Вĕлле хурчĕ е сăпса сăхсан

2 Çĕртме, 2016

Вĕлле хурчĕ вăйлă шăршăсене юратмасть. Духи-одеколон, крем, суханпа ыхра, бензин-кăраççын, тар, ытти хаяр шăршăсем килĕшмеççĕ ăна. Урăм-сурăм хăлаçланни, çапкаланни, чупни те — йĕкĕлтениех. Пыл хурчĕсем хăйсене хÿтĕлеме ăнтăлса тапăнаççĕ кун пек чухне. Сирĕн тавра пĕр вĕлле хурчĕ е сăпса вĕçме пуçларĕ-тĕк лăпкă тăрса ирттерĕр. Вăл вĕçсе кайтăр. Хăвăр тавра вĕçекен хурта е сăпсана çапса вĕлерсе сăхасран хăтăлма тăрăшни вырăнсăр. Вĕлле хурчĕпе пĕрлех унăн наркăмăш хутаççи çурăлнипе тухакан шăршă таврари хуртсене хăрушлăх пирки систерет. Ыттисем вĕçсе килсе тапăнма пултараççĕ.

Хурт сăхнă вырăн тăртанма пуçлать, хĕрелет. Хăшпĕр çыннăн вăй пĕтсе килет, пуç çаврăнма пуçлать, сывлăш пÿлĕнет. Ÿт вĕтĕ шатрапа витĕнме пултарать. Хурт сăхнипе аптăранă çынна вырттармалла, сывлăш пымашкăн вентиляторпа вĕртермелле.

Тутана, чĕлхене, çăвар маччипе мăя вĕлле хурчĕ сăхни питĕ хăрушă. Çав вырăнти ÿт шыçса сывлăш çулĕсене пĕрсе лартма пултарать, сывлăшсăр пÿлĕнсе çын вилме пултарать. Аллергипе аптракансен вĕлле хурчĕ пур çĕрте уйрăмах сыхă пулмалла.

Мĕн тумалла-ха вĕлле хурчĕ е сăпса сăхсассăн? Чи малтанах сăнăна кăлармалла — наркăмăш сахалрах лекĕ. Ун хыççăн чĕрĕ петрушка çулçине лутăркаса çав тĕле тытмалла. Аллергирен петрушка тымарне вĕретсе ĕçмелле. Ăна çапла хатĕрлемелле. 2 апат кашăкĕ петрушкăн вĕтетнĕ тымарне çур литр вĕрекен шыва ямалла, термосра 4-5 сехет тытмалла. Апатчен çур сехет маларах кунне виçĕ хутчен пĕрер стакан ĕçмелле. Ÿт тăртанни хăвăртрах иртет. Вĕлле сăхни вăйлă аллерги парать пулсан çав тĕле нашатырь спирчĕпе, водкăпа, лимон сĕткенĕпе йĕпетнĕ мамăк хумалла.

Календула настойкипе, нашатырь спирчĕпе сăтăрмалла /вăрăмтуна, ÿпре çыртсан кĕçĕтнине ирттерме те пулăшать/.

Вĕри шывпа йĕпетсе пăрнă алшăллине сивĕпе ылмаштарса черетлесе тытни ыратнине çăмăллатать. Вăйлă аптранă çынна аллерги чухне пулăшакан «Супрастин» е «Диазолин», е «Зодак» препаратсем памалла. Шыв нумай ĕçтермелле, тухтăра е васкавлă пулăшăва чĕнмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.