Вăрçă ветеранĕсен госпитальне тата эндокринологи диспансерне пĕрлештерĕç-и?

9 Юпа, 2017

Вăрçă ветеранĕсен госпитальне тата эндокринологи диспансерне пĕр тытăма пĕрлештермелле-и? Ку ыйтăва паян Шупашкарта Мускав район администрацийĕнче иртнĕ уçă итлевре сÿтсе яврĕç.

Реорганизаци ĕç-хĕлне, сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов çирĕплетнĕ тăрăх, медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлас тĕллевпе пуçарнă. Паян эндокринологи диспансерĕ вырнаçнă çуртра тухтăрсене ĕçлеме, чирлисене сипленме хăтлă условисем туса пама çук. 2004 çулта хута янă госпитальте вара хальхи самана ыйтнипе шайлашуллă медицина пулăшăвĕ пама майсем çителĕклех: пÿлĕмсем пысăк, çутă. Кунта эндокринологи диспансерĕ валли те никама хĕсĕрлемесĕр вырăн тупăнать.

ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Алексей Кизилов икĕ сиплев учрежденине пĕрлештернин сиенлĕ çуккине палăртрĕ. «Никам та ĕçсĕр тăрса юлмĕ. Эндокринологи диспансерĕ мĕнпур оборудованипе госпитале куçĕ, медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿсĕ», — терĕ министр çумĕ реорганизаци ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.

Уçă итлевре оптимизацин паха енĕсем çинчен те калаçрĕç, çивĕч ыйтусене те хускатрĕç. Халăх шухăшне пĕлнĕ хыççăн тин татăклă йышăну тăвассине палăртрĕ Владимир Викторов министр: «Эпир пациентсемшĕн ĕçлетпĕр. Нихăçан та аркатас темен, яланах халăхшăн усăллă пултăр тесе тăрăшнă».

Рубрика: 

Комментари хушас