УЙРĂМ Е ПĔРЛЕ?
Эмелсемпе сипленнĕ вăхăтра час-часах курăк шĕвекĕсем те ĕçеççĕ. Анчах ку яланах вырăнлă мар. Çапла та пулма пултарать: сăмахран, курăк эмел витĕмне темиçе хут ÿстерет е пачах пĕтерет. Мĕн-мĕне пĕрле шайлаштарма юрамасть-ха? Д. Балясова фитотерапевт çапла ăнлантарать.
Юрать
- Грипран сипленнĕ чухне вĕриленнине ирттерекен препаратсемпе пĕрле ÿслĕкпе кĕрешекен курăксен - пылак тымар /солодка голая/, шăпăр курăкĕн /алтей лекарственный/ - шĕвекĕсене ĕçме юрать. Çавăн пекех шăлан çырлин шĕвекĕ, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекĕнчен, пĕтнĕкрен /мята перечная/, ухмах йывăççинчен /багульник болотный/ хатĕрленĕ шĕвексен пăсĕпе сывлани усăллă.
- Аптекăра туяннă ÿслĕке хирĕçле эмелсем ĕçнĕ чухне кăкăра çемçетекен курăксен пуххи аван. Унта шăпăр курăкĕн тымарĕ, пылак тымар, шапа хупаххин /мать-и-мачеха/ çулçи, матрÿшке /душица/, шурă эмел курăкĕ /шалфей/, хыр папки, анис вăрри кĕреççĕ.
- Гипертони чухне юн пусăмне чакаракан препаратсем ĕçмелле. Вĕсемпе пĕрле лăплантаракан курăксен шĕвекĕсемпе сипленме юрать. Çак шутра - чĕре курăкĕ /пустырник/, кушак курăкĕ /валериана лекарственная/, сенкер чечек /синюха голубая/.
Юрамасть
- Лăплантаракан эмелсемпе вара кушак курăкĕ, чĕре курăкĕ, пион, сенкер чечек килĕштермеççĕ.
- Кăмпаран сиплекен эмелсемпе пĕрле эхинацея настойкине ĕçме юрамасть.
- Кофеинлă препаратсемпе пĕрле женьшень настойкипе усă курмалла мар.
- Диабетпа кĕрешекен препаратсем пылак тымар шĕвекĕпе килĕшсе тăмаççĕ.
- Аспиринлă эмелсене шурă хăва настойкипе пĕр вăхăтра ĕçме юрамасть.
- Гипертонирен сиплекен эмелсемпе пĕрле женьшень, сарă кушак ури /бессмертник песчаный/, левзея, арали, заманиха, лимонник хушса хатĕрленĕ препаратсем ĕçмелле мар.
- Юнри гемоглобин шайне ÿстермелли эмелсем çемçетекен /сенна, хура катăркас хуппи.../, шăк хăвалакан /чăрăш тăрри, уртăш çырли, кĕтмел çулçи, хурăн папки/ ÿсен-тăран шĕвекĕсемпе килĕштермеççĕ.
- Юн кĕвелессине чакаракан препаратсемпе пĕрле çак ÿсен-тăран юрамасть: хăва курăкĕ /горец перечный/, чĕкре курăк /горец змеиный/, шатра курăкĕ /пастушья сумка/, укçа курăкĕ /ярутка обыкновенная/, сарă кушак ури /бессмертник песчаный/, куккурус çÿçи, шур тăрăллă хыт курăк /тысячелистник обыкновенный/, вĕлтрен, пур тĕрлĕ шатра кĕпçи /лапчатка/, софора çимĕçĕ, чăрăш тăрри /хвощ полевой/, пур тĕрлĕ шăлан çырли, пур тĕрлĕ шăнăр курăкĕ /подорожник/, кушак курăкĕ /валериана лекарственная/, сельдерей.
- Юна çăратакан эмелсене шурă хăва хуппин, илеперĕн /донник лекарственный/, ÿт илен курăкăн /лабазник вязолистный/ шĕвекĕсемпе пĕр вăхăтра ĕçме юрамасть.
- Пуç миминчи юн тымарĕсене саракан препаратсемпе розмарин, пĕтнĕк, чапăр /чабрец/ шĕвекĕсемпе пĕр вăхăтра сипленмелле мар.
- Сар çип утин /зверобой продырявленный/ препарачĕсемпе чĕрене пулăшакан, юн пусăмне антаракан, юн кĕвелессине чакаракан эмелсем, контрацептивсем, антидепрессантсем, антибиотиксем, сульфанамидсем ĕçнĕ, куç нервĕн чирĕсенчен сипленнĕ чухне пачах усă курма юрамасть.
- Операциччен пилĕк кун маларах ун хыççăн юн каясран кушак курăкĕн, эхинацея, ыхра, женьшень, сар çип ути, гинкго билоба, илепер никĕсĕ çинче хатĕрленĕ эмелсем ĕçмелле мар.
Комментари хушас