- Чăвашла верси
- Русская версия
Уяв чечекне килтех ÿстеретпĕр
Кăрлачăн пĕрремĕш çурринче сухан пуçлă тата тымарлă чечексене тымарлантарса /выгонка/ çурхи уяв тĕлне илемлĕ чечек çыххи хатĕрлеме пултаратăр.
Чечек çитĕнтермелли чи ансат мел – тымарсене тутлăхлă ирĕлчĕк янă савăтра «ӳстерни». Çакна вали хулăн мар картунра çаврашка шăтăксем тăвăр. Унта тымар вĕçĕсене чикса лартăр.
Гиацинт пуçĕсене валли 5 см /80-85 г/, нарциссене валли 4 см /70-80 г/, тюльпансене -3 -3,5 см /20-25г/ пысăкăш çаврашкасем тусан аван. Тымар вĕçĕпе шыв çийĕн 1-1,5 см пушă вырăн хăварăр.
Тымарсене 2 уйăха тĕттĕм вырăна лартăр. Вăхăт-вăхăтпа шыва улăштармалла.
Тымарсем йышлăн аталаннă хыççăн шурă хунавсем тухаççĕ. Вĕсем 10-12 см çӳллĕш ӳссен савăтсене чӳрече анине вырнаçтарăр. Чечек пуçĕсем 14-17 градус температурăра лайăх аталанаççĕ.
Комментари хушас