УТМА ТА КАНСĔР...
Хăшĕ-пĕри сыпă ыратнипе çав тери асапланать, утма йывăррипе ытларах выртма тăрăшать. Теприсем вара хăйсем тĕллĕн çаврăнса выртма та пултараймаççĕ. Мĕн тумалла-ха?
Чылай чухне çынсем, уйрăмах аслă çултисем, сахал хускалаççĕ, анчах сыввисем чухлех çиеççĕ. Ку кĕлетке виçине ÿстерет. Чи малтан ăна йĕркене кĕртмелле. Пурин те, йывăр чирлисен те, хусканусем тума тăрăшмалла. Вĕсене çурăм çинче выртса тумалла.
- Мăй валли. Çурăм шăммин мăй пайĕн остеохондрозĕ аптратсан пуринчен те малтан пуç мимине юнпа тивĕçтересси пăсăлать. Астуса юласси, ăс-тăн çивĕчлĕхĕ япăхаççĕ. Мăй айне минтер вырăнне ĕнсе усăнарах тăмалла ытла хытă мар валик хурсан лайăх. Çапла майпа мăй кăштах тăсăлать. Меллĕ пултăр тесе кирлĕ пек хулăнăшлă валик суйламалла.
Пуçа кăштах çĕклесе мăя майĕпен енчен-енне хускатмалла, ĕнсепе мăй валик тăрăх ярăнччĕр. Мышцăсене çемçетме тăрăшмалла. Хускану амплитуди 1-2 сантиметртан ытла мар. Сехетре 1-3 хут 100-200-шер хускану тумалла. Хăвăра канăçсăртарах туйсан хусканусен хисепне чакармалла.
- Хулпуççи сыпписем валли. Алăсене кĕлетке çумне ирĕклĕ тăсса хумалла. Вĕсене вырăн çинчен çĕклемесĕр майĕпен тулалла-шалалла çавăрмалла. Алăсене хытармалла мар. Вĕсемпе кашни сехетре 10-шар минут çапла ĕçлеме юрать.
- Алăри юн çаврăнăшне, мышцăсен ĕçне лайăхлатма. Алăсене кĕлетке çумне тăсса хумалла. Вĕсене 10-30 сантиметр çÿллĕшне çĕклемелле те лăстăрах аялалла пăрахмалла. Темиçе хускануран пуçласа майĕпен 100 е ытларах хусканăва çитерме юрать. Кашни сехетре пĕрре тăваççĕ.
- Пĕçĕ сыпписем валли. Урасене тăсмалла, чĕркуççисем айне хулăн мар минтер хумалла. Чĕркуççисене тулалла тата шалалла урасем минтер тăрăх шумалла куçармалла. Сехетре 5 минут тумалла.
- Чĕркуççи тата пакăлчак сыпписем валли. Пÿрнесене хăвăр паталла майĕпен туртăнтармалла. Сехетре 5 минут таран тума юрать.
- Уран юн, лимфа тымарĕсене, хырăм мышцисене, çак тĕлти шалти органсене çирĕплетме. Урасене черетпе майĕпен 10-20 сантиметр çÿллĕшне çĕклемелле, унтан лăстăрах вырăн çине ÿкермелле. Ку — комплексăн чи йывăр хăнăхтарăвĕ, çавăнпа ăна малтан çÿллĕшне майĕпен ÿстерсе темиçе хут тумалла.
Вăхăта упрама пĕр вăхăтрах 2-3 е ытларах хăнăхтару тума юрать. Тĕслĕхрен, 1, 2, 4, 5 хусканусене пĕр вăхăтра е 3 тата 6 хусканусене пĕрлештерсе тума пулать.
- Пуç мимине ĕçлеттермелле. Йывăр чирлĕ çынсемшĕн мышцăсене кăна мар, пуç мимине ĕçлеттерни те пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе чи çăмăлли — телевизор пăхни. Вулани, сăмахкаçмăш, пуçватмăш тупсăмĕсене шырани витĕмлĕрех. Ÿкерме е ют чĕлхе вĕренме пуçласан та лайăх.
Комментари хушас