Ӳстересчĕ тулăх сад

17 Ака, 2015

Ял тăрăхĕнче çĕр илсе çурт çавăртăмăр. Çĕр ăшăнсанах панулми, груша, слива, чие, черешня йывăççисем лартса пысăк та илемлĕ сад ӳстерес ĕмĕтпе пурăнатпăр.

Ăна пурнăçлама сирĕн хаçат урлă паракан сĕнӳ-канаш пулăшасса шанатпăр. Шăтăксене мĕнлерех хатĕрлемелле-ши? Йывăçсене мĕнле вырнаçтармалла? Вĕсем хăвăрт та сывă ӳсчĕр тесен мĕнлерех пăхмалла?

Алевтина Озерова.

Комсомольски районĕ, Асанкасси ялĕ.

Садри йывăçсене лартма шăтăк хатĕрлемелли çинчен эпир кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнче тухнă хаçатра "Тĕрĕс лартасчĕ" материалта çырса кăтартнăччĕ. Çавăнпа ку ыйтăва тепĕр хут хускатмастпăр. Вăтам çемьешĕн /4 çынран тăраканскер/ садра 4-5 улмуççи çителĕклĕ. Вĕсем паракан тухăç чĕрĕлле çиме те, консервлама та çитет.

Сорта кура улмуççисем тĕрлĕ вăхăтра çимĕç параççĕ. Çавăнпа ир /çуллахи/, вăтам тапхăрта /кĕрхи/ тата каярах çимĕç параканни /хĕллехи/ çине уйăраççĕ. Миçе тата мĕнле сортсем лартасси - кил хуçин ирĕкĕ.

Çӳллĕ ӳсекен улмуççисен хушши 2 метртан ансăр пулмалла мар. Рет хушши те çавăн пекех. Хӳме хĕрринчи улмуççине те çак вăрăмăша пăхăнса лартмалла. Вăтам е лутра улмуççисем хушшине вырăн сахалрах хăвармалла. Кунашкаллисем иртерех çимĕç пама тытăнаççĕ. Çӳллĕ ӳсекен йывăçсем лутрараххисене ан тĕттĕмлеччĕр тесен çурçĕр енне лартмалла. Вăтам çӳллĕшлисене, унтан чи лутрисене – кăн- тăралла.

Çӳллĕ ӳсекен улмуççисемпе пĕр рете груша лартаççĕ.

Кашни пахчаçă хăмла çырли, хурлăхан, крыжовник тата ытти тĕм лартма кăмăллать. Çырла паракан тĕмсем хушши сахалтан та 1 метр пулмалла. Садра сулхăн тытакан йывăçсем ӳснине ан манăр. Çырлаллă тĕмсем сулхăна тĕрлĕрен йышăнаççĕ. Хĕрлĕ, шурă хурлăхан ăна чăтăмлă. Хура хурлăханпа крыжовник сахалрах кăмăллаççĕ. Тĕмсене кăнтăр енне, хӳме хĕррине лартма тăрăшаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.