ӲСЕН-ТĂРАНРАН ТАТА ПАХЧА ÇИМĔÇРЕН

30 Ака, 2014

Тĕрлĕ чиртен сипленнĕ чухне усă куракан чылай шĕвеке килтех хатĕрлеме пулать. Кунта рецепта çирĕп пăхăнни пĕлтерĕшлĕ.

Вĕретсе

Ӳсен-тăрана е унăн пайне /хуппи, тымарĕ, ытти/ малтан вĕтетмелле, унтан эмальленĕ кастрюле хумалла, пӳлĕм температуриллĕ шыв кирлĕ чухлĕ хушмалла, хупăлчапа çăтă витмелле. Кастрюле вĕрекен шывлă тепĕр кастрюле лартмалла /шыв мунчи/, вăхăт-вăхăтпа пăтратса 30 минут пăшăхламалла. Шыв мунчинчен илнĕ хыççăн 10 минутран шĕвеке икĕ сий марля витĕр сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв хушмалла.

 

Пиçĕхтерсе

Вĕретнĕ шĕвек /отвар/ евĕрлех хатĕрлеççĕ, анчах шыв мунчинче 15 минут кăна лартаççĕ, унтан пӳлĕм температуринче 45 минут сивĕтеççĕ, икĕ сий марля витĕр сăрăхтараççĕ, тĕпĕнчине кăштах пăчăртаса илеççĕ. Малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв хушаççĕ.

Шута илме: вĕретнĕ шĕвеке те, пиçĕхтернĕ шĕвеке те 3-4 куна çеç хатĕрлеççĕ, сулхăн тĕттĕм вырăнта упраççĕ. Урăхла условире вĕсем пăсăлаççĕ. Усă курас умĕн шĕвексене силлесе илмелле.

 

Настойка

Ăна 70 процентлă е 40 процентлă спиртпа хатĕрлемелле. Вĕтетнĕ ӳсен-тăрана савăта хумалла, спирт хушмалла, хупăлчапа витсе пӳлĕмри тĕттĕм вырăнта пĕр эрне /тепĕр чухне рецептра ытларах та кăтартаççĕ/ лартмалла. Унтан темиçе сий марля витĕр сăрăхтармалла. Ытларах чухне настойка хатĕрлеме 1 пай чĕр тавар пуçне 10 пай спирт илеççĕ. Спирт настойки нумай вăхăт упранать. Ăна виçене çирĕп пăхăнса тумламсемпе ĕçеççĕ.

 

Кĕсел

Типĕтнĕ хура çырларан. Ăшă шывра çунă çырлана 2 стакан сивĕ шыва ямалла, 15-20 минут пĕçермелле. Çырла çемçелсен шĕвеке урăх савăта сăрăхтармалла та çырлине кашăкпа лайăх лӳчĕркесе 1 стакан шыв хушмалла, вĕретмелле. Унтан сăрăхтарса малтанхи шĕвекпе хутăштармалла. Сахăр ярса кĕсел пĕçермелле. 50 грамм типĕ хура çырла пуçне пĕр стакана яхăн сахăр тата 2 чей кашăкĕ çĕр улми крахмалĕ илмелле.

Хура хурлăханран. Çырлана сиенленнисенчен суйламалла, вĕри шывпа çумалла, кашăкпа лайăх тӳмелле, çур стакан вĕренĕ сивĕ шыв хушмалла, марля витĕр пăчăртаса шĕвекне юхтармалла. Çакăн хыççăн юлнă çырлана 2 стакан сивĕ шыва ярса 5 минут вĕретмелле те сăрăхтармалла. Çак шĕвеке сахăр ярса вĕреме кĕртмелле, шыва ярса ирĕлтернĕ çĕр улми крахмалĕ хушмалла, пăтрата-пăтрата каллех вĕреме кĕртмелле. Çулăм çинчен илмелле те маларах хатĕрленĕ сĕткен-шĕвеке хушса пăтратмалла. 1 стакан çырла пуçне пĕр стакана яхăн сахăр, 2 чей кашăкĕ çĕр улми крахмалĕ кирлĕ.

Шăлан çырлинчен. 100 грамм çырлана вĕтĕ вакламалла, вăррипе пĕрлех тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Каçхине ярса ирччен лартмалла. Ирхине пирченĕ шăлан çырлине кашăкпа тĕплĕ тӳмелле, 2 хут сăрăхтармалла. Унтан шĕвеке шывра ирĕлтернĕ крахмал, 80 грамм сахăр хушса пăтратмалла, сивĕниччен лартмалла.

Кĕселе витамин вырăнне тата вар-хырăм чирĕсем аптратсан ĕçеççĕ.

 

Сывлăх шĕвекĕсем

Вĕлтрен шывĕ. Тин юхтарнă вĕлтрен сĕткенне вĕренĕ сивĕ шывпа /1 стакан шыв пуçне - 1 апат кашăкĕ сĕткен/ хутăштармалла. Юн сахал /анеми/ чухне, витаминсен çителĕксĕрлĕхĕ е ытлашши пулни аталансан, çӳçе çирĕплетме усă кураççĕ.

Пăрçа шывĕ. Пăрçана сивĕ шыва /1 литр шыва - 1 ывăç пăрçа/ ярса 7-14 сехет ислетмелле. Шĕвеке арçынсен ар вăйсăрлăхĕнчен выç хырăмла 1 стакан 2 эрне ĕçмелле.

Пĕтнĕк шывĕ. 1 пай типĕ çулçа 20 пай 70 процентлă спирта ярса 2 талăк лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. 2 сий марля витĕр сăрăхтармалла. Варвитти, пыршăлăх хутланни, ăш пăтранни аптратсан, апат ирĕлтересси пăсăлсан кунне 3-4 хут çур стакан шыва 10 тумлам ярса ĕçмелле. Çăвартан япăх шăршă кĕрсен 1 стакан шыва 10-20 тумлам настойка хушса çăвара чӳхемелле.

Пахча çимĕç шывĕ. 1 килограмм çĕр улмине, вăтам 5-6 кишĕре, петрушкăн 50 грамм курăкĕпе тымарне сивĕ шывра çумалла, пахча çимĕçĕн хуппине тасатмалла мар. Пĕтĕмпех вĕтĕ вакламалла, пысăк сухан хушмалла, 2-3 литр шыва ярса çулăм çине лартмалла. Вĕреме кĕрсен çулăма пĕчĕклетмелле, хупăлчапа витнĕ савăтри пахча çимĕçе пĕр сехет пăшăхламалла. Сăрăхтармалла та вăрах вăхăт чирленĕ хыççăн вăй пухма кунне 5-6 хут 1-ер стакан ĕçмелле. Çăмăл апат кунĕсенче ĕçни те сывлăхшăн усăллă.

Ирхи шыв. 100 грамм çĕр улмине, 50 грамм кишĕре, петрушкăн 50 грамм тымарĕпе çулçине çумалла, вакламалла, 2 литр шыва ямалла, хупăлчапа çăтă витнĕ савăтпа 10-15 минут вĕретмелле, илсен 20 минут лартмалла та сăрăхтармалла. Малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв тата 2 апат кашăкĕ тулă хывăхĕпе 2 апат кашăкĕ тӳнĕ йĕтĕн вăрри хушмалла. Хупăлчапа витсе сулхăн вырăна 10-14 сехете /каçран ирччен/ лартмалла. Астени, халсăрлăх, юн сахалли, авитаминоз аптратсан кунне 3-4 хут 1-ер стакан ĕçмелле. Усă курас умĕн 30-35 градуса çити ăшăтмалла.

Сĕлĕ шывĕ. 1 литр шыва тасатнă сĕлĕпе тасатман сĕлĕн /пĕр виçепе илсе/ 1 стакана яхăн хутăшне ямалла, вăйсăр çулăм çинче 2-3 минут пĕçермелле. Пӳре чирĕсенчен, нервсем пăсăлнинчен, ыйхă вĕçнинчен, сыпăсем ыратнинчен кунне 3-4 хут 1-ер стакан ĕçмелле.

Тепĕр тĕрлĕ рецепт та пур. Тасатнă сĕлле тӳмелле те 1 стакана яхăн илсе 1 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче пĕçермелле, илсен 30 минут лартмалла та марля витĕр сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут 1-ер стакан ĕçмелле.

Пилеш шывĕ. Хĕрлĕ пилешĕн 2 стакан типĕ çулçине тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 6-8 сехетрен сăрăхтармалла. Шăнса пăсăлсан, сивчир аптратсан ĕçмелле.

Укроп шывĕ. 1 тумлам укроп çăвне 1 литр сивĕ шыва ярса пăтратмалла. Манкана çемçетме, микробсемпе кĕрешме, вар хытнине, хырăм кӳпĕннине, хутлатнине ирттерме кунне 3-6 хут апат хыççăн 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.