«Ватлăхран тармалла»
— Ватлăх та, вилĕм те пиртен ниçта та каймаççĕ. Вĕсенчен кăштах тарас пулать. Ăçта та пулин çÿресен, çынпа хутшăнсан хавасрах. Ура утнă чухне — утмалла, — тет Шупашкарта пурăнакан Мария Герасимова.
Хĕрарăм 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче Канаш районĕнчи Малти Ăнтавăшра çуралнă. Вăтам шкула Ăвăспÿрт Кипече çÿренĕ. Вĕренес килни 8 çухрăма çуран парăнтарма хавхалантарнă.
— Аттестат илсен хĕр юлташ Хусанти экономика институтне вĕренме кĕресшĕнччĕ, мана та хăйпе илсе кайрĕ. Анчах май килмерĕ. Тусăм куншăн кулянчĕ-ха, эпĕ вара савăнтăм кăна. Килтен мана пулăшма май çукчĕ. Атте çичĕ ачине пĕчченех ÿстеретчĕ. Анне вăрçă нушине чăтаймасăр эпĕ 6 çулта чухнех вилчĕ. Аслă аппасем анне вырăнĕнчеччĕ. Квас хураттăмăр. Чĕрес тĕпне алă та çитместчĕ. Ăна сак çине ларттаратчĕ атте. «Чустана алăран хăпакан пуличчен çăрмалла», — вĕрентетчĕ арçын пулсан та, — аса илет Мария Самсоновна.
Пурнăç нушине ачаранах ас тивнĕскерсен ура çине хăйсенех тăма тивнĕ. Çамрăк хĕр те Шупашкара çул тытнă. Завода вырнаçас тенĕ — йышăнман: 18 тултарман. Икĕ çул стройкăра тăрăшнă, çула çитсен электроаппарат заводне илнĕ ăна. Кунта вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă. Прессовщица, комплектовщица, каярах инженер-технолог та пулнă.
— Пĕлÿ илес туртăм канăç памастчĕ. Вĕренес те килет, ĕçе те пăрахас килмест. Пичет çуртĕнче Илья Алтын-баш рабселькорсен икĕ çул вĕренмелли курсне йĕркелесе пыратчĕ. Каçсерен çÿремеллеччĕ унта. Çырасси килĕшетчĕ хама. «Коммунизм ялавĕнче» те час-часах пичетленеттĕм. Заводра вара «Электрик» чун кăмăлĕн хуранĕччĕ. Вулакансен çырăвĕсем, çынсен ĕçри е пурнăçри йывăрлăхĕсене татса пани аталанупа хăпартлану кÿретчĕ мана, — каласа кăтартать лара-тăра пĕлменскер. Каярахпа вăл техникумра вĕреннĕ.
Хастарскер хăй пирки «парти-профсоюз вучахĕнче вутпуççи пулнă» тет. Заводри хĕрарăмсен канашĕн хастарĕ ыттисен ыйтăвĕсене татса парассипе сахал мар ĕçленĕ. Каярах, пенси çулне çитсен те, хулари хĕрарăмсен канашĕнче ырă ĕç чылай пурнăçланă вăл.
— Хамшăн пулсан нихăçан никамран нимĕн те ыйтма хăямастăп. Çын ыйтăвĕпе вара тĕрлĕ пуçлăх-министр патне кайма хăю çитетчĕ. Çынна ырă туни — пысăк пархатар.
Пенсие тухсан пурнăç пуçланать кăна теççĕ-ха. Ĕненместĕм. Эпĕ ĕçлеме пăрахсан завод пурнăçĕ чарăнса ларассăнах туйăнатчĕ. Малтанах килте ларма питĕ тунсăхчĕ. Пĕр вăхăтран ĕçсĕр тунсăхланă канăçсăр чун тивĕçлĕ канурисен «Огонек» клубне илсе çитерчĕ. Çакăн чухне активлă пурăнсан çеç савăнăç тупма май пуррине ăнлантăм. Халăха социаллă пулăшу паракан центра çÿреме пуçларăм — унта физкультурăпа туслашрăм. Пĕррехинче пăхатăп та — хĕрарăмсем вырăсла юрласа лараççĕ. Чăвашсем мĕншĕн пĕр ушкăн йĕркелейместпĕр вара текен шухăш амаланчĕ. Хĕрарăмсем килĕшрĕç. Ертÿçĕсемпе калаçрăмăр — хурламарĕç. Баянист тупса пачĕç. Чăваш юррисен «Палан» ансамблĕ çапла çуралчĕ те. Тĕрлĕ концерта хутшăнакан пултăмăр. Центр çумне çирĕплетнĕ ватăсене саламлама та çитеттĕмĕр. Мĕн тери савăнатчĕç вĕсем! Тав тăватчĕç.
Анчах лару-тăру улшăнчĕ, баянистсăр юлтăмăр. Теприне илчĕç-ха, анчах вăл вырăсчĕ. Чăваш юррисене епле май килтерĕ? Каярах урăх музыкçă та килчĕ. Анчах эпĕ хам валли «Шевле» тупрăм. Кăнтăр поселокĕнчи культура çуртĕнчи ансамбль чăваш юррисене шăрантарать, — паллаштарать хĕрарăм пурнăçĕпе. Унсăр пуçне вăл «Салют» культура керменĕнчи вырăс ансамбльне те çÿрет.
Пултаруллă çын пур енчен те пултаруллă çав. Вăр-варрисем тем тума та ĕлкĕреççĕ. Мария Самсоновнăн Шупашкартан инçех мар пахча та пур. Унта вăл темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла ÿстерет. Ĕçе те çÿрет. Заводра штата кĕскетмен тĕк татах та ĕçленĕ пулĕччĕ, анчах вăхăт çитсен кайма тивнĕ. Аптраса тăман хĕрарăм — шкулта тирпейлÿçĕре тăрăшма пикеннĕ. Халĕ хурал тăрать. Кун сиктерсе шкулти каçхи пурнăçа «сыхлать».
— Çуллахи вăхăтра ирхине улттăра шкултан тухатăп та апат çисе пуçтарăнсан пахчана каятăп, — тет таçта та ĕлкĕрекенскер.
Канаш район каччипе Николай Самуиловичпа пĕрлешсе йĕкĕреш ывăлсем çуратнă вăл. Шел, мăшăрĕ пурнăçран 25 çул каяллах уйрăлнă.
— Вăрмана çÿреме юрататăп тата. Ывăлăм кăмпана та, çырлана та илсе каять. Мĕн тери илемлĕ, сиплĕ вăрман. Сывлăшĕ мĕне тăрать! — вăй-хал ăçта пухнине пытармасть ĕç ветеранĕ.
Татьяна НАУМОВА.
Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕк.
Комментари хушас