Усă курман çĕр ан пултăр

Çуракине хатĕрленесси тата республикăн адреслă инвестици программи — çак тата ытти ыйту ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура сÿтсе явнă тĕп темăсем пулчĕç.

Çуракине мĕнле хатĕрленнипе ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов паллаштарчĕ. Техника кăçал уя ака уйăхĕн пĕрремшĕ декадинчех тухать-тĕр. Уйра юр хулăнăшĕ пĕчĕк — 5-10 сантиметр кăна /пĕлтĕр 20-25 сантиметр пулнă/. Тăпра 30-70 сантиметр тарăнăш кăна шăннă. Çакă та ĕçсене васкатма хистесси паллă.

Çурхи культурăсене 305 пин гектар акса хăвармалла. Кĕрхисене кăрлач вĕçĕнче тĕрĕсленĕ — калчасен тĕп пайĕ хальлĕхе йĕркеллех. Япăх хĕл каçни — 3% ытларах кăна. Тепĕр тесен, хĕл вĕçленмен-ха, çавăнпа нарăс вĕçнелле калчасене тепре тĕрĕслĕç.

Акмалли вăрлăх çителĕклĕ. Çунтарамалли-сĕрмелли материалсем, удобренисем хатĕрлес енĕпе малалла ĕçлемелле. Çав шутра — йÿçеклĕх пысăк лаптăксене извеçлес тĕлĕшпе те. Ку енĕпе ĕçлекен пĕртен-пĕр карьерăн лицензи вăхăчĕ вĕçленсе пырать те — ыйтăва татса памалла. Министр тепĕр карьер уçас ыйтупа ĕçленине те палăртрĕ — вăл Куславкка районĕнче, ăна уçсан таврари хуçалăхсене извеçпе тивĕçтерессипе çыхăннă транспорт тăкакĕсем чакĕç.

Сергей Геннадьевич усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси пирки те пайăррăн каларĕ. Çулталăк каялла вĕсен республикăри пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 45 пин гектарпа танлашнă. Пĕлтĕр 18 пинне çаврăнăша кĕртме планланă та — çак тĕллеве туллин пурнăçлама май килмен, 14 пинне сухаланă. Кăçал та ку енĕпе çине тăрса ĕçлесшĕн — 15,5 пин гектара сухаласшăн. Çапла вара хытхура ярса илнĕ çĕрсен çивĕч ыйтăвне икĕ çулта татса парасшăн.

Паллах, унта-кунта «çерем çĕрсем» пурпĕр юлма пултараççĕ. Çав шутра — аслă çулсен хĕррипе. Шăпах çав çĕрсем ытларах чухне пĕтĕмĕшле ÿкерчĕке пăсаççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ — уйрăм çынсен харпăрлăхĕнче. Министр шучĕпе, «хăй вăхăтĕнче вĕсем çав лаптăксене АЗСсем, çул хĕрринчи сервис валли хаклăпа сутăпăр тесе туяннă» — усă курмаççĕ, халь мăян-пиçен алхасать.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас