Вĕлтрен

23 Ака, 2015

«Вут мар - пĕçертет, йĕтĕн мар - çип арлаççĕ». Кам пĕлмест пулĕ унăн тупсăмне. Çурхи хĕвел çĕре ăшăтма пуçласассăнах вăл тĕксĕм симĕс çулçисене кăларса çÿлелле кармашать. Пирĕн тăрăхра /Вăрнар районĕ - авт./ вĕлтрен тухнă-тухманах унран яшка пĕçерме васкатчĕç. «Çуркунне вĕлтрен яшкине ыттисенчен маларах çиекене çулталăкĕпех çын сăмахĕ тивмест» тетчĕç ватăсем. Апла-и, капла-и, пĕлместĕп, анчах çурхи вĕлтрен усăллă, витаминлă пулнине пурте пĕлетпĕр. Ĕлĕк ахаль хресченĕн хĕллехи апачĕ тулăх пулманнипе чĕрĕ витамин çуркуннехи авитаминоз хыççăн сывлăха çирĕплетме самаях пулăшнă-тăр. Тепĕр тесен халĕ те çуркунне енне хавшатпăр мар-и?

Вĕлтрен - нумай çул ÿсекен курăк. Вăл таçта та ÿсет, çумкурăк шутланать. Çав çумкурăк питĕ сиплĕ те, усăллине те пĕлетпĕр. Сипленмешкĕн унăн çулçипе, вăррипе, тымарĕпе усă кураççĕ. Ытларах вĕлтрен çулçипе сипленеççĕ халăхра. Çак курăкра С витамин лимонринчен 5 хут нумайрах, панулмирен - 10. Каротин кишĕртинчен 5 хут нумайрах. Унсăр пуçне К, В2 витаминсем, тимĕр, пăхăр, марганец, ытти минералсем пур. Çавăнпах халăх организма тĕреклетмешкĕн вĕлтрен папки тапрансанах яшка пĕçерме васканă та. Мĕн тери техĕмлĕччĕ вăл, кăвăрчпа пĕçернĕ çурхи вĕлтрен яшки.

Вĕлтрене авалах тĕрлĕ органсенче юн кайнине чарма, вăй хушма усă курнă. Ÿте суранлатсан, шыçасран, шăнса пăсăлсан та витĕмлĕ вăл. Нимĕç, болгар ăсчахĕсем анемирен, мышцă е шăмă ревматизмĕнчен, пĕвер, ват, пыршăлăх чирĕсенчен сипленме сĕнеççĕ ăна.

Вĕлтренрен тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме пулать. Çурхи салат рецепчĕ. 100-200 г ешĕл вĕлтрене çумалла, вĕри шывпа пăшăхласа илмелле те турамалла. Унта 100 г симĕс сухан, пĕçернĕ пĕр çăмарта тураса хушмалла, майонез е хăйма ярса пăтратмалла. Салат хатĕр те. Салата тĕрлĕрен тума серте, ревень, щавель хушма юрать.

Вĕлтрен чейĕ ĕçни юна тасатать. Кунне икĕ хутчен пĕр уйăх 100 г чĕрĕ вĕлтрене 1 л вĕрекен шыв ярса 30 минут хупласа лартмалла. Чее 15 сехетрен 17 сехетчен ĕçни витĕмлĕрех.

Çÿç тăкăнсан çÿç тымарне çирĕплетме эрнере 2 хут вĕлтрен шывĕпе пуçа чÿхемелле. 100 г чĕрĕ вĕлтрене /типĕтни пулсан 30 г/ 1 литр вĕрекен шыв ярса 1 сехет хупласа лартмалла. Унтан ăна сăрăхтармалла та 3 литр ăшă шыв хушмалла. Пуçа çунă хыççăн темиçе хут çак шывпа чÿхемелле.

Вĕлтрене хĕлле валли типĕтсе хатĕрлемелле. Апат валли чечеке лариччен вĕлтрен тăррине 10-15 см вăрăмăш пуçтарса сулхăнра типĕтмелле.

Сипленмешкĕн вĕлтрен тăррине 15-20 см, чечеке ларнă хыççăн та пуçтарма юрать. Типĕтнĕ курăка пусма хутаçсенче хĕвел лекмен вырăнта упрамалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.