«Хресчен сасси» – Сĕнтĕрвăрри районĕнче

7 Çу, 2014

Вăрман çĕре вăй парать

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Валерий Ермолаев фермер шухăшĕпе – ял хуçалăхне пысăк пĕрлешÿсем малалла туртĕç. Вĕтĕр-шакăрсене шанма йывăртарах. Ура çинче çирĕп тăракан аталанать, хуçалăхне анлăлатать. Чĕр тавар туса илнипе кăна çырлахмасть, ăна хăех типтерлет, вырнаçтарать. Çирĕп сăнчăра татма хĕн.