Уйрăлми ИКĔ ТУС

Паян тулта ăшах мар. Хĕвелĕ те пăхать ĕнтĕ, анчах анăçран сулхăн çил вĕрет. Кĕркунне алкум вĕçнех çитсе тăни кашни утăмрах, кашни кĕтесрех палăрать авă. Йывăçсем çинче унта-кунта сарă çулçăсем курăнкалаççĕ. Пахчасем те пушансах пыраççĕ. Улмуççисем çинчи сĕткенпе тулнă панулмисем хĕвел çинче йăлкăшаççĕ. Ялта кайăк сасси сахалланчĕ. Чĕкеçсем пачах курăнмаççĕ авă. Тавралăх майĕпен пушанать, илемне пĕчĕккĕн çухатать. Мĕн тăвăн, çутçанталăк саккунĕнчен иртеймĕн.

Уйрăлми туссем - Алеша Максимовпа Саша Гаврилов шкултан таврăннă хыççăн пахчана киленме тухнă. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр класра вĕренеççĕ, пĕр парта хушшинче лараççĕ. Мĕн пĕчĕкрен туслă çиччĕмĕш класс ачисем. Ара, пĕр-пĕринчен инçе мар пурăнаççĕ те, мĕнле юлташлă пулмăн-ха?

- Паян библиотекăна çитрĕм, хама килĕшекен кĕнеке суйларăм, - терĕ Алеша йывăç çинчен хĕп-хĕрлĕ панулми татнă май.

- Пĕр япала килĕшет сан йăлу-йĕркÿнте: вулама питĕ юратнăран, çавăнпа нумай пĕлетĕн те. Кирек мĕн каласан та пĕлÿрен хакли нимĕн те çук çав, - палăртрĕ шухăшне Саша.

- Тĕрĕссипе, каникулта та кашни кун çĕнĕ калавпа е повеçпе паллашрăм. Алла кĕнеке тытсан шăп та лăп пĕр сехет вулаттăм-çке. Ун чухне анне те кансĕрлеместчĕ мана. Халĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ те, вăхăт сахалланчĕ ĕнтĕ. Апла пулин те вулама май тупма тăрăшатăпах, - çирĕплетрĕ арçын ача.

Туссем иккĕшĕ те вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыраççĕ, спортра малта. Шкултан вĕренсе тухсан аслă пĕлÿллĕ çын пулма ĕмĕтленеççĕ.

- Хамăр укçа ĕçлесе илме тытăнсан, пĕлетĕн-и, мĕн тери пысăк савăнăç пулĕччĕ. Чи малтанах çывăх çыннăмăрсем валли парне илмелле пирĕн, - çаплах сăмах çăмхине сÿтрĕ Алеша.

- Ку ĕмĕт-ха. Анчах мĕн тери илĕртÿллĕ! Ăна пурнăçа кĕртес тесен, чăнах, тăрăшмалла. Çанă тавăрса вĕренмелле, аслисен сăмахĕсене ăша хывса пурăнмалла, - хăй килĕшнине палăртрĕ Саша та.

Уйрăлми икĕ тус... Пĕрремĕш класранпах пĕр парта хушшинче лараканскерсем кирек ăçта та пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаççĕ. Шкула пĕрлех каяççĕ, пĕрлех таврăнаççĕ, пĕрлех килти ĕçсене пурнăçлаççĕ...

- Тĕнчере чи хакли - туслăх. Юлташсăр çын хăрăк турат евĕрех, - теççĕ Алешăпа Саша хавасланса.

Элиза ВАЛАНС.

Етĕрне районĕ,

Тури Ачак.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.