Усси те, сиенĕ те пур

Типĕ тытнă чухне те рационра белок, çу, углевод шайĕ çителĕклĕ пулмалла. Апата кунне 3-4 хутчен пĕчĕк порцисемпе çиме тăрăшмалла. Каçхине ытлашши çимелле мар. Белокпа пуян культурăсем - ясмăк, пăрçа астивмелле. Палăртнă кунсенче пулă та юрать. Сĕтел çинче ытларах пахчаçимĕç, улма-çырла пулсан аван. Енчен те пуç çаврăннине, вăй-хал пĕтнине туятăр пулсан тутлăхлă апат çине куçăр.

Паллах, типĕ тытни апата ирĕлтерекен тытăмшăн, ват хăмпи ĕçĕшĕн усăллă. Çавăн пекех организмри холестерин тата липид шайне чакарма пулăшать, пыршăлăхра микробсен хисепне тата тытăмне аталанма памасть. Анчах кун пек чухне апат ирĕлтерекен çул-йĕр час-часах пăсăлнине манмалла мар.

Кăкăр ĕмĕртекен тата çие юлнă хĕрарăмсене, пĕчĕк ачасене, йывăр чирлекен çынна типĕ тытма юрамасть. Унсăр пуçне сахăр чирĕпе, панкреатитпа нушаланакансен те. Вăй-хал парса ĕçлекеншĕн те типĕ тытни усă кÿмест. Мĕншĕн тесен организма белок сахал пырать. Çавна май çын вăй-халĕ чакать. Клетчатка нумайланнăран гастрит, язва чирĕ вăй илме пултарать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.