Вăййа тухрĕç ачасем

21 Çу, 2014

Йĕпреç районĕнчи Пучинкери вăтам шкулта вунă çул ытла «Чăваш вăййи» уяв иртет. Ăна хăй вăхăтĕнче Людмила Клементьева, Елизавета Михайлова тата Лилия Иванова вĕрентекенсем пуçарса янă. Людмила Николаевнăпа Елизавета Михайловна ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ пулсан, Лилия Михайловна кĕвĕ-çемĕ вăрттăнлăхне алла илме пулăшать. Çавăн пекех вăл тăван тавралăх культури урокĕсене ертсе пырать.

Асăннă уяв мĕнпе палăрать-ха? Унăн тĕллевĕ еплерех-ши? Шăпах çак ыйтусемпе кăсăкланнă май шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕпе Алина Максимовăпа курса калаçрăм.

«Пирĕн тĕп тĕллев – чăваш йăли-йĕркине, вăййисене, культурине сыхласа хăварасси тата аталантарасси, – терĕ вăл. – Ахальтен мар пирĕн шкул районта чăвашлăха упрас тĕлĕшпе хастар ĕçлекенсенчен пĕри шутланать».

Çак кун кашни ача, вĕрентекен чăваш тумĕпе, çи-пуçĕпе килет шкула. Чылайăшĕ кĕписене çулсеренех çĕнетме тăрăшать. Малтанхи çулсенче вĕсене ашшĕ-амăшĕ çĕленĕ, халĕ – вырăнти çĕвĕ цехĕнче. Тухья , ытти эреш тăвас енĕпе шкулта ятарлă кружок ĕçлет. Ăна Елизавета Михайловна ертсе пырать. Унсăр пуçне «Чăваш тĕрри» кружок та пур. Унăн ертÿçи вара – Зоя Акчурина вĕрентекен. Вĕренекенсем тухья-хушпу ăсталама та, чăваш тĕрри тĕрлеме те хăнăхаççĕ.

Кашни класс хăй юррине юрласа хапхаран кĕрет. Çапла вара пысăк вăйă картине тăрать. Уява маларах шкул картишĕнче ирттернĕ, халĕ – ялти стадионра. Вăйă картисĕр пуçне кунта тĕрлĕ ăмăрту, чăваш вăййисем иртеççĕ. «Уяв çакăн пек аталанасса шанман эпир, – малаллах сăмахлать Алина Михайловна. – Ăна ачасем çеç мар, вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те кĕтет. Ара, ырă йăлана манăçа кăларманни паха. Йăла-йĕркене пăхăнсан ача ваттисене те хисеплет, тăван чĕлхене те сума сăвать».

Чăн та, «Чăваш вăййи» çулсеренех аталанать. Ăна курма республикăри районсенчи шкулсенчен те килеççĕ. Сăмах май, Пучинкесем Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулпа тачă çыхăну тытаççĕ. Çавна май вĕсем ĕç-хĕлпе паллашма пĕр-пĕрин патне кайса çÿреççĕ.

Çак уява шкулта çеç мар, ялти «Пучах» ача садĕнче те ирттереççĕ. Чăваш кĕпи тăхăнасса пĕчĕккисем те чăтăмсăр кĕтеççĕ. Вĕсем те вăйă картине тăраççĕ.

Ăмăрту çĕнтерÿçисене мĕн кĕтет-ха? Ушкăнри ачасем валли шушкă çыххи хатĕрлеççĕ вĕрентекенсем, ăна ертÿçĕн мăйĕнчен çакса яраççĕ. «Çакă та кăсăклă пирĕншĕн. Кашнийĕн аллинче – кĕлентĕр. Кучченеçе тутанма вăй-халне шеллемесĕр тупăшаççĕ ачасем», – вĕçлерĕ калаçăвне Алина Михайловна.

«Чăваш вăййи» Пучинкере иртнĕ эрнере пулчĕ. Унта хăнасем яланхи пекех ытти тăрăхран та хутшăнчĕç.

Чăваш уявĕ йĕркелес пулсан çи-пуç, кĕпе-тумтир çуккине сăлтавлама хăнăхнă эпир. Тăрăшсан вара çакнашкал мероприяти ирттерме те пулать. Тухья ăсталама та, кĕпе çĕлетме те вăхăт пур. Кĕтнĕ куна малтанах хатĕрленни уява кăсăклă та хаваслă йĕркелеме май парать. Чи пахи – йăла-йĕрке ача чунĕнче упранни.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.