Пĕр вăхăтра та пĕр вырăнта - чи ăста ташăçăсем

21 Ака, 2015

Апрелĕн 22-26-мĕшĕсенче Шупашкарта XIX балет фестивалĕ пуçланать. Ун умĕн, хăнăхнă йăлапа, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пресс-конференци иртрĕ. Театр ертÿçисем журналистсене кăçалхи фестиваль çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарчĕç, тĕрлĕ ыйтăва хуравларĕç.

Балет труппин ертÿçи Данил Салимбаев пĕлтернĕ тăрăх, ку фестивальте сцена çине пĕр вăхăтрах, пĕр вырăнтах Совет тата Раççей классиккин ылтăн тĕслĕхĕсем тухĕç, куракансене хавхаланупа чăн-чăн киленÿ парнелĕç.

Фестиваль Людвиг Минкусăн шедеврĕпе, «Баядеркăпа», уçăлĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ 2002 çулта лартнă ку спектакле хăйнеевĕрлĕ премьера теме те пулать. Чăваш патшалăх премине илме тивĕçнĕ «Баядерка» сцена çине тухма пăрахнăранпа 10 çул та иртнĕ, çавăнпа та фестивале хатĕрленнĕ май ташлаканĕсене кăна мар, костюмсемпе декорацисене те çĕнетме тивнĕ. Классикăн ылтăн çÿпçине кĕнĕ балетри Никипе Солор партийĕсене Мускаври Пысăк театртан килнĕ хăнасем, пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Анна Никулинăпа Михаил Лобухин ташлĕç. Гамзатти сăнарĕнче вара пирĕн солистка Анастасия Абрамова пулĕ. Оркестр кĕвви-çеммине йĕркелесе пыраканĕ - Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн илемлĕх ертÿçи тата тĕп режиссерĕ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ольга Нестерова. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.