах унта хăвăрт пиçекен лапшана вĕри шывпа хутăштараççĕ çеç. Кафе- столовăйра юлнă апата та килсĕррисене валеçессине йăлана кĕртнĕ. Тепĕр çĕрте консервăпа çăкăра хутаçа чиксе параççĕ. Шупашкарта çеç ятарласа пĕçереççĕ. Пĕрремĕш блюдо — яшка. Типĕ вăхăтĕнче пулăсăр, какайсăр янтăлаççĕ. Иккĕмĕшĕ — пăтă. Хальхинче пăрçа нимĕрĕ пĕçерчĕç. Теркăланă кишĕрпе сухан ăшаласа янăскере халăх кăмăллать. Вĕри чейпе пĕрле икĕ булка параççĕ. Ăна хастарсем хăйсем пĕçереççĕ. Çĕпре ярса хăпартнă пылак чустана иçĕм çырли хушрĕç. Çиелтен мăкăньпе кунжут вăрри, сахăр сапрĕç. «Эпир пĕр-пĕринчен вĕренетпĕр», — теççĕ сĕтел тавра пухăннисем. Хальхинче Республикăри ача-пăча клиника больницин столовăйĕнче тăрăшакан Анна булка тума вĕрентрĕ. Шел, вĕсене духовкăна лартса пĕçерекен арçын ятне асăнма, хăйĕн пирки каласа кăтартма вăтанчĕ.

Хуп-хура çынсем

«Асăрхарăр пулĕ: кунта тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ професси çыннисем пухăнаççĕ. Хистенипе мар, чун ыйтнипе килнĕ вĕсем. Çамрăксем йышланни питĕ савăнтарать. Шупашкарти «Афон ывăлĕсем» ушкăнри каччăсем те тăтăш пулăшаççĕ», — каласа пачĕ Елена. Апат валеçмелли пункта çитекенсен йышĕ вара чакмасть. Юлашки çулсенче нушана лекнисен шучĕ ÿссех пырать. Вĕсен ÿсĕмĕ те çамрăкланать...

«Ас тăватăп-ха: апат кĕтекенсем юнашар çурт çумĕнче пурăнатчĕç. Урамра кăвайт чĕртсе ăшăнаканскерсем хăрăмпа вараланнăччĕ. Пирĕн ума хуп-хура çынсем тухса тăратчĕç», — аса илчĕ Елена. Килсĕррисене тăрантармашкăн хастарсен сахал мар чăтма тивнĕ. Тăрă витиччен çумăр айĕнче, витĕр вĕрекен çил çинче тăнă. «Йĕп-йĕпе таврăнаттăмăр. Аялти кĕпе-йĕме пăрсан шыв тумлатчĕ», — каласа пачĕ вăл.

Ĕç малалла пычĕ. Çитес ытларикун миçе волонтер пуласса пĕлме çук. Çавăнпа хăш-пĕр пахча çимĕçе теркăласа шăнтса хураççĕ. Тем пысăкăш кавăна та тасатса теркăларĕç. Çитес эрнере ăна пăтăпа пĕрле пĕçерĕç.

11 сехет иртрĕ. Савăт-сапана çуса тасатрăмăр, апата пысăк термоссене тултартăмăр. Пунктра пĕрре усă курмалли кашăкпа, турилккепе çитереççĕ, стаканĕ те çавăн йышшиех. Çула тухас умĕн пурте пĕрле сĕтел хушшине ларса çирĕмĕр. Мĕнех калăн: апат питĕ тутлă!

Урамра 9-10 градус сивĕччĕ. Ушкăн хастарĕ Константин мана кăçатăпа ăшă калпак тăхăнма хистерĕ. Вăл панă жилета та хаваспах илме килĕшрĕм.

12 сехет иртсен çитермелли пункта çитрĕмĕр. Апата 12 çурăра валеçме пуçламалла. Çирĕме яхăн çын пухăннăччĕ. Еленăна журналист ыйтăвĕсене хуравлама пултаракан «бомжпа» паллаштарма ыйтрăм. «Вĕсем çынпа хутшăнасшăн мар, пăрăнса çÿреççĕ, шăппăн калаçаççĕ, — терĕ вăл. Тепĕр самантранах черетре тăракан арçынна чĕнсе илчĕ. — Сергей, мĕнле пурăнатăн?..»

«Ухмах эпĕ»

Çÿллех мар арçын гаражра кун кунлать. 45-ри Сергей Радькон çемйи пулнă-ха, анчах арçын тĕрĕс-тĕкел пурăнайман. 1999 çулта вăл тĕрмене лекнĕ. Сергей çынна вĕлернĕ. «Пĕр çамрăк çынпа тĕккелешрĕмĕр, вăл ÿкрĕ те пуçĕпе картлашкана çапăнчĕ. Вунă çуллăха хупса хучĕç. Инçех мар, Çĕнĕ Шупашкара, ăсатрĕç», — терĕ вăл. Арăмĕ унран уйрăлнă. 21- ри хĕрĕпе хутран-ситрен калаçать. Тĕрмерен тухсан Мускава шапашкăна çÿренĕ арçын. Пĕр хĕрарăмпа паллашса пурнăç тума тăрăшнă. Анчах лешĕ Хусана тухса кайнă та çухалнă. Сергей ăна шăнкăравласа ниепле те тытаймасть, вăл таврăнасса кĕтсе пурăнать. Гаражра çутăпа шыв пур-мĕн, буржуйка кăмака хутса ăшăнать. «Савние кĕтетĕп», — шухăшлăн хуравларĕ вăл.

Черет вăрăмланчĕ. Волонтерсем пухăннисене апатлантарма пуçларĕç. Вĕри яшка пăсланчĕ, пластик савăт тулли пулнăран авăнчĕ. Сивĕпе шыçăннă алăсем черченкĕ савăта мелсĕррĕн тыткаларĕç, утнăçем яшка урайне тăкăнчĕ... Икшер татăк çăкăр пачĕç. Апатланакан пĕр татăкне çисе ярать, теприне кĕсьене е хутаçа чикет. Пĕрле кĕленче савăт, майонез витри илсе килекен чылай. Çисе ярайман яшкана тăкмаççĕ, тумлатасран шикленсе савăта яраççĕ. Черет хумханчĕ, тĕккелешекенсем те тупăнчĕç. Арçыннăн çирĕп сассисĕр май килмерĕ: Константин лăпкăрах пулма ыйтрĕ.

Юнашар тăракан хĕрарăм хăех сăмах пуçарчĕ. Алинăна çапкаланчăк тееймĕн. Анчах сап-сарă куçĕ тÿрех шиклĕх туйăмĕ çуратрĕ. «Ухмах эпĕ. Хамăн пурнăçа пĕтертĕм. Йăлтах эрехе пула», — терĕ вăл. Алинăн пĕвер циррозĕ. Ачисем те, мăнукĕ те пур, анчах тĕрĕс-тĕкел пурăнаймасть. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.