Васкаса йывăç кастарнипе ята кĕнĕ

29 Утă, 2017

Шупашкар хула администрацийĕн экологи управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов йывăç кастарнăшăн ята кĕнĕ. Пăтăрмах Хĕрлĕ тÿремри лăсăллă 12 йывăçа кастарнă хыççăн сиксе тухнă.

2016 çулта хулара халăха пухса канашланă хыççăн Хĕрлĕ тÿремре тавралăхпа киленмелли кустăрма вырнаçтарма йышăннă. «Парк Девелопмент» ятлă тулли мар яваплă общество хула адмиистрацийĕн экологи управленийĕнче ордер илнĕ те йывăçсене касма пуçланă. Çав вăхăтрах çĕр ĕçĕпе аппаланма унăн ирĕк пулман. Тата хăш-пĕр кăлтăк та тупăннă: кустăрма вырнаçтармалли территорие строительсем карта тытса çавăрман, ĕç пынине пĕлтерекен щитсем вырнаçтарман.

Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков ертсе пынипе вырăна тухса канашлу ирттернĕ хыççăн ĕçе вăхăтлăха чарса лартнă. Экологи управленийĕн пуçлăхне сити-менеджертан унта хытах сăмах лекнĕ. Хула çыннисен пĕрех пăшăрханма кирлĕ мар: тавралăхпа киленмелли кустăрмана кивви вырăнне çĕннине (вăл унчченхинчен икĕ хут пысăкрах пулĕ) вырнаçтарĕçех.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас