Юлташсем

10 Авăн, 2015

Уйрăлми ИКĔ ТУС

Паян тулта ăшах мар. Хĕвелĕ те пăхать ĕнтĕ, анчах анăçран сулхăн çил вĕрет. Кĕркунне алкум вĕçнех çитсе тăни кашни утăмрах, кашни кĕтесрех палăрать авă. Йывăçсем çинче унта-кунта сарă çулçăсем курăнкалаççĕ. Пахчасем те пушансах пыраççĕ.