Вĕçсе пырать машина... шăтăк-путăк çулпала

Кăçалхи хĕл çул-йĕре уйрăмах начар витĕм кÿни пирки кахал çын кăна калаçмасть-тĕр. Ара, çуран утакан та, машина рулĕ умне ларакан та пĕр çулпах çÿретпĕр вĕт. Вăл вара ай-яй! хăрушшăн курăнать юр кайса пĕтнĕ майăн. Ахальтен мар пулĕ кăçал çĕнĕ каларăш сарăлчĕ халăхра - юрпа пĕрле... çул та ирĕлет. Хулара та сахал мар тарăхтарать-ха лакăм-тĕкĕм. Анчах та районсенче тата начартарах лару-тăру. Каçарăр та, каçхине хĕрарăмăн çие юлнă пулсан ирхине пĕр-пĕр района çула тухса каялла киле çаврăнса çитиччен хырăм ÿкесси те инçе мар. Çак шухăшсемпе сиккелесе, пĕр шикленсе, пĕр тарăхса пытăм Элĕк тăрăхне çула тухнă май. Ентешĕмсем ан кÿренччĕр, тÿрех тепĕр хут каласа хăварам, кун пек лару-тăру паян - кашни районтах. Хулара та çавах.

Сиккеленинчен пуçлам. ПАЗ йышши автобуспа мар, çемçерех ГАЗельпе тухнăччĕ çула. Кашни шăтăк-путăка "тытса” пынă май ăш таврăнса тухасран уçăлтаракан канфет пĕр чарăнми çисе пыни кăна çăлса хăварчĕ-тĕр. Лакăм-тĕкĕм - çине-çинех. Вĕсене çакланса шар курас мар тесе водитель руле унталла та кунталла пăркалать, çавна май çулăн е транспортăн хирĕç килекен енне тухса каять, е айккипе иртме хăтланать, е, малалла ăçталла пăрсан лайăхрах-ши тесе, пĕр вăхăт пачах чарăнса ларать. Кун пек чухне хирĕç килекен машинăпа çапăнма е кювета анса кайма та часах. Иккĕшĕ те çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Пăхатăп та, пассажирсем, ытти чухне хăрушсăрлăх пиçиххине водитель е тĕрĕслекен ыйтнипе мăкăртата-мăкăртата çыхаканскерсем, хальхинче хăйсемех чашт! кăна туртса карăнтарчĕç. Камăн пурăнас килмест? Тата кам тарăхмĕ кун пек чухне?

Çул-йĕрти инкекшĕн нумай чухне тÿ­рех водителе айăплама пăхаççĕ. Ÿсĕр мар-и, правилăна пăсман-и? Унра айăп пулмасан вара çуран çÿрекене тапăнаççĕ. Çав вăхăтрах шăпах çул-йĕр пахалăхĕ юлашки çулсенче инкексен тĕп сăлтавĕ пулса тăрать. Анчах та ăна пăхса тăракансене е саракансене кашни утăмрах айăп тыттарни курăнмасть. Тепĕр тесен, ăçтан тыттарăн, çакна саккун палăртман пулсан?

Çын тĕлĕнме пăрахман тăк пурăнать теççĕ. Çапла-ши? Çак кунсенче чăнласах тĕлĕнмелле информаци илтрĕм. Раççейре çул-йĕре пăхса тăрас тĕлĕшпе ГОСТ 1993 çултанпа улшăнман-мĕн, ăна çĕнĕрен сарас стандартсене вара 1985 çулта çирĕплетнĕ. Çапла, çамрăклăх çулĕсем. Питĕ лайăх ас тăватăп - ялĕпе те 1-2 машина кăначчĕ, вĕсен те хуçисем хулара пурăнатчĕç. Канмалли кунсенче яла килекенскерсем çине ăмсанса пăхаттăмăр. Халĕ вара тăван тăрăха каятăп та - хăшĕ-пĕрин 1 мар, 2-3 машина та пурришĕн савăнатăп: пурнăç шайĕ ÿснĕ апла ял çыннин. Йăлтах ÿсет- пурнăç шайĕ, машина хакĕ, ун тĕлĕшпе хывакан налук, штрафсем... Никама та кăсăклантармасть: пур-и санăн çемье бюджетĕнче укçу, çук-и, влаçăн пĕр сăмах - тÿлемелле. Пысăк пукан йышăнакансенчен /апла пысăк ыйтусем татса параççĕ, çавăнпа пысăк шалу илеççĕ/ çул-йĕр тĕлĕшпе /халĕ - кирек мĕнле ыйтупа та/ йĕрке тума ыйтсан вара вĕсен каллех пĕрре, анчах урăх сăмах: бюджетра укçа çук. Тĕлĕнмелле, хысна бюджетĕнче укçа çук, çемье бюджетĕнче вара ăçтан пулмалла? Тĕлĕнмелли татах пур-ха. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, халĕ вара пушшех те питĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанса пырать. Çĕнĕ технологисем пирки тăтăш çыратпăр. Çул-йĕре юсас тĕлĕшпе те пур вĕсем. Пирĕн çĕршывра унпа мĕншĕн усă курманнине вара калама пултараймастăп /тен, хуравĕ кăшт çÿлерех вырнаçнă?/. Хăш-пĕр меслет, калăпăр, çул çинчи шăтăка туххăмрах саплама май парать. Анчах та ăçта васкамалла çул-йĕр ĕçченĕсен? Саккунпа килĕшÿллĕн, вĕсен çак çитменлĕхе 10 кунра пĕтерме ирĕк пур. Танлаштарма, 71 çул каялла пирĕн мухтавлă çĕршыв парăнтарнă Германи шăтăк-путăка хуплама хăйĕн ĕçченĕсене... 1 талăк парать. Чикĕ леш енне тухкаласа курнă та, çавăнпа, паллă пĕр кулăшри пек, асатте каласа кăтартмасăрах пĕлетĕп - çатма пек унти çулсем. Пĕлĕшĕм, 60 çултан иртнĕ хĕрарăм, Америкăра пĕр вăхăт пурăннă хыççăн Раççее таврăнсан руль умне лармарĕ - чикĕ леш енче вара машинăпа хăех çÿретчĕ. "Хăратăп”, - пытармарĕ сăлтавне. Хăрамашкăн сăлтавĕ те пур çав... Шиксĕр çÿрес тесен автошкулсенче çамрăксене машинăна пăркалама кăна мар, экстремаллă лару-тăрура çÿретме хăнăхтармалла тÿрех...

Çивĕч ыйтусемпе сăмах хускатнă май темăпа çыхăннă цифрăсемпе паллаштараканччĕ вулакана. Хальхинче çак йĕркене пăхăнас килмерĕ, инкек çинчен калаçса çурхи кăмăла пăсар мар. Капла та пĕр тĕслĕх асран тухмасть. Кăвакарчăнсем пек шăкăлтатса пурăнакан мăшăр çул çинче инкеке лексе вырăнтах ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупрĕ. Инкек сăлтавĕ - шăпах çул çинчи путăк: "тимĕр урхамах” урапи унта çакланса хирĕç килекен транспорт енне вирхĕннĕ, тепĕр машинăпа çапăннă.

Çак ыйтăва татса парасса, яп-яка пулмасан та, хăрушсăр çулпа çÿреме пуçласса тем пек шанас килет те çав. Тепĕр тесен, пуçлăхсем те хальлĕхе вертолетсем çине куçса ларман, пирĕн пекех тухаççĕ çула. Е вĕсене хăйсен хăрушсăрлăхĕ те пăшăрхантармасть-ши?

Хушса çырни. Тĕлĕнтермĕш - çак шухăшах ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ "тÿрĕ линире" Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртрĕ: "Пуçлăхсем те çав çулсемпе çÿремеççĕ-и вара?" Мероприяти шăпах çак ыйтуран пуçланчĕ, Омскра пурăнакан 29 çул­ти Мария Черненко, "РЖД" бухгалтерĕ, шăтăк çине шăтăк, машинăсем çĕмĕрĕлни, ураписем туха-туха /!/ ÿк­ни, пуçлăхсем вара йăшăлт та туманни пирки тарăхса калаçрĕ. Владимир Путин Çул-йĕр фончĕ пирки сăмах хускатрĕ. Анчах унти укçа-тенкĕпе "шăтăк хыснана” пула урăх тĕллевпе усă курни тăтăшах тĕл пулать. Çапах та компромисс тупмаллах. Омск 300 çул тултарнине паллă тума хатĕрленет, унччен хулара йĕрке-илем кĕртмеллех. Кур-ха, асамлă иккен Президент сăмахĕ! Темиçе минутранах Омск ертÿçисем эфира тухрĕç, çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлнех çул-йĕрĕн пысăк пайне юсама сăмах пачĕç. Ыйту çуралчĕ-ха. Пирĕн те юбилее, Шупашкар 2019 çулта 550 тултарасса, е Путин патне кам та пулин çапла шăнкравласса кĕтмеççĕ-тĕр, çулсене йĕркене кĕртессе питĕ шанас килет те...

Маргарита ИЛЬИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.