"Вăрттăнни" ан пултăр
Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн аслă пулăшуçи Ф.Кадырова пĕлтернĕ тăрăх - ĕçлевĕн вăрттăн рынокне легализацилес тĕллевпе райпрокуратура "хĕрÿ лини" телефонĕпе анлăн усă курать. 62-25-51 - çак телефонпа шăнкăравласа хăйĕн ĕç прависене пăсни çинчен кашниех пĕлтерме пултарать.