Вăй-хăват - пĕрлĕхре

25 Пуш, 2014

Питĕ кăткăс, çав вăхăтрах интереслĕ саманара пурăнатпăр. Куç умĕнчех тĕнче историйĕ çырăнать. Крым Республики Раççей Федерацийĕн йышне кĕчĕ. «Истори чăнлăхĕ çиеле тухрĕ», - тесе хаклать чылайăшĕ çак пулăма.

Крым çĕрĕн малашлăхĕ пире те, чăваш çĕрĕнче пурăнакансене, хумхантармасăр тăма пултараймасть. Çур утравра Чăваш Енре çуралса ÿснĕ 2,5 пин ытла чăваш тĕпленнĕ. Вĕсем пирĕн тăвансем, юлташсем... Вырăссемпе украинсем, Крым тутарĕсемпе ытти халăх çыннисем пĕр-пĕрин йăли-йĕркине, чĕлхине, ĕненĕвне хисеплесе, ăнланса туслă пурăнаççĕ. «Япăх халăх çук, наци хутшăнăвĕсене пăсакан путсĕрсем кăна пур», - ăслă çак каларăш тĕнчери лару-тăрăва питĕ лайăх уçăмлатать.

Крым Раççейпе пĕрлешнине Чăваш Енре пурăнакансем ырласа йышăнчĕç. Çур утравра тĕпленнĕ йăхташăмăрсен савăнăçĕн чикки пулмарĕ ахăртнех. Референдум хыççăнах, сасăлав кăтартăвĕсен малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене тĕнчене пĕлтерсен, Крымран Чăваш Республикинчи тăванĕсем патне шăнкăравлама пуçланă. «Эпир çĕнтертĕмĕр!» - çапларах пулнă вĕсен пĕрремĕш сăмахĕсем.

360 çул каялла Украина Раççейпе пĕрлешме йышăннă. Украина халăхĕ Мускав патшинче çеç хÿтлĕх, тĕрек, малашлăх курнă. «Ĕмĕр пĕрле пулар!» - тенĕ вĕсем. Анчах юлашки вăхăтри пулăмсем мăн асатте-асанне тупа туса каланă сăмахсен тасалăхне варалани вăйлах хурлантарать «...эпир ахаль çывăх кÿршĕсем кăна мар-çке, эпир, тĕрĕссипе, пĕр халăх. Авалхи Руç - пирĕн пĕрлехи тымар, эпир пур пĕрех пĕр-пĕринсĕр пурăнаймăпăр», - палăртрĕ В.Путин хăйĕн сăмахĕнче. Шел те, çакна ăнланман çынсем пур.

Ăслăлăхра, культурăра, вĕрентÿре халăхсен туслăхĕн чикки çук. Ĕлĕк те çаплах пулнă, халĕ те. Аса илер-ха акă Раççейре çуралса ÿснĕ, Украина çĕр-шывĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă çынсене. Сахалăн мар вĕсем. Чăвашран тухнисем те чылай. Уйрăмах курăмлă тĕслĕхсен шутĕнче, манăн шухăшăмпа, Алексей Кокель. Харьковри Г.Сковорода ячĕллĕ наци педуниверситечĕн профессорĕ, философи наукисен кандидачĕ С.Бережная Чăваш Республикинче Кокель вулавĕсене хутшăнни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Украина пăлханнă вăхăтра çакăн йышши çыхăнусем йĕркеленни, çирĕпленни уйрăмах кăтартуллă.

Паян, ахăртнех, кашнин шухăшĕ Украина тата Крым тавра çаврăнать. Ĕлĕкхи куç умне тухать, хальхи пăлхантарать, малашлăх канăçсăрлантарать... Чăваш çынни мĕнле хаклать-ха юлашки вăхăтри пулăмсене?

Валерий КОШКИН, хăрушсăрлăх органĕсен ветеранĕ, отставкăри полковник:

- Совет Союзĕн Патшалăх хăрушсăрлăх комитечĕн ĕçченĕсене хатĕрлекен шкулта тĕрлĕ халăх çыннипе вĕренме тÿр килчĕ. Вырăсĕ, тутарĕ, украинĕ, эрменĕ... Каярахпа служба тивĕçĕсене пурнăçласа Киевра, Украинăн ытти хулинче пĕрре мар пулнă. Киев хулин Крещатник урамĕнче Çеçпĕл Мишши телеграфистра ĕçленĕ çурт пур. Ун патĕнчен çынсем пуç тайса иртнине темиçе те курнă. Хам та паллă ентешĕмĕр пирки пĕрле ĕçлекенсене нумай каласа кăтартнă. Украинăра мана, чăваша, пĕр усал сăмах та каласа курман, чăваш пулнăшăн кÿрентермен. Чăваш ачишĕн Киев, Украина нихăçан та ют пулман.

Черновцы районĕнче тăванăм, Михаил Иванович Князев, пурăнать. Украина хĕрне качча илнĕ вăл. Пин ытла çын пурăнакан чиркÿллĕ пĕчĕк ялта мĕнле кăна халăх ывăлĕ-хĕрĕ тĕпленмен-ши? Молдаван, украин, тутар... Пиччене пурте хисеплеççĕ, ялĕпех кум тăваççĕ тата. «Мĕнлерех чăваш вăл!» - теççĕ. Темиçе çул каялла вĕсем патĕнче хăнара пултăмăр. Мăшăрăмпа иксĕмĕре украин ташшине ташлаттарчĕç. Малтанах ниепле те мая килтереймерĕмĕр. Юлашкинчен хăйсене чăвашла ташлама вĕрентрĕмĕр.

Крым - пирĕн, вăл нихăçан та Украинăн пулман. Крымра тĕрлĕ халăх çынни туслă пурăнать. Кашни халăхăн сутăнчăк пур. Уншăн пурне те айăпламалла мар. В.Путин Президентшăн савăнатăп. Чăн-чăн патриот вăл. Раççей халăхне, ытти халăха çĕклет. Сочире иртнĕ хĕллехи Олимпиадăра, Паралимп вăййисенче çĕнтертĕмĕр. Раççей чĕр куççи çинчен çĕкленнине çирĕплетет çакă. Украинăра, Крымра пурăнакансем телейлĕ пулма тивĕç. Эпир вара хамăрăн чыса хÿтĕлеме яланах хатĕр!

Владимир ВАСИЛЬЕВ, культурологи докторĕ, профессор:

- Манăн шухăшăмпа, Крым Раççей Федерацийĕн шутне кĕни - истори тĕрĕслĕхĕн çĕнтерĕвĕ, Украина арканăвне мар, чĕрĕлĕвне кăтартакан пулăм. «Ку - юлашки тумлам пулчĕ, каялла чакма çук», - терĕ В.Путин. Крыма йышăнманни çĕр-шыв Президенчĕ хăйĕн халăхне хÿтĕлейменнине пĕлтернĕ пулĕччĕ. Çапла майпа вара Раççей истори çуклăхне кĕрсе ÿкĕччĕ. Крым таврăнни, тĕрĕссипе, Раççее чĕр куççи çинчен тăратрĕ. Пире чылай çул хушши кÿрентернĕ, мĕскĕнлетнĕ. Халĕ çакă пĕтĕмпех вĕçленчĕ. Раççее таптас текенсемшĕн çул хупă.

Украина Раççей витĕмĕпе патшалăх пулса тăма пултарнă. Анчах юлашки çулсенче çав патшалăха пĕтерсе хунă. Крым халăхĕ çине тăрса хăйĕн прависемпе туллин усă курчĕ. Украинăн ытти районне çак тĕслĕх хавхалантаратех пулĕ.

Тĕнчери пур халăх пĕрле чухне чечек çыххи пек илемлĕ. Вăйлă, хăватлă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ мĕншĕн пирĕн енче пулчĕ? Çĕр-шыври мĕн пур халăх пĕр тĕллевпе тăшмана хирĕç кар тăрса çапăçнăран! Пĕччен хулă хуçăлать. Шăпăра хуçайăн-и? Пĕр çын сурни типет, халăх сурни кÿлĕ пулать. Ватăсем ахальтен каламан çак сăмахсене. Чăваш, тутар, ирçе, мăкшă... халăхĕсен кун-çулĕ, шăпи Раççейпе пĕрле пулсан çеç телейлĕ, чечекленме, аталанма пултарĕ çĕр-шыв.

Крым таврăннин ырă витĕмĕ Чăвашра та сисĕнет. Патриот туйăмĕ вăйланчĕ. Студентсене сăнатăп та - куçĕсем çиçеççĕ. Раççей каллех вăйлă. Ĕмĕт-тĕллев те пысăк. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ Симферополь университечĕпе туслă çыхăнусем йĕркелесшĕн.


Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.