Вăхăта тек тăсаймăпăр: парнеллĕ пулас текенсен шутлă кунсем юлчĕç

13 Раштав, 2017

Чăвашла 9 хаçат-журнал тата вырăсла 2 пичет кăларăмĕ кун çути кăтартакан "Хыпар" издательство çурчĕ вулакансене хавхалантарас тесе хальхи çырăнтару кампанийĕ вăхăтĕнче те лотерея ирттерессине эпир унччен пĕлтернĕччĕ-ха. Шутлă кунсем сисĕнмесĕр иртеççĕ, вылява хутшăнмалли вăхăт сахалланса юлать.

"Хыпар" тата ача-пăча кăларăмĕсенчен ("Тантăш" хаçат,  "Тетте", "Самант" журналсем) пĕрне çырăннисен квитанци копийĕсене малтанласа раштав уйăхĕн 8-мĕшĕччен йышăнма палăртнăччĕ. Анчах эсир, пирĕн хаклă вулаканăмăрсем, вăхăта тăсма ыйтнине шута илсе çырăннине ĕнентерекен хутсене эпир  раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ таранах йышăнас терĕмĕр. Тÿрех асăрхаттарар: вăхăта тек тăсаймăпăр, мĕншĕн тесен лотерейăна раштавăн 22-мĕшĕнче ирттерĕпĕр. Выляв иртнине курма Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменне 18 сехете йыхравлатпăр.

Аса илтерер, "Хыпар" çырăннисем кĕпе çумалли машина, ача-пăча кăларăмĕсене суйланисем тата квитанци копине редакцие çитернисем (428019, Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, "Хыпар" издательство çурчĕ е hyparkd@mail.ru электрон почтăпа яма юрать) сенсор экранлă телефон вылявне хутшăнĕç. Хаклă парне сертификатне маларах асăннă концерт вăхăтĕнче (Шупашкар хули, Эгер бульварĕ, 36-мĕш çурт), парнене Пичет ҫуртĕнче (Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 3-мĕш хут) парăпăр.  

Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ: 8 /8352/ 56-15-30. 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас