"Вĕçме вĕренĕпĕр е çĕр çумĕнчен хăпаймăпăр - пĕр хамăртан килет», е Андрей Кузнецовăн пурнăç алфавичĕ

24 Утă, 2017

Андрей Кузнецов - ашшĕ-амăш пилне ăша хывса шăпа çулĕпе çирĕппĕн те тăнăçлăн утакансенчен пĕри, тесе çырнине вуланăччĕ анчахрах. Тĕп-тĕрĕс! Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ял хутлăхне кĕрекен Акшик ялĕнче кун çути курнăскер çинчен "мал ĕмĕтлĕ, хăйне мĕн кирлине ăнланакан, çирĕп çунатлă ăмăрткайăк" тесе калассăм килет. Пуринчен те ытла кăмăла каяканни вара Андрейра - унра ертÿçĕ, лидер енĕсем пурри! Ашшĕпе амăшĕ тенĕрен вара, Андрей хăй пилĕк çулта чухнех тăван ялтан икĕ çухрăм çурăра вырнаçнă Октябрьскинчи универмага амăшĕ ĕçленĕ вырăна пĕчченех кайнине аса илет. Хăйĕн пĕчĕк кăна, анчах хăюллă ывăлне аякран курсанах амăшĕ чупса тухса пепкине ыталаса илнĕ. Ашшĕ, сăмах май, товароведра тăрăшнă пулнă.

- Эпир аннен, аттепе пĕрле, пилĕк арçын! Çăмăл мар пулнă пулĕ çав ăна пирĕнпе, - аса илет паян чăваш эстрадин чи вăйлă артист-юрăçисенчен пĕри пулса тăнă Андрей Кузнецов. - Анне пушă вăхăтра алсиш-чăлха çыхма пуçласанах çумне пырса лараттăм. Унранах чăлха тата кружокра çекĕлпе пиçиххи çыхма вĕреннĕччĕ... Кун çути кăтартнă çыннăмсем - чи хаклисем.

Ăнланмалла ĕнтĕ, мал шухăшлă тата мал ĕмĕтлĕ пулсан, пĕр вырăнта тапăртатса-чăхăмласа тăма вăхăт çук. Пĕлтĕр, 2016 çулта, республика шайĕнче иртнĕ "Çулталăк çемйи" конкурсра Кузнецовсем "Пултаруллă çемье" номинацире çĕнтерме пултарнăччĕ. Çу уйăхĕн 30 - çĕртмен 1-мĕшĕсенче вара вĕсен çемйи Чĕмпĕр облаçĕнче "Атăлçи тăрăхĕнчи чи ăнăçлă çемье-2017" ятлă фестиваль-конкурса хутшăнса Чăваш Республикин чысне хÿтĕленĕ, унтан вĕсем "Яваплă ашшĕ-амăшĕ" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса таврăннă.

Бармен та пулса курнă нимĕнле ĕçрен хăраман чăваш арĕ.

- Нимрен те, нимле ĕçрен те шикленсе тăман. Вĕреннĕ, вĕреннĕ, вĕреннĕ. Кулинари училищинчен хĕрлĕ дипломпа тухрăм. Пĕр вăхăт "Россия" ресторанта официантра вăй хутăм. Кунтах бармен ăсталăхне алла илтĕм. Администратор турĕç. Аслă пĕлÿ илтĕм. Çаврăнкаланă ĕнтĕ, укçасăр ларман. Пасар, рынок саманинче пурăнса курнисем вăл вăхăтсене астăваççĕ пулĕ... Кун-çул сукмакĕ "Акатуй" ресторана илсе çитерчĕ. Тĕнче шайĕнчи хăнасене - чиновниксене, тĕрлĕ шайри ертÿçĕне йышăнса апатлантараттăмăр, - аса илет Андрей.

Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăрт иртет çав. Анчах-ха Андрей хăй те çамрăк ача пулса шухăшсăр чупса çÿренĕ пулсан, паян унăн хăйĕн те пысăк çемье. Ача садĕнче воспитательте тăрăшакан Алевтинăпа виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Тăваттăмĕш класс пĕтернĕ аслă ывăлĕ Максим, вăталăххи - пĕрремĕш класран вĕренсе тухнă Ульяна, кĕçĕнни - Матвей пĕр çулталăк та пилĕк уйăхра кăна-ха. Тĕлĕнмелле пултаруллăскерсем! «Ачасем пурте талантлă çуралаççĕ. Пирĕн вĕсене асăрхаса аталанма майсем туса памалла çеç», - тет Андрей. Вокал студине çÿрекен Максим пĕчĕкрен юрлать, сцена çине ви-çĕ çултах тухнăскерсĕр шкулти пĕр мероприяти иртмест. Конкурссене хутшăнать, çĕнтерет те, пĕлтĕр Кремльти елкăна кайма тивĕçлĕ пулни çавăнпа никама та тĕлĕнтермест. Ульяна ÿнер тата спорт гимнастики енĕпе аталанать. Пĕчĕк Матвее те тĕрлĕ енĕпе аталанмалли кĕнекесем туянса панă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.