УЯВ САВĂНĂÇ КĂНА КӲТĔР

23 Раштав, 2015

Çĕнĕ çул уявĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Кашни çулах çак уяв умĕн вăл савăнăç кӳтĕр, ырăпа кăна асра юлтăр тесе тăрăшатпăр. Анчах хăш-пĕр чухне сыхлăх пирки манатпăр. Шел те, Çĕнĕ çул уявĕпе ун хыççăнхи вăрăм кану кунĕсенче хăрушсăрлăх йĕркисене шута илменнине пула çынсен сывлăхĕ сиенленнĕ тĕслĕх те сахал мар. Статистика палăртнă тăрăх, раштавăн 31-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 11-мĕшĕччен «васкавлă пулăшупа» травмпунктсен чылай ытларах ĕçлеме тивет.

Чи анлă сарăлнă инкексем - аманни тата фейерверксемпе, петардăсемпе, ракетăсемпе усă курнă чухне пиçсе кайни. Унтан - наркăмăшланни, тăм илни, шампань эрехĕн пăккипе куçа амантни, аллерги, ытти инкек-синкек.

Пĕлтĕр Çĕнĕ çул каçĕнче республикăри сиплев учрежденийĕсене пиротехника хатĕрĕсене пула инкеке лекнĕ 21 çынна /улттăшĕ ачасем/ илсе пынă. Виçĕ эрнере - раштавăн 21-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 11-мĕшĕччен - Чăваш Енре пиротехникăран 42 çын /çурри ачасем/ шар курнă. Травматизм ӳснине специалистсем хăрушсăрлăхăн ансат йĕркисене те пачах пăхăнманнипе тата кирек мĕнле пиротехника хатĕрĕсене те ирĕклĕ сутнипе сăлтавлаççĕ.

Яланах асра тытăр, «салют» илемлĕ кăна мар, хăрушă та. Инкеке лекес мар тесен çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла:

- петардăсемпе фейерверксене пиротехника сутма лицензи илнĕ лавккасенче кăна туянмалла*

- туяннă чухне фейерверксене, петардăсене, бенгали çуртисене хăçан хатĕрленине тата вĕсемпе хăçанччен усă курма юранине сăнаса пăхмалла*

- пиротехника туяннă чухне упаковкине уçманнине тата вырăсла инструкци пуррине суйламалла*

- пиротехника хатĕрĕпе инструкцире кăтартнă пек кăна усă курмалла.

Фейерверк ямалли вырăна тĕплĕ суйласа палăртмалла. Уçă, йывăçсемсĕр, çурт-хуралтăсăр пысăк лаптăк кирлĕ. Пиротехникăпа çил çеккунтра 5 метр хăвăртлăхпа вĕрнĕ чухне усă курмалла мар. Фейерверк кĕпçине пĕлĕтелле тӳрĕ тытмалла, унсăрăн вăл юнашарти çынсем çинелле вĕçме пултарать. Сирпĕннĕ вăхăтра ӳксе çынсене лекесрен лайăх çирĕплетмелле. Тата салютсене алăран вĕçтермелле мар. Хлопушкăсемпе бенгали çуртисене çеç алла тытса усă курма юрать.

Çĕнĕ çул каçхине шампань кĕленчине тĕрĕс мар уçнипе сиенленни те час-часах тĕл пулать. Сăмах май, кĕленчерен пăкă сехетре 40 километр хăвăртлăхпа сирпĕнсе тухать. Куçа пырса тăрăнсан суккăрланас хăрушлăх пур. Çавăнпа кĕленчене уçнă чухне ыттисем пирки шухăшламалла, хăрушсăрлăх техникине пăхăнмалла.

Уяв тĕлне кашниех пуян сĕтел хатĕрлеме тăрăшать. Анчах алкоголь ĕçнипе пĕрлех çуллă, пăрăçлă апат çисе лартни вар-хырăм ĕçне япăх витĕм кӳрет. Вăрах чирсем вĕрĕлеççĕ, сывă çынсем те аптраса ӳкме пултараççĕ. Хырăмлăха кăна мар, чĕрене те йывăр. Çĕнĕ çул сĕтелĕ, шел те, холестеринпа тата тăварпа тулса ларать. Вĕсем вара чирлĕ чĕрешĕн кăна мар, сыввишĕн те тăшмансем пулса тăраççĕ. Çуллă, тăварлă апатсем гипертони аталанассине хĕтĕртеççĕ, юн тымарĕсен стенкисем çинче холестерин тăхисене пухăнма витĕм кӳреççĕ, ку вара инфарктпа инсульт патне илсе пырать.

Организма уяв ĕçкине кăлтăксăр чăтса ирттерме мĕнле хатĕрлеме пулать-ха? Çак кун выçă тытмалла мар, ирхи, кăнтăрлахи, каçхи апатсене яланхи пекех çимелле. Уяв умĕнхи менюра пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах пулмалла. Клетчатка организма ытлашши çисе лартасран хӳтĕлĕ. Уяв апатне улма-çырларан е пахча çимĕç салатĕнчен пуçласан аван. Вĕри апата грильпе е духовкăра пахча çимĕçпе пĕçернĕ çуллă мар пулă е какай суйламалла. Тăварлă çимĕç ытлашши пулсан вара организмра шĕвек тытăнса тăрать.

Кашни апата кăшт кăна çисе пăхни те çителĕклĕ. Чăтаймастăр пулсан апатчен 25 минут маларах пĕр стакан ăшă шыв ĕçме юрать, вăл аппетита чакарать. Майĕпен, лайăх чăмламалла. Тăхтавсем тумалла, урама тухса уçăлмалла.

Чылайăшĕ Çĕнĕ çула эрехпе уявлама хăнăхнă. Унăн организмшăн сиенсĕр виçине палăртма йывăр, мĕншĕн тесен кашни çын хăйне евĕрлĕ. Хăшĕсем час-часах пĕр бокал шампань эрехĕ е пĕр черкке шурă эрех ĕçни те çитет тесе шухăшлаççĕ, анчах халăхпа пĕрле сисмесĕрех ӳсĕрĕличчен ĕçсе лартаççĕ.

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, шăпах ӳсĕр çынсем ĕнтĕ инкеке лекеççĕ. Çавăнпа малтанхи черккене ĕçес умĕн малалла мĕн пулма пултарасси, ӳсĕрĕлсен çын хăйне хăй алăра тытаймасси, лару-тăрăва тĕрĕс хак параймасси пирки шухăшламалла. Уява тус-тăвансемпе пĕрле эрех ĕçсе ӳсрĕлмесĕрех савăнăçлă ирттерме пулать.

Сывлăхлă пулăр! Пурне те çывхарса килекен уявпа саламлатпăр!

Елена ЕГОРОВА,

республикăри профилактика, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.