Уявра пĕрле савăнар

28 Раштав, 2015

Шупашкар çыннисемпе унăн хăнисем валли Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă тĕлĕнмелле проектсем хатĕрленĕ. Республика тĕп хулинче часах Асамлăх академийĕ хăйĕн алăкне яр уçĕ, Çĕнĕ çул бульварĕ те хăнасене йышăнма хатĕр.

Республикăра Çĕнĕ çула мĕнле кăмăлпа кĕтсе илеççĕ-ха? Хĕллехи каникул вăхăтĕнче районсемпе тата хуласемпе паллашмашкăн ятарлă проект - «Чăваш Ене Умкăпа пĕрле тĕпчетпĕр» - хатĕрленĕ. Вăл Çĕнĕ Шупашкар хулине, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Етĕрне районĕсене илсе çитерĕ.

Çитес çулхи кăрлачăн 3-мĕ­шĕнче Çĕнĕ çул кĕрекине Сĕн­тĕрвăрри районĕ йыхравлĕ. Ме­роприятисем унти купсапа мещен тата хресчен кил-çурчĕн музейĕнче иртĕç. Вăрман Пи­лемĕчри Татьяна Ефимовăн халăх ремеслине аталантарас енĕпе ĕçлекен пултарулăх мастерскойĕнче хĕртнĕ тăмран сувенир тума, Нарат Чаккинчи Даньковсен «Сире кĕтекен çуртра» хуран кукли, пÿремеч пĕçерме вĕрентĕç. Шуршăлти СССР кос­монавт летчикĕ А.Г.Николаев ячĕллĕ Мемориал комплексĕнче тĕнче уçлăхĕн вăрттăнлăхĕпе паллаштарĕç.

Кăрлачăн 4-мĕшĕнче хăнасене Етĕрне районĕ йышăнĕ. Унти «Сурские зори» турист базинче лашапа ярăнма май пулĕ. Çу­нашкапа сăрт çинчен çил пек вĕçсе анни ачалăха аса илме пулăшĕ. Унсăр пуçне районăн ÿнерпе тавра пĕлÿ музейĕ, СССР халăх артисчĕн Н.Д.Мордвиновăн музей-çурчĕ те йышăнĕ. Хĕл Мучин Тури Ачакри резиденцийĕнче хатĕрленĕ «Хресченĕн хĕллехи йăпанăвĕсем» программа та кăсăклантарĕ.

Кăрлачăн 5-мĕшĕнче Шу­паш­кар районĕнчи Станьяль этнокомплексĕнче хăнасене хапăл кĕтсе илĕç. Пултарулăх ярмăрккинче наци апачĕ, тетти-сувенирĕ, халăх коллективĕсен юрри-ташши савăнтарĕ.

Район центрĕнчи «Бичурин тата хальхи вăхăт» музейра «Непокорный монах» документлă фильм кăтартĕç.

Тепĕр кун - кăрлачăн 6-мĕ­шĕнче - тĕп мероприятисем Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕнче иртĕç. Унсăр пуçне «Химик» культура керменĕнче шăпăрлансем, çавăн пекех аслисем валли пуян программа хатĕрлеме палăртнă. Хула çыннисем уяв каçне ентешĕ те - «Любэ» ушкăнăн бас-гитарисчĕ Павел Усанов - хутшăнасса кĕтеççĕ.

Кăрлачăн 7-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи хĕрарăмсен Тихвин Турă амăшĕн монастирĕнче Христос çуралнине мухтаса кĕлĕсем иртĕç.

Хулари тĕп лапамра «Про­стоквашинăри хĕл» мультфильмри сăнарсем хуçаланĕç. Вĕсемпе юнашар сăн ÿкерĕнме те пулĕ. Ачасемпе çамрăксем валли «Аса­мат» спорт шкулĕнче тĕрлĕ ăмăрту иртĕ.

Рубрика: