«Вăлтана» ватти те çакланать, çамрăкки те

16 Авăн, 2016

Чăнах, мĕнле кăна улталамаççĕ! Чылай чух ултавçăсем усă куракан мелсем — массăллă информаци хатĕрĕсенче тĕплĕн çырса кăтартнисемех. Анчах преступниксен «вăлтине» çакланакан пурпĕр нумай — ăна-кăна ăнланман ватăсем çеç мар, вăйпитти çынсем те шăнман пăр çине ларса юлаççĕ.

Çак кунсенче полицирен Шупашкарта пурăнакан 73 çулти хĕрарăм пулăшу ыйтнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — кăнтăрла банка кайнă-мĕн, хăйĕн шучĕ çинчен 90 пин тенкĕ укçа илнĕ. Килне утнă май пĕр арçын унран иртсе кайнă. Унăн кĕсйинчен темле чĕркем тухса ÿксе юлнă. Кинемей ăна чĕннĕ, çухату пирки каласшăн пулнă. Çук, лешĕ çаврăнса та пăхман — малалла васканă. Çак самантра хайхи чĕркеме тепĕр арçын пĕшкĕнсе илнĕ. Уçнă та — укçа иккен!

Арçын пенсионеркăна укçана пĕрле пайлама сĕннĕ. Кăштахран малтанхи арçын каялла çаврăнса килнĕ. Çакскер кусене айăплама пикеннĕ: «Эсир ман укçан пĕр пайне чиксе хунă!» Вăл хистесех вĕсене хăйсен укçине кăтартма ыйтнă — хăйĕн укçине паллать, банкнотсене паллă тунă имĕш. «Тĕрĕслев» вăхăтĕнче çакскер ватă çын банкран илнĕ укçан пĕр пайне «Банк приколов» тесе çырнă суя банкнотсемпе улăштарма ĕлкĕрнĕ. Кинемей çакна арçынсем унпа сывпуллашса пăрахса кайсан кăна ăнланса илнĕ. Вăл 67 пин тенкĕ çухатнă.

Асăннă кунах тата çав вăхăталлах Шупашкарта çакнашкал мелпех 63 çулти хĕрарăм та улталаннă — 5 пин тенкĕлĕх сиен тÿснĕ. Ăна та икĕ арçын укçа вырăнне ÿкерчĕклĕ хутсем тыттарса хăварнă — çÿлерех «паллаштарнă» преступниксемех-тĕр. Полици вĕсене шырать. Паллисем те пур. Пĕри — 30-35 çулсенче, 180-185 сантиметр çÿллĕш, тулли кĕлеткеллĕ, хырăмĕ пысăк, пичĕ çаврака. Тĕксĕм тĕслĕ курткăпа, çутă джемперпа пулнă. Тепри кăшт лутрарах — 170-175 сантиметр çÿллĕш, типшĕм кĕлеткеллĕ, тĕксĕмрех тăрхала питлĕ, хырăнман. Тĕксĕм курткăпа пулнă. Вĕсем пирки пĕлекенсене полицие шăнкăравлама ыйтаççĕ.

Тĕп хуларах пулнă тепĕр тĕслĕхре 35 çулти хĕрарăм йыттине ытла та юратнипе укçа çухатнă. Урамра хÿреллĕ тусĕ çухалнă та — шыраса тупайманнине кура Интернетри сайта пĕлтерÿ панă. Кĕçех палламан пĕр арçын шăнкăравланă, хăйĕнпе Егор тесе паллаштарнăскер йытта тупни çинчен пĕлтерсе савăнтарнă. Ăна тавăрса парĕ, анчах çакăншăн хăйне 15 пин тенкĕ тÿлесе хавхалантармалла иккен.

Хĕрарăмăн ун чухлĕ укçа çук — йытăшăн 5 пин тенкĕ сĕннĕ. Егор каялла чакман — çав-çавах 15 пин тенкĕ ыйтнă. Çакăн хыççăн тинех хĕрарăм полицие утнă. Анчах çухатуран ăна çакă та упрайман. Егор каярахпа каллех шăнкăравланă, хĕрарăмпа тĕл пулма калаçса татăлнă. Анчах палăртнă вырăна хăй пыман, шăнкăравланă та — укçана кĕсье телефонĕн номерĕ çине куçарма сĕннĕ: куçармасан хуçи юратнă йыттине кураймĕ тесе сехĕрлентернĕ. Вăл çине тăнине кура хĕрарăм терминал урлă каланă номер çине 4 пин тенкĕ куçарнă. Ултавçă вара кĕçех пĕр хĕр ăна йыттине пырса парасси пирки каланă. Анчах, чухларăр пуль, ăна кĕтсе илеймен.

Полици ултавçăсем çынсем хăйсен çухалнă чĕрчунĕсемшĕн укçа тÿлесе улталаннă тĕслĕхсем юлашки вăхăтра çине-çинех пулнине палăртать. Чăваш Енре кăна — пиллĕкмĕш преступлени. Йĕркелĕх хуралçисем йытă е ытти чĕрчун тупăнни пирки кам та пулин шăнкăравласан хÿреллĕ тус чăнласах ун патĕнче пулнине курса ĕненме сĕнеççĕ, çапла тумасăрах укçа куçарни вырăнсăр.

Асăрханнине нимĕн те çитмест. Унсăрăн темиçе пин тенкĕ кăна мар, чылай пысăкрах укçа çухатасси те часах. Çĕнĕ Шупашкарта, сăмахран, 26 çулти çамрăкпа шăпах çапла пулса тухнă. Ун патне пĕр арçын çине-çинех шăнкăравланă. Каччă маларах туяннă эмел препарачĕсем пахалăхсăр пулнă имĕш, çавăншăн ăна компенсаци тÿлемелле.

Малтан çамрăк çын хирĕçленĕ-ха, укçа илме килĕшмен, анчах линин тепĕр вĕçĕнчи çын шăнкăравламассерен компенсаци виçине ÿстерсе пынă, юлашкинчен 1,5 миллион тенке çитернĕ те — текех хирĕçлеймен. Ăна пĕлĕшĕсем те «ку — ултав» тесе асăрхаттарнă, çамрăк çын вара пысăк укçа пирки ĕмĕтленсе ултавçа пурпĕр 353 пин тенкĕ куçарса панă. Çакăн хыççăн компенсаци сĕнекенскерпе çыхăну татăлнă — телефон номерне те блокировка тунă иккен. Полици оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ май çав номер Мускаври абонентăн пулнине палăртнă-ха, анчах укçана тавăрас шанăç пурпĕр çукпа пĕрех.

Николай ДМИТРИЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.