Уй кунĕ

4 Утă, 2018

Утă уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче Çĕрпÿ районĕнче Чăваш ял хуçалăх ăслăлăх-тĕпчев институчĕн уй-хирĕнче «Уй кунĕ» курав иртмелле.

Унта ытти регионтан вун-вун предприяти техника, паха вăрлăх, ÿсен-тăрана сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен хÿтĕлемелли хатĕрсемпе минерал удобренийĕсем тăратĕç.

Ĕнер мероприятие хатĕрленсе ирттерес ыйтупа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов лару ирттернĕ.

Уй кунĕ тĕлне опыт ирттерекен лаптăкра тĕрлĕ сортлă тырă, соя, горчица, хĕвел çаврăнăшĕ, ытти культура шăтса тухса вăй илме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Вĕсем пирĕн тăрăхра мĕнле çитĕннипе уява çитнисене те паллаштарĕç. Выльăх апачĕ хатĕрлемелли агрегатсемпе çĕр ĕç техникин куравĕ те кăсăклă пулмалла. Вĕсене ĕçре курса хаклама май пулĕ. Специалистсем хăватлă оборудованипе мĕнле усă курмаллине ăсталăх класĕсенче кăтартса парĕç. Ларура пысăк калăпăшлă ял хуçалăх техникине курава илсе кайнă, ăна ĕçре кăтартнă чухне уйрăмах асăрханмаллине палăртрĕç.

Кăçал «Уй кунĕнче» ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе фермерсем малтанхи хут агрономи олимпиадине хутшăнĕç.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас