Валентина ЕГОРОВА: "Анне ăсатать те - кĕтме тытăнать"

Çăмăл атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕ, XXV Олимп вăййисен чемпионĕ, XXVI Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ, СССР чемпионĕ, Тĕнче кубокĕн призерĕ, тĕрлĕ марафон çĕнтерÿçи Валентина Егорова пысăк спортпа тахçанах сывпуллашнă. Анчах ку тытăмра «ĕнерхисем» пулмаççĕ-çке, вĕсем яланах ялкăшаççĕ. Валентина Михайловна паян çемйипе Америкăри Флорида штатĕнче пурăнать. Кашни çуллах Чăваш Ене килет вăл. Кунта ăна тус-тăванĕ кĕтет. Пуринчен те ытларах, паллах, амăшĕ — Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче пурăнакан Рената Егоровна. Хаклă хăнан /аякра пурăнакана «хăна» тесех каламаллă-тăр/ тă-ван тăрăхра кашни саманчĕ шутлă пулин те пирĕнпе калаçма вăхăт тупрĕ. Каялла Америкăна çула тухас умĕн тĕл пултăмăр унпа.

Чăваш юрри — Америкăра

— Валентина Михайловна, питĕ пĕлес килет, мĕнле пурăнать паян Олимп чемпионĕ?

— Ĕçлеместĕп ĕнтĕ — тивĕçлĕ канура. Уйрăм çурт пирĕн. Аслă ывăлăм Руслан та Америкăра тĕпленнĕ, вăл вăтăра çитнĕ ĕнтĕ. Кĕçĕнни Миша шкулта вĕренет-ха, вăл вун пиллĕкре. Богдан мăнукăм та пур. Вăл амăшĕпе Чăваш Енре пурăнать. Ăна час-часах хăнана илсе каятпăр. Кăçал та ака, çу уйăхĕсенче пирĕнпе пулчĕ. Шкула унта та, кунта та çÿрет. Акăлчанла лайăх калаçать. Ачан çавах та амăшĕпе те, ашшĕпе те хутшăнмалла.

— Богдан асламăшĕ кам иккенне пĕлет-и?

— Пĕлет. Шкулта та: «Манăн асанне — Олимп чемпионĕ», — тесе калать тет. Юлташĕсене те ман пирки каласа кăтартать.

— Мăнукăр сирĕнпе мухтанни савăнтарать-и?

— Паллах. Мана кура вăл та чупасшăн. Хальлĕхе иртерех иккенне ăнлантарма тăрăшатăп. Кăштах çитĕнмелле. 9 çултах чупма пуçлама иртерех тесе шухăшлатăп. Халĕ ачасемшĕн урамра выляни, чупса çÿрени те çителĕклĕ.

— Çапах та паянхи ачасем урăхларах-çке — сахал хускалаççĕ.

— Çапла-ха та... Компьютер умĕнче ларасшăн. Эпир урамран кĕме пĕлмен. Пытанмалла, хăваламалла, лапталла, футболла... вылянă. Киле çывăрма çеç таврăннă пуль...

— Сăмах çаврăнса çитнĕ май ачалăха таврăнар-и?

— Пĕр ывăлпа тăватă хĕр ÿснĕ эпир. Пирĕн вăхăтра ялта ĕçлемесĕр пурăнма май пулман. Килте пахчара та тăрмашнă, выльăх та пăхнă. Каникулта колхоза та тухнă. Эпир ача чухне кăшман, çĕр улми пайĕ паратчĕç тата. Çурлапа тырă та вырса курнă эпĕ. Кĕлте мĕнле çыхмаллине те ас тăватăп. Утă çулма та нумай çÿренĕ. Пахча çимĕç шăварма шывне урамри çăлран йăтмаллачĕ.

Кăмăлпа лăпкă пулнă-ха эпĕ, анчах лара-тăра пĕлмен. Килтине те ĕлкĕреттĕм, юлташа та пулăшма каяттăм. «Пирĕн ĕçчен Валя килчĕ-ха», — тетчĕç вара. Çаксем пĕтĕмпех кĕлеткене çирĕплетнĕ. Атте-анне пĕчĕкренех ĕçе вĕрентни те спортра пысăк çитĕнÿсем тума пулăшрĕ тесе шухăшлатăп.

— Чун спорта парăннине ача чухнех сиснĕ-и?

— Шкулта пĕр хатĕрленмесĕрех тăраттăм та чупаттăм. Район ăмăртăвĕсенче те çĕнтереттĕм. Пултарулăх пулни-тĕр çакă. Пурнăçа спортпа çыхăнтарас тени вара кунне-çĕрне пĕлмесĕр хатĕрленме тытăнсан, Михаил Кузнецов тренер патне куçсан килнĕ пуль. Шкулта вĕреннĕ чухне спортсмен пулатăп тесе пачах шухăшламан. Олимпа çитесси çинчен тĕлĕкре те тĕлленмен.

— Хастар ача пулнă тетĕр хăвăра. Юрлама-ташлама та юратнă-и?

— Кашни концертрах юрлаттаратчĕç. Тепĕр чухне пĕр- пĕр мероприятире малтан сцена çине тухаттăм, çавăнтах йĕлтĕр сырса е çуран старта тухаттăм. Хастар пулнă çав, вĕренме те ĕлкĕрнĕ. Физикăпа хими çеç йывăррăн "парăнатчĕç".

— Юрлакан-ташлакан хĕрача чунра халĕ те пурăнать-и?

— Пурăнать. Юлташсемпе, тăвансемпе тĕрлĕ уява пухăнсан юрă хыççăн юрă шăрантаратпăр. Чăваш кĕвви чуна ытла та çывăх.

— Америкăра чăвашла юрласси пулать-и?

— Паллах. Машинăра та итлесе çÿретĕп кунтан илсе кайнă дисксене. Хăш-пĕр юрра итлесе çÿренипех вĕренсе çитетĕп вара.

Салам, Олимп!

— Спорта епле лекнĕ эсир?

— Хамăр ялта сакăр класс кăна пулнă пирĕн. Тата икĕ çул кÿршĕ яла çÿренĕ. Шкулта чупнипех пысăк спорта кĕрсе кайнă тесен те йăнăш мар. Шупашкара килсен вара тăрăшса хатĕрленме пуçланă, тĕрлĕ ăмăртăва лекме туртăннă. Вăрăм дистанцисене чупаттăм. Училищĕре физкультура Геннадий Васильев вĕрентетчĕ. Пĕрремĕш тренер та вăлах. Диплом илме вăхăт çитсен Геннадий Ва-сильевич мана Михаил Павловичпа паллаштарчĕ. Çапла çăмăл атлетикăн ятарлă секцине çÿреме пуçларăм.

Часах Михаил Кузнецов марафон пирки каласа кăтартрĕ. Ытти тренерсем мана çак дистанци май килес пек туйăннине систернĕ-мĕн. Чупса пăхмаллине калаçса килĕшрĕмĕр те хатĕрленме тытăнтăмăр. Пĕрремĕш стартах ăнăçлă пулчĕ — йышăну тĕрĕс иккенне ăнлантăмăр.

— Марафона пĕрремĕш хутчен парăнтариччен нумай тар тăкнă-тăр?

— Лайăх кăтартăва, чăнах та, питĕ нумай хатĕрленмелле. Çĕр-çĕр çухрăм чупнă. Ăмăртуччен виçĕ уйăх малтан хатĕрленме пуçлаттăмăр. Паллах, ку дистанцие куллен чупаймастăн — йывăр вăл. Старта тухиччен темиçе кун маларах вара чупаттăмах.

— Çапах та 42 километр та 195 метра парăнтарма çăмăл мар-çке. Вăй-хал тени ăçтан тапать? Малалла вулас...

 

Татьяна НАУМОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.