ВАРВИТТИЛЛĔ КОЛИТ ЧУХНЕ
Диетологсем сĕнекен пĕр эрнелĕх сиплĕ менюпа паллаштаратпăр.
Тунти кун
Пĕрремĕш ирхи апат: пăспа пĕçернĕ какай катлечĕ, çĕр улми нимĕрĕ, нимĕрленĕ пылак рис пăтти, чей сахăрпа тата лимонпа.
Иккĕмĕш ирхи апат: тÿнĕ тăпăрчă сĕтпе.
Кăнтăрлахи апат: аш шÿрпипе пĕçернĕ яшка нимĕрленĕ какайпа, пăспа какайран пĕçернĕ суфле, кишĕр нимĕрĕ, нимĕрленĕ пан улми компочĕ.
Кахал апачĕ: чей сухарипе.
Каçхи апат: хура тул кĕрпипе тăпăрчă пудингĕ, чей сахăрпа.
Çĕрлене: кĕсел.
Ытлари кун
Пĕрремĕш ирхи апат: тăпăрчăран хатĕрленĕ суфле, сĕтпе пĕçернĕ манна пăтти, чей сахăрпа.
Иккĕмĕш ирхи апат: духовкăра пĕçернĕ пан улми.
Кăнтăрлахи апат: фрикаделька янă шÿрпе, пулăран пăспа пĕçернĕ суфле, çĕр улми нимĕрĕ, улма-çырла сĕткенĕнчен хатĕрленĕ желе.
Кахал апачĕ: шăлан çырли чейĕ сахăрпа тата сухарипе.
Каçхи апат: какайран пăспа пĕçернĕ катлет, нимĕрленĕ рис пăтти, чей сахăрпа тата лимонпа.
Çĕрлене: кĕсел.
Юн кун
Пĕрремĕш ирхи апат: пăру ашĕнчен пăспа пĕçернĕ тефтели, сĕтпе пĕçернĕ нимĕрленĕ хура тул пăтти, чей сахăрпа тата лимонпа.
Иккĕмĕш ирхи апат: пан улми нимĕрĕ кăпăшлантарнă çăмарта шуррипе.
Кăнтăрлахи апат: какай шÿрпипе ирĕличченех пĕçернĕ рис яшки, çĕр улми запеканки пĕçерсе нимĕрленĕ какайпа, типĕ улма-çырларан пĕçернĕ нимĕрленĕ компот.
Кахал апачĕ: чей сахăрпа, типĕ печени.
Каçхи апат: пулăран хатĕрлесе духовкăра соус сапса пĕçернĕ биточки, мăн хăяртан пĕçернĕ суфле, чей сахăрпа.
Çĕрлене: хура çырла кĕселĕ.
Кĕçнерни кун
Пĕрремĕш ирхи апат: калакла пĕçернĕ 2 çăмарта, сĕтпе пĕçернĕ сĕлĕ пăтти, чей сĕтпе.
Иккĕмĕш ирхи апат: нимĕрленĕ тăпăрчă сĕтпе.
Кăнтăрлахи апат: вермишель янă какай шÿрпи, пăспа какайран пĕçернĕ биточки, çĕр улми нимĕрĕ, пан улми мусĕ.
Кахал апачĕ: шăлан çырли чейĕ сахăрпа тата сухарипе.
Каçхи апат: ăшне пăс çинче пĕçернĕ çăмарта хăпартмăшĕ хунă какай рулечĕ, пĕçерсе хăймапа духовкăра пăшăхланă тĕслĕ купăста, чей сахăрпа.
Çĕрлене: кĕсел.
Эрне кун
Пĕрремĕш ирхи апат: килте хатĕрленĕ тăпăрчă сырокĕ, лайăх сарăлса пиçнĕ пылак рис пăтти, чей сахăрпа тата лимонпа.
Иккĕмĕш ирхи апат: духовкăра пĕçернĕ пан улми.
Кăнтăрлахи апат: лайăх сарăлса пиçнĕ перловкăпа кишĕр яшки, пĕçернĕ какайран хатĕрленĕ бефстроганов, пĕçернĕ вермишель, улма-çырларан хатĕрленĕ желе.
Кахал апачĕ: вĕренĕ шывпа хутăштарнă улма-çырла сĕткенĕ, сухари.
Каçхи апат: пăспа пĕçернĕ катлет, çĕр улми нимĕрĕ, чей сахăрпа.
Çĕрлене: çĕр çырли кĕселĕ.
Шăмат кун
Пĕрремĕш ирхи апат: тăпăрчă пудингĕ, сĕтпе пĕçерсе нимĕрленĕ хура тул пăтти, чей сĕтпе.
Иккĕмĕш ирхи апат: духовкăра пĕçернĕ пан улми е лайăх пиçсе çитнĕ помидор хупписĕр.
Кăнтăрлахи апат: чăх шÿрпипе пĕçернĕ лапша яшки, нимĕрленĕ рис пăтти, типĕ улма-çырларан пĕçерсе нимĕрленĕ компот.
Каçал апачĕ: вĕренĕ шывпа хутăштарнă улма-çырла сĕткенĕ, вафли.
Каçхи апат: пĕçернĕ пулă, кишĕрпе пан улмирен хатĕрленĕ суфле хăймапа, чей сахăрпа.
Çĕрлене: кĕсел.
Вырсарни кун
Пĕрремĕш ирхи апат: селедкăран хатĕрленĕ паштет, çĕр улми нимĕрĕ, кофе сĕтпе.
Иккĕмĕш ирхи апат: лайăх пиçнĕ çырла.
Кăнтăрлахи апат: вĕтĕ вакланă тĕрлĕ пахча çимĕç яшки, какайпа пахча çимĕçрен хатĕрленĕ рагу, пан улми компочĕ.
Кахал апачĕ: чей сахăрпа, тăпăрчă икерчи.
Каçхи апат: какайран пăспа пĕçернĕ тефтели, манна кĕрпинчен хатĕрленĕ пудинг пылак подливкăпа, чей сахăрпа.
Çĕрлене: кефир.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.