Венгрсен манăçăвĕ

3 Пуш, 2015

Будапешта ирĕке кăларнине Дунай тăрăхĕнче еплерех хаклаççĕ

Венгри Гитлерпа хăй пĕрлешнине тата Совет Союзне тапăннине пăхмасăр, вырăнти историксен позицийĕ час-часах пĕрешкел: 1945 çулта çак çĕршыв «Совет тиранийĕнчен шар курнă». Тĕрĕсех-ши ку? Лару-тăрăва «АиФ» тишкерÿçи хаклать.

«АиФ»-ăн 3-мĕш номерĕнче Польшăра хатĕрленĕ «Печаль варшавянки» репортаж пичетленчĕ: унта Варшавăна ирĕке кăларнă совет салтакĕсене Польша политикĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсем мĕншĕн манăçа кăларни пирки сăмах пырать. Статья вулакансене питĕ хумхантарчĕ, нумай ыйту хускаттарчĕ: Европăри ытти çĕршывсенче ку тĕлĕшпе ĕçсем еплерех-ши? Çакна шута илсе Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă тĕле «АиФ» Европăри тĕп хуласенче хатĕрленĕ репортажсен ярăмне пичетлет. Çав тĕп хуласене Хĕрлĕ Çар Варшавăна илнĕ хыççăн ирĕке кăларнă. 1945 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсенчен Будапешта тасатнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.