Уйăхлăх старт илчĕ

3 Нарăс, 2017

Пĕтĕм Раççейри массăллă оборона тата спорт уйăхлăхне кăçал ДОСААФ пĕрлешĕвне йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине халалланă. Кашни хулапа районтах, уйрăмах вĕренÿ заведенийĕсенче, халĕ çарпа спорт вăййисем, паттăрлăх урокĕсемпе асăну каçĕсем, мухтавлă çынсемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ.

Çак кунсенче Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара йĕлтĕрпе чупассипе, хоккейла тата шашкăлла выляссипе ирттернĕ ăмăртусене вунвиçĕ ялти 200 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă мăнаçлă палăк умĕнче иртнĕ парадра пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Леонард Левый, тĕрлĕ çапăçăва хутшăннă çар çыннисен "Доблесть" организацийĕн ертÿçи, Афган вăрçин ветеранĕ Владимир Яковлев, тĕп хулари "Елчĕк ен" общество пĕрлешĕвĕн хастарĕ, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн Хисеплĕ гражданинĕ Владимир Меметов тата сумлă ытти хăна саламларĕç.

Финалта Лаш Таяпа вăтам шкул команди район центрĕнчи хоккеистсемпе тĕл пулчĕ. Çивĕч кĕрешÿ Лаш Таяпасем хăнасене 5:1 шутпа çĕнтернипе вĕçленчĕ. Виççĕмĕш вырăнта — "Тăрăм" команда. Çитес канмалли кунсенче Елчĕксем Шупашкарти "Динамо" командăна йышăнĕç. Пăр çине Олимп вăййисен призерĕ Владимир Андреев та тухать. Йăлана кĕнĕ уйăхлăх вăхăтĕнчех Лаш Таяпапа Тутарстанри Пăва районĕн хутлăхĕнче сунара юратакан биатлонистсен республика ăмăртăвне йĕркелеме палăртнă.

Петр СИДОРОВ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.