Вăрçă кĕрленĕ çулсенче

Шăмăршă районĕн архивĕнче Патирекри «Сталь» колхозăн 1941-1945 çулсенчи пухăвĕсен протоколĕсем упранаççĕ. Шел, ытти хуçалăхсен вăрçă çулĕсенчи докуменчĕсем çук, вĕсем пурте пушарта çунса кайнă.

1941 çулхи пĕрремĕш пухура /февралĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ вăл/ икĕ ыйту сÿтсе явнă: Шăмăршăри МТСпа килĕшÿ йĕркелесси тата Асанкасси вăрманĕнче торф кăларнă çĕре çынсем ярасси. Ун хыççăнхи пухусенче çур акине хатĕрленсе ирттерессине, выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарассине сÿтсе явнă, бригадирпа ферма пуçлăхĕн, аслă конюхăн отчечĕсене итленĕ.

Манăн алăра - июнĕн 24-мĕшĕнчи пуху протоколĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан икĕ кунтан иртнĕ вăл. Пухура, фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ май халăх умне тухса тăнă чи çивĕч ыйтусем çинчен калаçнă, нихçанхинчен те хастарлăрах ĕçлесе фронта пулăшмаллине палăртнă. Çĕнĕ председатель суйланă, ытларах сасăпа Давлет Хамдеева шаннă.

Августăн 19-мĕшĕнчи пухура Беларуçран тата Украинăран эвакуаципе килнĕ çынсене ял çыннисен çурчĕсене вырнаçтарас, вĕсене çăнăх тата пĕчĕк ачисем валли колхоз ферминчен сĕт уйăрса парас ыйтăва пăхса тухнă. Вăрçа каякан арçынсен çÿçĕсене касма парикмахер штатне туса хунă, çак ĕçе эвакуаципе килнĕ Вера Пьянковăна шаннă. Ăна уйăхне 25 ĕç кунĕ çырса пама килĕшсе татăлнă. Ача яслинче ĕçлеме эвакуаципе килнĕ Р.Шемушкевича, апат пĕçерме Х.Шнитмана шаннă Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.