Вĕрентме ансат. Диктант çырма вара...

2 Çурла, 2016

«Тăван республикăра, хулара, ялта, çемьере атте-анне чĕлхипе калаçма кам чарать пире? Никам та. Хамăрăн сÿрĕклĕх, айванлăх, шиклĕх çеç мар-и?» — çырать Надежда Смирнова журналист. Манăн, Пушкăртстан чăвашĕн, хавшак чĕришĕн çак сăмахсем бальзам вырăннех пулчĕç.

1992 çулта чĕлхерен пистерекен «И.Андреев- Ю.Виноградов орфографийĕ» хуçаланма пуçланăшăн хамăрах айăплă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче паллакан писательсемпе те, журналистсемпе те ку ыйтупа калаçнă. Чăваш халăх художникĕ Ф.Мадуров çĕнĕ орфографие мĕнпур вăйран хирĕç тăчĕ. «Пирĕн ĕç мар» текен çыравçăсем унпа пĕр шухăшлă пулнă тăк чĕлхерен пистерекен çак орфографи паян хуçаланĕччĕ-ши?

Халăхăн пĕр йышĕ И.Ан­дреевпа Ю.Виноградов орфографийĕ чăваш чĕлхин пуласлăхне пĕтернине ăнланса çитрĕ. Акă Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ А.Кузнецов ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче çапла каланăччĕ: «1992 çулта йышăннă орфографи хăйĕн вырăнне тупаймарĕ. Паян кунчченех пăтрашăнса пурăнатпăр: пĕр хаçат капла çырать, тепри — апла. Шкулта ун пек вĕрентеççĕ, аслă шкулта — тепĕр майлă. Аптăрав».

Кăçал чăваш диктантне çыр­­ма 6 пин ытла çын хутшăнчĕ. «Аслă ăру çыннисем лайăхрах çырни курăнчĕ», — тет И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн чăваш чĕлхипе литература кафедрин ертÿçи Т.Денисова. Аслă ăру çыннисем — 1938 çулхи орфографипе вĕреннĕскерсем, унпа усă куракансем. 1992 çулхи орфографипе вĕреннĕскерсем пăтрашăннă: те апла çырмалла, те капла? Çĕнĕ орфографи йăнăш çулпа янине диктант аван кăтартса пачĕ. Мĕншĕн чăваша 1938 çулхи орфографи правилисемпе килĕшÿллĕн калаçма, çырма, вĕрентме йăлăхтарнă? Кама мĕн çитмен: чин-и, хисеплĕ ят-и, ылтăн-кĕмĕл-и?

И.Я.Яковлев чăваш пурнăç­ĕнче çырулăх çитменнине лайăх ăнланнă. Çавăнпа вырăс саспаллисемпе усă курса чăваш çырулăхне аталантарнă. Тимухха Хветĕрĕ те XX ĕмĕрти 30-мĕш çулсенчи чăваш XIX ĕмĕрти 20-мĕш çулсен пуçламăшĕнчи чăвашран урăхлараххине, чăваш чĕлхин хăйнеевĕрлĕхне аван ăнланнă.

Çĕршыври улшăнусем чăваш пурнăçне те урăхлатаççĕ. Чăваш чĕлхине çĕнĕ сăмахсем кĕреççĕ, чăваш шкулта тăрăшса вĕренет... Анчах вырăсла çырма, вулама вĕреннĕ чухне чăваш çырулăхĕпе çыхăннă йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Пурнăç çырулăха улшăнусем кĕртмеллине кăтартать. Анлă тавракурăмлă Тимухха Хветĕрĕ те чăваш çырулăхне вырăс саспаллисемпе усă курса аталантармаллине туйнă. Çак вăхăтри чĕлхеçĕсем пуçланă ĕçе ăнăçлă вĕçленĕ: 1938 çулхи раштавăн 11-мĕшĕнче “Чăваш чĕлхи орфографийĕн тĕп правилисене” çирĕплетнĕ. Вĕсен ĕçне филологи наукисен кандидачĕ Ю.Виноградов “урăх çулпа” кайни тесе хаклать.

Пултаруллă чĕлхеçĕсем М.Сер­­­геев, М.Николаева, А.Ва­сильев тĕп правилăсемпе усă курса тулли мар вăтам тата вăтам шкулсенчи 5-6-мĕш классенче вĕренмелли “Чăваш чĕлхин грамматикине” пухса хатĕрленĕ. Учебнике çырнă чухне С.Бархударов профессорăн тата Е.Досычева доцентăн “Грамматика русского языка” кĕнекипе усă курнă. 1938 çулхи орфографи правилисем тата чĕлхе грамматики халăха килĕшнĕ. Хаçат-журнал, учебниксемпе кĕнекесем халăх калаçакан чĕлхепе тухса тăнă.

Анчах мăнаçлă филологсем тупăнаççĕ. Демократи юхăмĕпе усă курса 1938 çулхи орфографие тапăнаççĕ, “ăна вĕренме те, унпа вĕрентме те йывăр” теççĕ.

Манăн шухăшпа — çак амакран сывалма пулать. Шкулсенче, хаçат-журнал редакцийĕсенче, ытти учрежденире 1992-1994 çулхи чăваш орфографийĕпе усă курма чарăнмалла. 2016 çулхи авăн уйăхĕнче шкулсенче 1938 çулта çирĕплетнĕ Чăваш чĕлхин тĕп правилисемпе тата 1940 çулхи Чăваш грамматикипе вĕрентме пуçламалла. Çакăн пек сиплесен чăваш çырулăхĕ сывалмаллах.

Леонид АНДРЕЕВ-ЛЕСНИК.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.