Усал вăй тымар ан ятăр

26 Ака, 2018

Тĕнчене хăратса тăракан эстремизм тата терроризм вăйĕсемпе мĕнле меслетсемпе кĕрешмелле? Çак ыйтăва паян Шупашкарти коопераци институтĕнче сÿтсе яврĕç.

«Чăваш Республикинче экстремизма тата терроризма хирĕç тăрас ĕç-хĕлĕн ыйтăвĕсем» ăслăлăх-практика конференцине аслă вĕренÿ завденеийĕн ректорĕ Валерий Андреев уçрĕ. Вăл çак ыйту паян пурне те шухăшлаттарнине палăртрĕ, экстремизмпа терроризм обществăра пысăк хăрушлăх кăларса тăратни, халăхсен хушшинче вăрçă вутне чĕртни çинчен каларĕ.

Çавăн пекех ЧР прокурорĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Евграфов, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов, Сĕнтĕрвăрри епископĕ, Чăваш Ен митрополийĕн викарийĕ Игнатий Владыка, ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ Алевтина Федорова, ыттисем тухса калаçрĕç. Докладра вĕсем Чăваш Республикинче экстремизпа тата терроризмпа кĕрешес тĕлĕшпе пухнă опытпа паллаштарчĕç, Интернетра çак идеологи сарăласран сыхланас, çамрăксен хушшинче профилактика енĕпе туса пыракан ĕç-хĕл çинчен каласа кăтартрĕç, малашнехи тĕллевсене уçăмлатрĕç, ку енĕпе пурнăçламалли тĕп мероприятисене палăртрĕç.

 

Теги: 

Комментари хушас