Вăрман çĕре вăй парать

7 Çу, 2014

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Валерий Ермолаев фермер шухăшĕпе – ял хуçалăхне пысăк пĕрлешÿсем малалла туртĕç. Вĕтĕр-шакăрсене шанма йывăртарах. Ура çинче çирĕп тăракан аталанать, хуçалăхне анлăлатать. Чĕр тавар туса илнипе кăна çырлахмасть, ăна хăех типтерлет, вырнаçтарать. Çирĕп сăнчăра татма хĕн.

Валерий Геннадьевич хăйĕн сăмахĕсене районти "Нам Эко" хуçалăх тĕслĕхĕпе ĕнентерет. "Сувар-2", "Смак-Агро" пĕрлешÿсемпе пĕр тĕвĕре тăрать вăл. Уй-хире тухăçлă та хăватлă, çав хушăрах перекетлĕ техника кăларать. Хулара темиçе лавкка пур, фермăра çĕнĕ хатĕр-хĕтĕр вырнаçтарнă. Паянхи пурнăçран юлмасăр ĕçлет çĕр çинче.

Тĕрĕсех каланăн туйăнать ял хуçалăхĕнче пиçĕхсе ÿснĕ Валерий Ермолаев. Ăна чылайранпа аван пĕлнĕрен мĕншĕн юттине тĕслĕх вырăнне хунине те чухлатăп. Сăпайлăран. Чи малтанах ыттисенче лайăххине курма тăрăшать. Хăйĕн хуçалăхĕ çинчен сăмах пуçарсан ытлашши сăмах ваклама юратмасть.

- Вăл манăн хушма хуçалăх майлă кăна-иç. Ăна тытса пыма йывăçпа ĕçлени пулăшать.

- Валерий Геннадьевич, фермер хуçалăхне эсир çирĕп алăра тытса пынине пытарар мар. Çаплипех вăкăрсем самăр­татăр, хуралтăсене çĕнететĕр, техника туянатăр. Пĕр кунпа кăна пурăнмастăр. Йывăç ĕçĕпе ял хуçалăхĕ юнашар утнинче вара япăххи çук.

- Çĕрпе 1985 çултанпа тачă ĕçлетĕп. Çурçĕре тухса кайиччен вырăнти ял ху­çалăх предприятийĕнче строительте тăрăшнă, сахал мар ферма вити, ытти хуралтă тунă. Инçетрен тăван яла таврăнсан йĕркелесе ятăм та хамăн ĕçе. Вăрман касса йывăçпа ĕçленĕ хушăра ферма турăмăр, вăкăр самăртма тытăнтăмăр. Çĕр çинче выльăх апачĕлĕх курăк ÿстеретпĕр, хальччен çĕр улми те çитĕнтернĕ. Ăçта каятпăр ĕнтĕ халĕ 56 çула çитсен. Хăнăхнă ĕçех тытса пыратпăр.

Паян йывăçпа ывăл ача тăрăшать, вăл - предприниматель, хамăн алăра - хресчен хуçалăхĕ.

- Ас тăвасса, сăвакан ĕнесем те туянасшăнччĕ вĕт-ха. Çемье фермисене аталантармалли программăна хутшăнма шăпах çак енпе проект хатĕрленĕччĕ. Мĕншĕн тĕллев пурнăçланмарĕ?

- Саклата хумалли пурлăх çителĕксĕррипе. Район администрацийĕ хăйĕн хар­пăрлăхне те сĕнсе пăхрĕ, анчах саккунпа ăна йышăнма май килмерĕ. Ĕнесем туянаймарăмăр, анчах гранта урăх бизнес-проектпа тивĕçрĕмĕр. Вăкăрсен йышне ÿстертĕмĕр.

Патшалăх пулăшăвĕпе тата хамăрăн ук­çана хушса çавăн пекех трактор, выльăх апачĕ хатĕрлемелли комбайн, ытти машина илтĕмĕр. Ферма витине тĕпрен çĕнетрĕмĕр, ун таврашĕнчи территори те чиперленчĕ. Кĕтÿ кĕтмелли çуллахи лагере йĕркене кĕртрĕмĕр. Хушма силос шăтăкĕ, утă упрамалли вырăн турăмăр. Хуралтă айĕнче тытмасан утă пахалăхĕ çухалать. 600 пин тенкĕлĕх грант ху­çалăха самай пулăшрĕ.

- Вăкăрсене эсир хăйне майлă меслетпе самăртатăр. Вĕсен пурнăçĕ ытти фермăрисенчен уйрăлса тăрать.

- Йывăç урайĕнче тытмастпăр. Урай вырăнĕ вĕсемшĕн - утă-улăм ай сарăмĕ. Унта пĕрлехи йышпа тăраççĕ. Ай сарăмĕ хулăн. Вăхăт иртсен ăна, паха тислĕк пулнăскере, тракторпа тĕксе кăларатпăр та çĕнĕрен саратпăр. Выльăх аван ÿт хушать, 500 кило таран ÿстерсен сутатпăр.

- Хăвăрах вырнаçтаратăр е усламçăсемпе килĕшсе татăлса?

- Апла та, капла та. Тахçантанпах пĕлекен усламçăсемпе ĕçлеме меллĕрех те. Укçапа тÿрех татăлаççĕ, кирлĕ чухне маларах та параççĕ.

Малашне вĕсен те пурнăçĕ хĕсĕнет. Выльăха какая ярас тесен ?столовăйсене вырнаçтарма, сутма тата ытти те% ятарлă цехсенче пусса тирпейлемелле. Саккун ?ветеринарин техника регламенчĕ% халĕ çирĕп ыйтать. Ăна пăхăнмалла, апла тăкак та хушăнĕ.

- Аш хакĕ çырлахтарать пулĕ-ха. Выльăха усăсăр самăртас çук.

- Юлашки çул хак самай чакрĕ. Малтан пĕр килограмм чĕрĕ виçене 105 тенкĕпе сутнă пулсан пĕлтĕр 75-пе кăна.

- Хаксем пуç хыçтараççĕ. Çавах алă сулмастăр-ха.

- Вăрманпа ĕçлени пулăшать тесе каларăм вĕт. Хĕлле пилорама витĕр тухнă пĕрене-хăма аван сутăнчĕ те чипер пурăнтăмăр. Шалăва ÿстерме те май килчĕ.

- Вăрманпа ывăл ачăр ĕçлет терĕр, унта тăрăшакансем кирлĕ чухне фермер хуçалăхне те пулăшаççĕ пулĕ.

- Яланах пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Ав паян кантурта тĕп бухгалтер çук. Йывăç лартма кайнă. Вăрман хуçалăхĕпе килĕшÿ тунăран йывăç лартатпăр, сайралататпăр тата ытти те. Кăçал кайăксем валли 250 вĕлле туса çакрăмăр.

- Ватлăх çулĕнче ăçта кайăн ĕнтĕ тетĕр. Хуçалăха япăхтарас мар тесе ав епле тăрăшатăр.

- Пурнăç çăмăл мар, анчах кÿренместпĕр, хаш сывламастпăр. Ялта пурăнатпăр, таса сывлăшпа сывлатпăр. Хамăр туса илнĕ таса апат-çимĕçе çиетпĕр. Удобренипе сахалрах усă курма тăрăшатпăр. Уя ытларах тислĕк хыватпăр.

Кăçал курăк уйĕсене те тислĕк тăкса сухаласа хăварасшăн. 2010 çул шăрăх килчĕ, чылайăшĕ тухăç илеймерĕ. Эпир çĕр улми пуссине тислĕк хывнăран "иккĕмĕш çăкăра" нумай пуçтарса илтĕмĕр. Пирĕн пекки районта урăх пулмарĕ. Çĕр улми ал-урана çавăрса яма пулăшрĕ.

- Эсир туса илекен таса апат-çимĕç сывлăха пултăр. Вăл пур чух кăмăлпа ĕçлетĕн.

- Ырă сăмахăршăн тав.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.