«Вăрланă» хитпа çĕнтереççĕ, е Суйланă юрăçсен премийĕ

Çурлан 16-мĕшĕнче тĕп хулари хăш культура керменĕнче «шăрăхрах» пулнă-ши? Ухсай ячĕллĕ е И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменĕнче? Пĕрремĕшĕнче Виктор Петров «Шупашкар кунĕ ячĕпе!» шоу-программа хатĕрленĕ, иккĕмĕшĕнче ЮТВ телеканал премийĕ иртнĕ. Сирĕн шухăшпа, хăшĕнче: пур эстрада артистне пухнă проектра е кулăш каçĕнче? Сăмахăма ЮТВ телеканал премийĕ пирки пуçарас килет. Шăпах çавăнта çитсе килме май пулчĕ.

Хĕрлĕ тĕтĕм ăшĕнчен — хĕрлĕ костюмпа

Вăл е ку юрăç килĕшмест тесе каламастăп. Пурте тăрăшаççĕ, ĕçлеççĕ. Анчах хăшĕ-пĕрин çитĕнĕвĕ ытларах палăрать: пĕр вырăнта тăмаççĕ, пултарулăх енчен аталанма çĕнĕлĕхсем шыраççĕ, вĕсене пурнăçа кĕртеççĕ вĕсем. Анчах темшĕн премие тивĕçеймеççĕ. «Çулталăк клипĕ-2015» номинацие тăратнă клипсем аса килчĕç. Çав çул «Çиларман» ушкăн «Чарăр мана» юрă тăрăх ÿкернĕ видео та номинантсен йышĕнчеччĕ. Соцсетьсенчи хăш ушкăна кĕретĕн — пур çĕрте те курма пулатчĕ çав клипа. Çынсем «лайк» хыççăн «лайк» лартатчĕç, репост тăватчĕç, «Тĕлĕнмелле», «Чаплă», «Чăнкă» çыратчĕç. Ун чухне статуэткăна пачах урăх клип тивĕçрĕ. Вăл та начар мар ĕç, анчах «Çиларманăннисемпе» пĕр тараса çине хурсан самай уйрăлса тăрать пек. Сасăлав ирттереççĕ-çке — нимĕн те тăваймăн. Артистсен çывăх çыннисем, тусĕсем, пĕлĕшĕсем пÿрне вĕçĕ ыратиччен вун-вун СМС-çыру вĕçтереççĕ ахăртнех. Çапла, премие илме тивĕç юрăçа сасăлав мелĕпе суйлаççĕ. Ăна мероприяти иртиччен пĕр кун маларах пĕтĕмлетеççĕ иккен.
Кăçалхи преми пĕчĕк юбилейне паллă турĕ. 5 çул... «Кăçалхи преми кăмăла кайрĕ. Ытти çулхипе танлаштарсан, самай лайăхрах пек. Шайĕ пысăк, çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ», — шухăшне пĕлтерчĕ премие пĕр сиктермесĕр çÿрекен Галина. Унăн шухăшĕпе, преми çÿллĕ шайра иртни ăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменĕнче йĕркелени те витĕм кÿнĕ. «Сцена чаплă, ятарлă эффектсемпе усă курма май паракан пысăк экран пур кунта, çулăмне те çутрĕç», — терĕ хĕрарăм. Чăн та, залра темĕнле ăнлантарма май çук «çанталăк» хуçаланчĕ.
ЮТВ телеканал премийĕн хăйне евĕрлĕхĕ — юрăçсем, чĕннĕ хăнасем хĕрлĕ кавир тăрăх утни. Сăмах май, ку ытти преми-фестивальрен илнĕ йăла. Юратнă артистсене çывăхрах курас, алăран тытса пăхас тесе çынсем кавир тавра кĕпĕрленсе тăраççĕ. Халăха яланах шоу кирлĕ. Çакăнпа тĕлĕнтерме пĕлеççĕ те артистсем. Ав кăçал Ольга Бузова «Муз-ТВ» премине лашапа килнĕ. Темиçе çул каялла çамрăк чăваш юрăçисем — Андрей Думилин, Сергей Лекеров, Калян Ключников — ЮТВ премине велосипедпа çитнĕ. Кăçал мĕнпе тĕлĕнтерчĕç-ха чăваш артисчĕсем?
Кавир тăрăх яланхиллех чаплă костюмсем, капăр кĕпесем тăхăннă юрăçсем утрĕç. Çав самантра унта йăлтăр-ялтăр конфетти вĕçрĕ. Акă шоу пуçланчĕ те! Ольга Бузова пек лашапа килекен пулмарĕ: кавир патне ют çĕршывра кăларнă чаплăран та чаплă машинăсем пырса чарăнчĕç. Республикăра иртекен тĕрлĕ илем конкурсĕнче палăрнă чиперккесем кабриолетран тухрĕç. Хăшĕ — мăшăрĕпе, хăшĕ пĕр-пĕччен çитнĕ. Евгений Григорьевпа мăшăрĕ Татьяна пĕр тĕслĕ тумсем тăхăннă. Питĕ килĕшÿллĕ курăнчĕç. Иван Архипов шоумен, Александр Ильин юрăç та кавир тăрăх мăшăрĕсене çавăтса утрĕç. Нумаях пулмасть Александр Ильинăн мăшăрĕ те юрлама тытăннă иккен. Кăçалхи премире вĕсем — «Çулталăк дуэчĕ» номинанчĕсем. Кавир тăрăх утакан хăнасене кĕтсе илекен Петр Ермолаев шÿтлесе: «Иван, санăн мăшăру хăçан юрлама тытăнать?» — ыйтрĕ. «Çитес вăхăтра», — хуравпа нумай кĕттермерĕ йăл кулкалакан Иван Архипов. Малашне эстрадăра çемье ушкăнĕсен йышĕ чăнласах ÿсĕ-ши вара? Виктория Захарова юрăç мероприятие пĕчĕк хĕрĕпе Эмилийăпа çитнĕ. «Пирĕн преми пиллĕкмĕш хут иртет. Эсĕ вара кунта кăçал çеç çитрĕн. Ăçта çухалса çÿрерĕн?» — интересленчĕ Петр Ермолаев. «Качча тухнă, икĕ ача çуратнă», — сăлтавне уçăмлатрĕ Виктория.
«Артистсем валли çавнашкал преми кирлĕ-и?» — ыйтрĕç премие килнĕ темиçе юрăçран. Кун пирки шăпах уяв пуçланиччен маларах Инстаграмра Алексей Московский тÿрĕ эфирта калаçнăччĕ. «Манăн шухăшпа, артистшăн куракан юратăвĕ питĕ хаклă», — палăртрĕ вăл. Тĕрлĕ хисеп хучĕ, преми илни те кирек кама та малалла ĕçлеме хавхалантарнине каларĕ. Чăнласах çапла-ши? Иртнĕ çул номинацисенче палăрнă артистсем çулталăк хушшинче мĕнле сулмаклă утăмсем тунă? Миçе юрă хывнă? Вĕсем хит пулса тăнă-и? Полина Борисовăн тĕслĕхĕпе çирĕплетме пулать-ха. Пĕлтĕр хĕрарăмсен хушшинче «Çулталăк юрăçи» пулса тăнăскер кăçал «Çулталăк юрри» номинацире палăрчĕ. Ыттисем вара?

Корона çинче — эрешмен

Акă кермен умне пухăннă çынсем ертÿçĕсем мĕн калаçнине итлемесĕр пуçĕсене пырса чарăннă пĕр машина енне пăрчĕç. Ай Тур-тур! Унран тĕтĕм тухать! Ахальли мар, хĕрлĕ тĕсли. Тинех хĕрлĕ машина курăнчĕ, унран хĕрлĕ костюм тăхăннă Андрей Заволжский тухрĕ. Мероприятие асамлăхпа тултарнă çамрăк юрăç пĕччен мар, ун çумĕнче палламан арçын утрĕ. Куба Республикинчи Гаванăри продюсер центрĕн представителĕ Хосе Рамон иккен ку. Вăл пулăшнипе чăваш каччи çак çĕршывра хăйĕн пĕрремĕш клипне ÿкернĕ-мĕн. Черетлĕ клипне Андрей Турцире каннă вăхăтра ÿкернĕ, ятарласа çÿллĕ ту çине хăпарнă. Шăпах вăл «Çулталăк клипĕ» номинанчĕччĕ, анчах видео çĕнтереймерĕ.
Уява илем кÿнĕ артистсенчен пĕрне — Эрнеса — палăртмасăр хăвараймăн. Çак хушма ятпа куракан патне тухнă Светлана Алякимова премие мăшăрĕпе, Юрий Сергеев режиссерпа, çитрĕ. Хĕрлĕ кавир тăрăх вĕсем утса мар, ташласа пычĕç. Эрнесăн тумĕ ыттисенчен самай уйрăлса тăчĕ, пуçĕ çинче те хăйне евĕр коронăччĕ. Алина Варна ертÿçĕ: «Эрешмен-и ку санăн?» — кăсăкланчĕ. Ара, корона çинче шăпах çав хурт-кăпшанкăччĕ.
Петр Ермолаевăн хĕрĕ София вара мероприятие пĕр эрне каяллах кĕтме тытăннă, хатĕрленнĕ. Кăçал вăл чăваш эстрадине çиçĕмле хăвăртлăхпа вирхĕнсе кĕрсе ят-сум çĕнсе илнисен номинацийĕнче ытти çамрăкпа пĕрле тупăшрĕ. Тĕрĕссипе, София сцена çинче унчченех юрлама тытăннă, хăйĕн кураканне те тупнă. «Çак номинацире палăрнă чиперккен пултарулăхĕ, ашшĕнни пекех, пысăк. Петр Ермолаев ав кăçал «Çулталăк шоуменĕ» номинацире палăрчĕ. Анчах София çĕнтернипе килĕшместĕп. Кăçал чăваш эстрадине вирхĕнсе кĕнĕ çамрăк юрăç нумай. Акă Владимир Егорова илер. Унăн «Мана мар» юррине илтмен чăваш юлмарĕ пуль. Пасарта та кĕрлеттереççĕ ăна, туй-юбилей пирки шарламастăп та. Тен, ăна та номинантсен йышне кĕртмелле пулнă? Иккĕленместĕп, çĕнтерĕччĕ вăл», — шухăшĕпе пайлашрĕ кÿршĕ ретре ларакан, хăйĕнпе Сергей тесе паллаштарнă каччă.

Статуэтка илнĕ хыççăн — отжимани

Статуэткăсен хуçисене иртнĕ çулсенчи пекех 10 номинацире палăртрĕç. Куракансем чи лайăх юрăçсемшĕн, артистсемшĕн, шоуменшăн, ушкăншăн, клипшăн, дуэтшăн, юрăшăн уйрăммăн сасăланă.
Хĕрарăмсен хушшинче «Çулталăк юрăçи» ята Диана тивĕçрĕ. Куракан юратăвне çĕнсе илнĕ артистка, пултарулăхра, чăн та, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Тумĕсем мĕне тăраççĕ тата! Пĕлтĕр преми хыççăн пĕчĕк «конфуз» пулса иртнĕ. Сцена çинчен çак номинацире Полина Борисова çĕнтернĕ тесе каланă, хыççăн телеканалăн «Контактри» ушкăнĕнче Диана палăрнине çырнă. Кăçал çак кăлтăка «якатни» мар-ши ку? Е юрăçшăн чăнласах нумай сасă панă-ши? Кун пирки пуç ватасси çеç юлать.
Номинацисенче палăрнă артистсенчен чылайăшĕ сцена çумĕнчи ретре хатĕрленсе ларни тÿрех куç тĕлне пулчĕ. Ăнсăртран-ши ку е сасăлав пĕтĕмлетĕвĕ пирки маларах пĕлнĕ? Сергей Лекеров ак «Çулталăк юрăçи» номинацире çĕнтернине илтсен чи кайри ретсенчен пĕринчен сцена çине вирхĕнсе тухрĕ. Ку çитĕнÿ уншăн кĕтменлĕх пулни тÿрех сисĕнчĕ.
«Çулталăк клипĕ» номинацире тăратнă ĕçсемпе паллашнă хыççăн çавнашкал пĕтĕмлетÿ турăм: пирĕн артистсем видео хатĕрлес енĕпе çитĕнÿ тума тытăннă. Унччен виçĕ хурăн хушшинче авкаланса тăратчĕç те вçо: клип хатĕр. Номинантсен пурин ĕçĕ те çÿллĕ шайра, пĕри те тепри чаплă. «Асамат» ушкăн юрăçисем, сăмахран, Атăл леш енче клип ÿкернĕ. Туйăмлă вăл, унти хĕрсем те капăртан та капăр тумсем тăхăннă. Анчах халăх юрри экран çинчи курăнупа килĕшсе тăман пек туйăнчĕ. Тăванлăх çинчен шăрантаракан хĕрсем хырлăхра утса, ташласа çеç çÿрерĕç. Тен, ку юрăпа урăхларах клип ÿкермелле пулнă? Чăваш эстрадине нумаях пулмасть вирхĕнсе кĕнĕ Юрий Спиридонов режиссер пирки те ыррине каламалла. Профессионал алли тÿрех сисĕнет: унăн клипĕ питĕ вырăнлă пулса тухнă. Ăна курсан хытă чунлин те куççуль тухĕ. «Çулталăк клипĕ» номинацире камăн ĕçĕ çĕнтернĕ тетĕр-и? Статуэткăна «Улталатăн пулсан» юрра шăрантаракан Алина Варна тивĕçрĕ. Куншăн вăл клип ÿкерекене, Юрий Сергеев режиссера, тав турĕ. «Тата мăшăрăма, укçине шеллемерĕ», — шÿтлерĕ юрăç. Çак клипра та режиссерăн, постановка операторĕн ĕçне «5» паллă памалла: Раççей çăлтăрĕсен клип тренчĕсене шута илнĕ. Видеора юрăçа сарă çĕленпе курма пулать. Ахальтен мар пулĕ юрăра «Улталакан чĕре çĕлен евĕр» йĕркесем пур. Савнă çын та çак чĕр чун пекех кĕтмен çĕртен сăхма пултарнине палăртнă ахăртнех. Чăннипе, Алина Варнаран тапса тăракан вăйран тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Ăна сцена çине статуэтка илме йыхравласан Данила Ленский: «Халĕ отжимани ту», — тесе шÿтлесен юрăç- çĕнтерÿçĕ урайне тăсăлса выртса хушнине пурнăçларĕ.

«Премие хăвăр хушăра пайлатăр-и?»

Чăваш Ене çĕр пин юрă çĕршывĕ теççĕ. Шел, юлашки вăхăтра çапла калаймăн. Пĕри те тепри сцена çине «вăрланă» хитпа тухать. Уйрăмах Кавказ кĕввисене килĕштереççĕ пирĕннисем, ют çĕршывра кăларнисене те хапсăнаççĕ. Оригинала илтнĕ хыççăн, каçарăр та, хăлха чăвашла куçарнине йышăнмасть. «Çулталăк дуэчĕ» номинацире çĕнтернĕ Александрпа Алина Ильинсен юррине илтсен ку «вăрланă» хит мар-ши тесе шухăш çуралчĕ. Ара, Кавказ кĕвви хăлхана тăрăнать.
Чăвашлăх пирки сăмах хускатнă май мероприятире мĕнле чĕлхепе калаçнине палăртмасăр хăвараймăн. Мероприятийĕн пĕрремĕш пайĕ — вырăсла, иккĕмĕшĕ чăвашла-вырăсла иртрĕç. Паллă ĕнтĕ, залра ларакансенчен ытларахăшĕ — чăваш. Тен, уява тăван чĕлхепе ирттернĕ пулсан лайăхрахчĕ? Кашни халăхăн унашкал преми пур. Тутарта, сăмахран, 1999 çултанпа «Татар жыры» фестиваль ирттереççĕ, артистсене халăх премийĕпе чыслаççĕ. Ятарласа интернета кĕрсе пĕлтĕрхи видеона пăхрăм. Пĕлетĕр-и, тăван чĕлхине хисеплекен тутарсем калаçăвĕнче пĕр вырăс сăмахĕпе те усă курмаççĕ. ЮТВ премийĕнче вара ертÿçĕсенчен пĕри текстри вырăсла сăмахсене такăна- такăна вуларĕ. Куншăн намăсланнипе куçа хупса ларма тиврĕ вĕт. Малалла вулас...

 

Чыславра Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ пулса курнă. Данила ЛЕНСКИЙ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.