Вăтанчăккисене хисеплеççĕ

7 Авăн, 2017

Мадина Абдуллаева Етĕрне районĕнчи Пушкăртри шкулта пиллĕкмĕш класра вĕренет. Хура çÿçлĕ, çĕмĕрт куçлă хĕр ачапа курса калаçма çав тери кăмăллă пулчĕ. Çепĕç те сăпайлăскерĕн амăшĕ — чăваш, ашшĕ — кăркăс. Мадинăн çывăх çыннисене пурнăç епле тĕл пултарнă-ши?

Ашшĕ те, амăшĕ те повар

Кăркăс каччи Гавхарбек Раççейĕн тĕп хулинче пĕр кафере поварта вăй хунă. Чăваш пикине те шăпа Мускава илсе çитернĕ. Татьяна та, тутлă апат-çимĕç янтăлама ятарласа вĕреннĕскер, çак кафене ĕçе вырнаçнă. Çамрăксен хушшинче хĕрÿ туйăм çуралнă. Юрату таçта та илсе çитерет çав. Пĕрлешсен Абдуллаевсем Пушкăрт ялĕнче тĕпленнĕ.

Хĕр пĕрчи çуралсан ашшĕ ăна юратса кăркăсла Мадина ят хунă. Хĕр ача пилĕк çулта чухне Гавхарбек тăван çĕршывне кайнă. Унти çемьери лару-тăрăва пула вăл Чăваш Ене текех таврăнман. Татьяна Игоревна каласа кăтартнă тăрăх, вăл Мадинăна питĕ юратнă, мăшăрĕпе хĕрне хăйсен тăрăхне илсе кайса кăтартма ĕмĕтленнĕ.

Абдуллаевсен килĕнче ытларах кăркăс халăх апатне хатĕрленĕ. Çемьере икĕ повар пулни мĕн тери аван! Сурăх какайĕнчен лагман, плов хатĕрлесси вĕсемшĕн нимех те мар.

— Эпĕ те какайран тутлă апат-çимĕç епле пĕçермеллине пĕлетĕп, анчах хальлĕхе ку ĕçе тытса туман. Анне мана çамрăкрах-ха тет, — чунне уçрĕ Мадина. Мадина шкулта «4» тата «5» паллăсемпе вĕренет. Уйрăмах вăл математика предметне кăмăллать. Физкультурăна юратнине те пытармарĕ хĕр ача.

Кăркăссен йăли-йĕркипе паллашма пире Татьяна Игоревна пулăшрĕ. Ăна Мадинăн ашшĕ Гавхарбек чылай япала çинчен каласа кăтартнă. Çак халăх ачисене çуралсанах ĕçе вĕрентсе ÿстерет. Хĕр ачасен пĕчĕкренех амăшĕсене пулăшмалла, хĕрарăм ĕçне вĕренсе çитĕнмелле, арçын ачасен выльăх пăхма хăнăхмалла. Юлхав та нимĕн тума пĕлмен ачасене юратмаççĕ, вĕсем çинчен ырă сăмах каламаççĕ. Эпир кĕçнерникун — çăмăл кун тетпĕр пулсан, кăркăссем тунтикуна хисеплеççĕ. Вăл кун кирек епле ĕç пуçласан та телейлĕ те ăнăçлă килсе тухать-мĕн. Çак халăх çыннисем пур уява та чей ĕçнинчен тытăнаççĕ. Сĕтел çине типĕтнĕ улма-çырла, мăйăр, пахча çимĕç, салат лартаççĕ. Сурăх какайĕнчен хатĕрленĕ апат йăтăнать. Юлашкинчен кăна хăнасене тутлă пловпа сăйлаççĕ. Ятарлă кăмакаран тин пиçсе тухнă хăпарту кашни кĕрекере пулмаллах. Хăпартăва тепĕр майлă çавăрма, çĕре ÿкерме е хутпа чĕркенине урайне хума та юрамасть. Ку вĕсемшĕн япăх паллă шутланать.

Çавăн пекех вĕсем лаша, ĕне, як какайĕнчен тутлă апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Чи тутли кăркăссемшĕн — бешбармак. Ăна суханпа, лапшапа, шÿрпепе сурăх ашĕнчен хатĕрлеççĕ. Бешбармак кăркăс чĕлхинчен «пилĕк пÿрне» тесе куçать.

Кăркăсстанра лашана питĕ юратаççĕ. Вăл вĕсемшĕн чи хисеплĕ выльăх. Ĕç тума та, спорт мероприятийĕсене те хитре, вăйлă урхамахсене хутшăнтараççĕ. Кăркăссен ялĕсенче инçе çула ытларах лаша е ашак утланса çÿреççĕ. Сурăх, ĕне кĕтĕвĕ, паллах, кашни сăртлă-туллă вырăнта çÿрет. Çуллахи вăхăтра вĕсене унтан кашни кун илсе те килмеççĕ. Ĕнесене сăрта кайса сăваççĕ.

Сăпайлăх — малти вырăнта

Чапан — кăркăссен, арçыннăн та, хĕрарăмăн та, çиелти тумĕ. Халат евĕрлĕскере çирĕп те ăшă пусмаран çĕлеççĕ. Çак нацин авалхи пуçа тăхăнмалли калпакне арçынсенчен нумайăшĕ паянхи кун та пуçран хывмасть. 9-10 çулсенчи хĕр ачасен çивĕт тума пĕлмелле. Çак ÿсĕмре вĕсен хăйсене сăпайлă тытма пуçламалла, арçын ачасемпе сахалрах выляма тăрăшмалла. Çивĕтлĕ хĕр ача чапан тăхăнма тытăнать, тĕрлĕ алка- вăчăра çакать. Ку çĕршывра вăтанчăк, çемçе кăмăллă, тарават хĕрсене хисеплеççĕ. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.