- Чăвашла верси
- Русская версия
Уй-хире - савăк кăмăлпа
Анлă уй-хирте тăрри сассине пÿлсе хăватлă техника кĕрлет. Çурхи кун çулталăклăх тенĕ. Ĕçченсем кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Иртен пуçласа каçченех ĕç шавĕ лăпланмасть.
- Çурхи культурăсене акса пĕтертĕмĕр ĕнтĕ, - паллаштарчĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Нива» хуçалăх ертÿçи Владимир Мурайкин. - Вĕсем 400 гектар ытла йышăнчĕç. Куккурус, пĕр тата нумай çул ÿсекен курăксем акмалли юлчĕ. Çĕрсем каярах пулса çитнипе ĕç-хĕл вăраха кайрĕ. Нумаях пулмасть шалкăм çумăр лаптăксене каллех йĕпетрĕ, ĕçлеймерĕмĕр.
«Нивăн» усă куракан çĕр 1550 гектар. Кăçал арканнă хуçалăхăн 350 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çавна май çурхи ĕçсен калăпăшĕ татах ÿснĕ.
Эпир çитнĕ тĕле мĕнпур техника Кивĕ Ирчемес çывăхĕнчи уйраччĕ. Икĕ агрегат нумай çул ÿсекен курăк акать. Юнашарти лаптăксенче çĕр хатĕрлеççĕ, кĕрхи культурăсене апатлантараççĕ. Хĕрÿ тапхăрта ĕçченсене хушса тÿлеççĕ. Вĕсене вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ.
Ял çыннисене вара çураки кăна мар, сĕт хакĕ те канăç памасть. «Литрĕ 12 тенке çитрĕ. Мĕншĕн вĕçĕмсĕр чакса пырать-ши? - пăшăрханăвне пытармарĕç вĕсем. - Капла ĕне усрама кăмăл та юлмарĕ». Чăн та, çу енне, сĕт нумай чухне вăл яланах йÿнелни паллă. Анчах лавккари сĕт юр-варĕн хакĕ чакмасть-çке. Июльтен, сĕтшĕн пахалăхне кура татăлма тытăнсан, унăн хакĕ ÿсĕ-и?
Сăмах май, хуçалăх ял çыннисене выльăх апачĕ, тырă хăй хакĕпе парать. Çавăнпа Мучикасси тăрăхĕнче икшер-виçшер ĕне тытакансем пайтах. Сĕт йÿнелсе кайни картишне пушатса хăвармĕ-и?
Çилпе вĕçтернĕ укçа
Николай Лисаев фермер хуçалăхĕн уйĕсем халĕ те типсе çитеймен-ха. Вырăн-вырăнпа çĕр путсах ларать.
- Ĕçе хăвăртлатма йĕперех лаптăксене те кĕрсе пăхрăмăр, анчах техникăна ватрăмăр çеç. Мĕн тăвăн, кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ, - терĕ фермер.
Хуçалăхне йĕркелесе янăранпа виççĕмĕш çул ĕнтĕ. Çак тапхăрта усă куракан çĕр 1,5 пин гектара çитнĕ. Халĕ Паньтăк çывăхĕнчи уйра тулă акаççĕ.
- Çанталăк типĕ тăрсан çывăх вăхăтра пĕтермеллех, - теççĕ çынсем.
Николай Лисаев панкрута тухнă хуçалăхăн хранилищине илсе пĕлтĕр кайăк-кĕшĕк ĕрчетме тытăннă. Халĕ унта 21 пин чăх чĕппи. Ăна Мускав облаçĕнчи ятарлă предприятирен туяннă. Уйăха çитсен ял çыннисене сутма тытăнасшăн. «Пушаннă витене кăркка, хур чĕпписемпе тултарăпăр», - пĕлтерчĕ вăл.
Хуçалăхра укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли мĕнпур мелпе усă курма тăрăшаççĕ. Анчах тăкакĕ те ÿссех пырать, чăрмавĕ те тупăнсах тăрать. Кăçал фермер ултавçăсен капкăнне çакланса 900 пин тенкĕ «çилпе вĕçтернĕ». Укçана Мускаври «Тайфун» фирмăна удобренишĕн куçарса панă. Пайтаçăсем вара таварне те паман, укçине те тавăрман.
- Ферма çуккипе, тырă типĕтмелли оборудовани хута ярайманнипе уй-хирте туса илни йÿнĕ хакпах каять, - пăшăрханса каласа пачĕ Николай Иванович. - Тăкаксене саплаштарма йывăртарах.
Кашни пусĕшĕн çичĕ хут тар тăкмалла. Пысăк кредит та çĕклеме йывăрлатать. Ферма тума проект тăратнине пĕлтерчĕ вăл. Сĕт хакла каймасан та ăна сутса кассăна куллен укçа кĕрет. Ÿсен-тăранпа ĕçленипе кăна аталанма йывăр çав.
«Хамăртан килет»
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Унăн усă куракан çĕр лаптăкĕсем те самай. Çавăнпа ĕçченсен алă усса ларма вăхăт çук. Акă Ишекасси çывăхĕнчи уя Юрий Татаров механизатор ир-ирех çĕр акма хатĕрлет. Хыççăнах вара урпа акаççĕ.
- Çурхи ĕçсене палăртнин 70 процентне яхăн пурнăçланă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 700 гектара яхăн акнă, - каласа пачĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ Николай Воронов.
- Çуракине çулсеренех кăнтăр енчи районсенчен вунă кун каярах юлса тухатпăр. Ку çĕр пулса çитейменнипе çыхăннă. Кăçал çурхи ĕçсене 5012 гектар çинче туса ирттермелле. Çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 3665 гектар йышăнмалла, çĕрулми - 18. Çурхи ĕçсене вĕçлесе пыратпăр ĕнтĕ.
Районта чылай хуçалăх арканнă май усă курмасăр выртакан çĕр 5 пин гектар ытла. Икĕ çулта ăна йăлтах пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн. Çуракинче пĕлтĕрхинчен пĕр пин гектар ытларах сухалама-акма тиврĕ. Кăçал районта çичĕ фермер хуçалăхĕ йĕркеленчĕ. Вĕсене те çĕр уйăрса парасшăн, - терĕ Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Владимир Храмов.
Етĕрне районĕнчи «Заветы Ильича» хуçалăхра çурхисене акса пĕтернĕ ĕнтĕ. Халĕ хĕрсех çĕрулми лартаççĕ. Унăн лаптăкне иртнĕ çулхинчен пысăклатнă. Çакă çĕрулми хакланнипе те çыхăннă.
- Çынсем тăрăшса ĕçлеççĕ, техника юсавлă, вăрлăх, удобрени çителĕклĕ. Ака-суха мĕнле иртесси йăлтах хамăртан килет, - терĕ Владимир Иванов ертÿçĕ.
Кăçал çурхи ĕçсем пĕлтĕрхинчен самай хаклăрах ларнине пăшăрханса пĕлтерчĕ вăл. Çакă саппас пайĕсем, удобрени, ГСМ, техника хакланнипе çыхăннă.
«Çав хушăрах сĕт йÿнелчĕ, литрне 16 тенкĕпе илеççĕ. Пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 18 тенкĕпе сутнă. 310 ĕнерен куллен мĕн чухлĕ укçа çухататпăр», - хаш сывларĕ ертÿçĕ. Хуçалăхра уй-хирте ĕçлекенсем пур-ха, анчах фермăра çитмеççĕ вĕсем. «Шалăвне те тÿлетпĕр, çук, ĕçлесшĕн мар», - тет Владимир Иванов.
- Республикăра çурхи культурăсене акса пĕтернĕпе пĕрех. Палăртнин 92,1 процентне пурнăçланă, - терĕ районсене ĕçлĕ çулçÿревпе çитнĕ ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов. - Тĕп тĕллев - çурхи ĕçсене вăраха ямасăр вĕçлесси. Çынсен ĕçлес кăмăлĕ пысăк, апла палăртнине пурнăçлатпăрах.
КĔскен. Майăн 18-мĕшĕ тĕлне республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 182 603 гектар акнă ?92, 1 процент%. Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенче ку ĕçе вĕçленĕ. Çĕрулми - 5 146 ?41,6 процент%, пахчаçимĕç 461 гектар акнă-лартнă.
Лариса АРСЕНТЬЕВА.
Комментари хушас